Комментари хушас

31 Çурла, 2018

Усă курмасан та укçа илчĕç

Салам, «Хыпар» хаçат! 2008 çулта арăмăн амăшĕ вилсен çурта хамăр çине куçартăмăр, документсем илтĕмĕр. Анчах энергетиксем электричество счетчикĕ кивĕ тесе ăна арăм çине куçармарĕç. Пĕлтĕр электронлă çĕнĕ счетчик 1 класс точности илтĕмĕр. Ăна улăштарма килмерĕç. Кăçал çеç ялти электрик улăштарса пачĕ. Унтан Вăрнара кайрăмăр. Унта пире «акт приемки» туса пачĕç. Кайран «переоформить» тума Çĕмĕрлене вăл 60 километр аяккарах ячĕç. Пире унта веçех туса пачĕç, анчах çунтарман-усă курман электроэнергишĕн лимитпа 440 тенкĕ илчĕç. Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен кивĕ счетчикшăн лимитпа 1 çыншăн 110 кВт илеççĕ иккен. Çавăнпа ыйтусем çуралаççĕ: 1. Çунтарман электроэнергишĕн халăхăн мĕншĕн тÿлемелле? 2. Счетчике хуçан улăштармалла мар-и? «Энергосбыт» . 3. Нивушлĕ хальхи вăхăтра Вăрнарта е Элĕкре укçа илме, «оформить» тума пĕр çынна уйăрмалла мар — вăл Çĕмĕрлене компьютерпа ярса парĕччĕ. Вăрнарти тата Çĕмĕрлери çак органсем саккунлах хăтланаççĕ-и? Ку ыйтусем чылайăшне кăсăклантараççĕ. Энергетиксем сывлăшран укçа тума пĕлеççĕ. Кун пирки прокуратура мĕн калать-ши? Энергетиксем электроэнергишĕн кам тÿлемест, кам вăрлать — çавсене тытчăр.

Ю. НИКИФОРОВ, Вăрнар районĕ.

