Комментари хушас

Шупашкарти троллейбусра Wi-fi-па усă курса Патшалăх пулăшăвĕсен электронлă порталĕ урлă налук тÿлесшĕнччĕ. Анчах ăшталаннин усси пулмарĕ. Wi-fi ĕçлемерĕ — ачасене кун пирки каларăм та вĕсем унти интернетăн хăвăртлăхĕ питĕ япăххине палăртрĕç. Чăннипех те çапла-ши?

Алина ЛЕОНТЬЕВА, Шупашкар районĕ.

Вулакан ыйтăвне Шупашкарти троллейбус управленийĕн директорĕн çул-йĕр служби енĕпе ĕçлекен çумĕ Дмитрий ЯКОВЛЕВ уçăмлатать:

Троллейбусри Wi-fi япăх ĕçлет теместĕп. Çапах хирĕçлемĕп: кунашкал ыйту темиçе те пулчĕ. Унпа усă курас тесен хула транспорчĕн порталне кĕмелле. Хула Wi-fi сетĕнче регистрациленмелле, çак çыхăну мелĕпе усă курассине çирĕплетмелле. Браузерта мĕнле регистрациленмеллине йăлтах ăнлантарнă. Ансат тата тÿлевсĕр. Пĕрре çирĕпленсен сирĕн телефонăр троллейбусра Wi-fi ярсан тÿрех сигнал йышăнма пуçлать, çакăн пирки чылайăшĕ пĕлмест пулас. Троллейбуспа çÿрекенсене çакна аса илтерни вырăнлă пуласса шанатăп.

 

Эльвира ИВАНОВА хатĕрленĕ.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.