Комментари хушас

30 Çу, 2014

Килти выльăх сывă пултăр

Çуркуннехи Микула /çу уйăхĕн 22-мĕшĕ/ тĕлне хирте ĕне çисе тăранмалăх курăк ÿсет теççĕ халăхра. Анчах çурхи сĕтеклĕ курăкпа выльăх-чĕрлĕх кÿпĕнни /ĕне, сурăх, качака/ тата кĕтĕве хăнăхнă чухне ĕнесем пĕрне пĕри тĕксе суранлатни тĕл пулать. Мĕнле асăрханмалла-ха çак инкексенчен.

Выльăх ан чирлетĕр тесен кĕтĕве кăларнă тапхăра тĕрĕс йĕркелемелле, типĕ апатран чĕрĕ курăк çине тÿрех куçарма юрамасть. Ирхине кĕтĕве яриччен чĕр чуна утăпа апатлантармалла, çерем çине сывлăм типсен çеç кăлармалла. Кĕтÿ курăк çинче чылай çÿрерĕ тĕк, выльăхсем тăраннине асăрхасассăн та тÿрех шыв хĕррине ан васкăр - кÿпĕнес хăрушлăх ÿсет. Çумăр хыççăн люцерна, клевер, ыраш калчи, пăрçа йышши ытти культурăна ытлашши çитерсен те выльăх кÿпĕнме пултарать.

Чĕр чун кÿпĕнсен мĕн тумалла.

Чир паллисем, сулахай енчи хырăмĕ ытлашшипех хăпарса каять, выльăх кавлемест, сÿрĕк, сăмси типĕ, хăвăрттăн пÿлĕне-пÿлĕне сывлать. Пĕр тăхтамасăр пулăшу кÿме пуçламалла. Ветеринара чĕнмелле, вăл киличчен çак ĕçсене пурнăçламалла.

Чирлĕ выльăха тăвайккиллĕрех вырăна пуçĕпе тăвалла тăратмалла, сулахай енчи хырăмлăх путăкĕ тĕлне /вăл хытă хăпарса каять/ вăйпа пусса сăтăрмалла. Чирлĕ выльăха кавлеме хистемелле. Тикĕтленĕ е тип çупа йĕпетнĕ вĕрен татăкĕпе çăварлăхламалла, вĕрен вĕçĕсене мăйрака хыçĕпе туртса çыхса хумалла. Çакă чирлĕскере кавлеме хистет, хырăмлăха ĕçлеме пулăшать. Сĕт ĕçтерни те вырăнлă, ĕне-вăкăра 2 литр, качака е сурăха çур литр ытларах. Выльăха уттарни те кÿпĕннине ирттерме пулăшĕ.

Йывăр чирлĕ выльăха сиплемешкĕн ветспециалист ятарлă мелсемпе усă курать. Пухăннă сывлăша хырăмлăхран ĕне аякне шăтарса кăларма пултарать.

Çилĕ тĕртĕнни. Çак суран выльăхсем тĕкĕшнĕ чухне çилĕрен лексен, хÿме е каска-пĕрене урлă каçнă чухне çилĕне çапăнтарсан пулать. Çиелтен пăхсан çилĕ çинче чĕрĕ суран курăнмасть. Çилĕ тăртанать /шыçать/, хĕрелет, ÿт температури хăпарать, сунă чухне сĕт юнлă анать, сутарасшăн мар. Çилĕ çапăнса суранланни тĕрлĕ усал микробсене аталанма май парать. Çавăнпа ветеринартан пулăшу ыйтни вырăнлă. Ветеринар новокаинпа укол туса ыратнине ирттерет, ĕнене сăвассине çăмăллатать. Çилĕ шыçнă вăхăтра та ĕнене сумаллах. Унсăрăн сĕт типет. Выльăха лăпкăлăх кирлĕ. Суранланнă çилле 5: йод шĕвекĕпе сăтăрмалла, суран тĕлне пăр тытмалла е çилле сивĕ шывпа ислетнĕ тăм хутăшĕпе сĕрмелле.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.