Комментари хушас

30 Çу, 2014

Помидор калчи хуçăлсан

Йăран çине куçарса лартнă чухне ăнсăртран икĕ помидор калчине хуçрăм. Пĕрин тăрри йăлтах хуçăлса ÿкнĕ, тепри авăнса аннă, хуппи çинче тытăнса тăрать. Пăрахас тенĕччĕ - алă çĕкленмерĕ, вăрлăхĕ лайăх, Голландире туса хатĕрленĕскер.

Калчасене чĕртме шухăшларăм. Тăррисĕр юлнă калча тунине туратланакан çулçă таран кĕскетрĕм те эрнеренех вăл икĕ хунав кăларчĕ. Иккĕшне те çимĕç памаллăх хăвартăм.

Тепĕр калчине, хуппи çинче тытăнса тăраканнине, асăрханса тÿрлетсе тунине хут скотчпа чĕркерĕм, хăйă çумне çыхса тĕревлерĕм. Кĕçех вăл та çирĕпленчĕ. Хуçăк вырăн палăрмасть те.

Н.ТАРАСОВА

Канаш хули.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.