Комментари хушас

5 Авăн, 2018

Йăх тăсăлать

«Хресчен сасси» хаçатăн 30-мĕш номерĕнче пичетленнĕ «Яш ĕмĕр иккĕ килмест» материал шухăша ячĕ. Кивĕ сăн ÿкерчĕксене пухса иртнĕ кун-çула куç умне кăларма тăрăшать Анатолий Максимов.
Хăй аран çÿрет пулсан та пулни-иртнипе кăсăкланать. Паллах, пĕлĕшсен шăпи çинчен пирĕн те пĕлес килет. Сăмахран, вĕсен çамрăклăхĕ епле иртнĕ? Кивĕ сăн ÿкерчĕксен «кун-çулне» сăнласа панăшăн Анатолий Максимова тав тăватпăр эпир.
Сăн ÿкерчĕкри çынсем паян пĕри те çук çĕр çинче. Александр Пырковăн мăшăрĕ те çĕре кĕнĕ. Ывăлĕ Олег пурăнать-ха. Зина Сотнезевăн ывăлĕ Николай та сывă. Хăй те, ачисем те Услă Пукашра кун кунлаççĕ. Герман Шоклев ачисем — Леонид, Николай, Александр тата Владимир.
Леонид Коротковăн вара никам та çук. Ксения Казаковăн ачисем Петр, Тамара, Александр, Михаил каникулта ашшĕне вырма вăхăтĕнче комбайнпа ĕçлемешкĕн пулăшнă.
Иртнĕ çул «Чăваш хĕрарăмĕн» тусĕсен кĕнеки пичетленнĕччĕ. «Хресчен сассин» тусĕсен çакнашкал кĕнекине те пичетлесен аван. Эпир Николай Агаков, Нина Михайлова, Александр Мокин çырнисене юратса вулатпăр. Вĕсем — «Хресчен сассин» чăн-чăн тусĕсем.

 

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.