Комментари хушас

24 Çурла, 2018

Ял ячĕ те çынсене пулăшма хистет

Ирĕклĕхе юратакансем. Вăрнар районĕнчи Пăртас ял тăрăхĕнче Волонтерсем хăйсем пирки çапла калаççĕ. 60 киллĕ, пĕр урамлă ялта пĕрре урлă тенĕ пек пушă çуртсем лараççĕ. Ял ячĕ илĕртнĕрен унта пурăнакансемпе те калаçас шухăш çуралчĕ.

Ватлăхра килессе шанаççĕ

1922 çулта ку вырăна çамрăксем куçса килсе «Волонтер» коммуна йĕркеленĕ. Ял ятне те çаплах панă. Коммунарсем кайран колхоза кĕнĕ.
Вольăпа Борис Капитоновсем — 60 çул пĕрле пурăнакан мăшăр. 85-ри ватăсем çак ялта çуралса ÿснĕ, кунтах ĕмĕрлеççĕ. «Манăн хуняçа çак ялта чи пĕрремĕш çурт лартаканĕ пулнă. Вĕсем çемйипе Малти Ишекрен куçса килнĕ. Кунта ытарах Кăкшăмран, Аçăмçырминчен, Элĕк, Красноармейски районĕсенчен килнисем кил-çурт çавăрнă. Халĕ çак ялта çуралса ÿссе унтах тĕпленнисенчен эпир Бориспа иксĕмĕр тата унăн пиччĕшĕ кăна юлтăмăр», — историпе паллаштарчĕ Воля Никитична. Вăл колхозра, почтальонкăра нумай çул ĕçленĕ, Борис Сергеевич — трактористра. 4 ача çуратса ÿстернĕскерсем иккĕшех пурăнаççĕ. Вĕсене кĕçĕн хĕрĕ Марина тăтăшах килсе пулăшать. Çав хушăра вăл ырă ĕç тума та ĕлкĕрет: ялти çынсене хăйĕн машинипе тÿлевсĕрех хăйĕн лавккине Пăртаса илсе кайса килет.
«Ял пĕтессĕн туйăнмасть-и?» — кăсăклантăм ватăсенчен. «Пĕтмест пуль, мĕншĕн тесен ашшĕ-амăшĕ вилнĕ хыççăн кил-çуртне юсаса лартнă çемьесем пур. Яла газ илсе çитернĕ. Çынсем тивĕçлĕ канăва тухсан яла куçса килеççех ĕнтĕ. Тавралăхĕ хитре кунта, улăх-çаран, вăрман…» — çутă шанчăкпа калаçрĕ кинемей.

Çамрăксене воспитани параççĕ

Урампа утакан икĕ çамрăкпа та калаçрăмăр. «Мĕнле пурăнатăр?» ыйтăва: «Начар, çул япăх, çуркаланса пĕтрĕ. УАЗ машина кил умĕнчех ларать», — çапла хуравларĕç вĕсем. Урам хушшинчи асфальта темшĕн тиркерĕç, кун пек çул пулсан аптăрамалла мар-ха. Виталий Филипповпа Володя Михайлов — çак ялсемех. «Совет самани вăхăтĕнче хăй ирĕкĕпе çакăнта куçса килнĕ çынсем вăрман касса ял, уй-хирсем тунă. Ĕлĕк кунта йăлт вăрман пулнă. Халĕ уйсене нимĕн те акмаççĕ, кĕçех каллех вăрмана çаврăнĕç», — пăшăрханчĕ Виталий.
«Ырă ĕç тăвакансен çулталăкĕнче кама пулăшрăр?» — ял ячĕ те волонтер пулма хи-стенĕренех çак ыйтăва парас килчĕ. «Пурне те пулăшатпăр! Вера аппана нимелле карта тытса патăмăр. Ĕне усракан çук, кĕтÿ çÿремест. Утă кĕртсе, çĕр улми чĕрсе параймарăмăр-ха — ун чухне вахтăра пулнă», — терĕç сăмах ваклама хапăлскерсем. Вĕсем иккĕшĕ те çурçĕрте ЛЭП каснă çĕрте ĕçлеççĕ. «Çамрăксемпе калаçатпăр, айкашса ан çÿреччĕр. Вĕсене кăсăклантармалли ялта ним те çук вĕт. Çак шăпăрлансене тĕрĕслесех тăмалла», — урамри ача-пăчана воспитани парассине хăйĕн тĕп тивĕçĕ вырăнне хурса калаçрĕ Виталий. Ялта тахçан клуб пулнă-ха, халĕ «Огнеопасно» тесе çырнă газ будкисĕр пуçне нимĕн те çук. Ачисем те кунта çулла каникула хăнана килнĕскерсем кăна, кĕçех вĕсем те кайса пĕтĕç.
Ку çеç мар, хусах Володьăна тата авланса уйрăлнă Виталие ялта хĕрсем çукки те пăшăрхантарать. Паян тесен паян авланма хатĕр вĕсем. Малалла вулас...

Алина ИЗМАН.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.