Вулакан çырăвне Чăваш энергосбыт компанине тата прокуратурăна ярса патăмăр. Асăннă компанирен акă мĕнле хурав илтĕмĕр: «Чăваш энергосбыт компанийĕ» АО Ю.Л.Никифоров «Хыпар» хаçат редакцине янă çырура çĕкленĕ ыйтусем тĕлĕшпе акă мĕн ăнлантарать. Нумай хваттерлĕ тата уйрăм çуртсенчи пÿлĕмсен харпăрлăхçисене тата вĕсемпе усă куракансене коммуналлă пулăшусем, çав шутрах энергипе тивĕçтерес тĕлĕшпе те, кÿрессин ыйтăвĕсене йĕркелесе тăракан тĕп норма-право акчĕ — РФ Правительствин 2011 çулхи çу уйăхĕн 6-мĕшĕнче кăларнă «Нумай хваттерлĕ тата уйрăм çуртсенчи пÿлĕмсен харпăрлăхçисене тата вĕсемпе усă куракансене коммуналлă пулăшусем кÿресси çинчен» 354-мĕш йышăнăвĕ. Асăннă йышăнăвăн 80-мĕш пункчĕпе килĕшÿллĕн пурăнмалли тата пурăнмалли мар çуртри потребителе кÿнĕ коммуналлă пулăшусен калăпăшне учетăн уйрăм, пĕрлехи /хваттерти/, пÿлĕмри хатĕрĕсемпе /приборĕсемпе/ усă курса палăртаççĕ-шута илеççĕ. Çирĕ-плетнĕ типлă тата Раççей Федерацийĕн виçевсен /измеренисен/ пĕрлĕхне тивĕçтересси пирки калакан саккунсен требованийĕсемпе килĕшÿллĕн тĕрĕслев витĕр тухнă хатĕрсемпе усă курма юрать. Учет хатĕрĕ çирĕплетнĕ типа тивĕçтерни пирки калакан информаци, çак хатĕре пĕрремĕш хут тĕрĕсленĕ дата тата ун валли тĕрĕслевсен хушшинчи интервала çирĕплетни пирки калакан сведенисем, çавăн пекех çакнашкал приборсемпе усă курмалли требованисем учет приборĕ çумне панă /сопроводительный/ документсенче пулмалла.
354-мĕш йышăнăвăн 81-мĕш пункчĕпе килĕшÿллĕн пурăнмалли тата пурăнмалли мар пÿлĕмсене учет приборĕсемпе тивĕçтересси, вĕсемпе техника тĕлĕшĕнчен кирлĕ пек усă курасси, управлăхĕ тата вăхăтра улăштарасси — çав пÿлĕмсен харпăрлăхçин тивĕçĕ.
354-мĕш йышăнăвăн 81-мĕш пункчĕн /12/ «д» çумпунктĕнче учет приборĕ ăна тĕрĕслемелли интервал вăхăчĕ иртсен те вăл юрăхсăра тухнă шутланать тесе палăртнă. 81-мĕш пункта /13/ тĕпе хурсах потребителĕн учет приборĕ юрăхсăра тухсан /юсавсăр пулсан/ çакăн пирки исполнителе пĕр тăхтаса тăмасăр каламалла; унăн кăтартăвĕсене, юрăхсăра тухнă вăхăтрисене, пĕлтермелле; ăна юрăхсăра тухнăранпа 30 кунран кая юлмасăр юсамалла е улăштармалла.
354-мĕш йышăнăвăн 81-мĕш пунктĕнче /12/ палăртнă лару-тăру сиксе тухсан энергипе усă курнин калăпăшне асăннă йышăнăвăн 59, 60-мĕш пункчĕсемпе килĕшÿллĕн палăртаççĕ: урăхла каласан, коммуналлă ресурспа усă курнин уйăхри шутласа палăртнă вăтам калăпăшне кура, анчах умлă-хыçлă 3 расчет тапхăрĕнчен ытла мар. 4-мĕш уйăхран пуçласа — коммуналлă пулăшусемпе усă курнин нормативĕсене шута илсе, пысăклатнă коэффициентпа усă курса, унăн виçи 1,5-пе танлашать.
Çав хушăрах 354-мĕш йышăнăвăн 56-мĕш пункчĕпе /2/ килĕшÿллĕн пурăнмалли çуртра вăхăтлăх е ялан пурăнакан граждансем пулмасан коммуналлă пулăшусен калăпăшне асăннă çуртăн харпăрлăхçисен йышне кура шутласа палăртаççĕ.
Çынсен ыйтăвĕсене тивĕçтерекен офиссене йĕркелес ыйту пирки çакна пĕлтеретпĕр: паянхи кун «Чăваш энергосбыт компанийĕ» АО Чăваш Республикинче клиентсен ыйтăвĕсене тивĕçтермешкĕн хушма тата вырăна тухса çÿрекен 10 офис йĕркеленĕ, çав шутрах — Вăрнар поселокĕнче те. Унта компани клиенчĕсем электроснабжени ыйтăвĕсемпе яланах консультаци илме пултараççĕ. Вырăна тухса çÿрекен офис çак адреспа вырнаçнă: Вăрнар поселокĕ, Совет урамĕ, 36-мĕш çурт. Кашни уйăхăн 5-мĕшĕ хыççăн ытларикунсерен тата кĕçнерникунсерен 10 сехетрен пуçласа 15 сехет те 30 минутчен ĕçлет. Шел, информаци çителĕксĕр пулнăран çыру авторĕн лару-тăрăвне тĕплĕнрех ăнлантарма май çук», — тенĕ Чăваш энергосбыт компанийĕн ĕç тăва кан директорĕн реализаци енĕпе ĕçлекен çумĕ Д.Константинов алă пуснă хуравра.
Вăрнар районĕнчи прокуратурăран та хурав илтĕмĕр. «Эпир ирттернĕ тĕрĕслев Ю.Л.Никифоров гражданин Вăрнар районĕнчи Кивьял Нурăсра регистрациленменнине тата пурăнманнине кăтартса пачĕ», — тенĕ унта. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.