Комментари хушас

12 Авăн, 2018

Тухăçсăр хăварать

Раççей ял хуçалăх надзорĕн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕнче массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсемпе брифинг иртрĕ. Унта хускатнă çивĕч ыйту — Чăваш Енре çĕр улмин ылтăн нематоди сарăлни.
Управленин пай пуçлăхĕ Зоя Фомичева каланă тăрăх, çĕр улмин ылтăн нематодине Чăваш Енре пĕрремĕш хут 1980 çулта Çĕмĕрле районĕнчи пĕр хушма хуçалăхра тупса палăртнă. Хальхи вăхăтра вăл вăй илсе сарăлни шухăшлаттарать. Управлени специалисчĕсем тĕрĕсленĕ хыççăн республикăри 9 районта сăтăрçă хуçаланни палăрнă. 112 ял тăрăхĕнчи 359 ялти /пĕтĕмĕшле хисепрен 20%/ хушма хуçалăхра асăрханă /пурĕ 1363,8 гектар çинче/.
Нематода хушма хуçалăхсене ытларах сиенлени мĕнпе çыхăннă? Зоя Васильевна сăмахĕпе, çакăн сăлтавĕ — çынсем «иккĕмĕш çăкăра» çултан-çул пĕр вырăнта туса илни. Пусă çаврăнăшне пăхăнманни сăтăрçа сарăлма çул уçать. Вăл ытти пахчана та çăмăллăнах куçать. Сăмахран, çуркунне е кĕркунне пахчасене пĕр тракторпа сухаласан та, атă-пушмак çумне çыпçăнсан та ытти лаптăка лекет.
Нематода тупса палăртнăран Элĕк, Патăрьел, Вăрнар, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Пăрачкав, Вăрмар, Çĕрпÿ, Çĕмĕрле, Етĕрне, Елчĕк, Шăмăршă, Тăвай районĕсенче тата Шупашкар хулинче фитосанитарин карантин зонисем туса хунă. Пурĕ 18 район çак зонăна кĕнĕ. Раççейĕпе 64 субћектри 906 районта çак мур пур. Пирĕн тăрăхра 2007 çултах çĕр улмин ылтăн нематоди тĕлĕшпе фитосанитарин карантин зонине тума, йĕркине çирĕплетме тытăннă.
Предприяти-организацисенче пусă çаврăнăшне пăхăннă, сăтăрçăсене, чир-чĕре хирĕç хими препарачĕсемпе кĕрешнĕ май мур вĕсенче çукпа пĕрех.
Ăна тĕппипех пĕтерме йывăр. Сиенленнĕ лаптăксенче азот удобренийĕ сапаççĕ. Ку мура «парăнман» сортсем лартма тăрăшаççĕ. Унччен çĕр улми пулнă лаптăксенче пахча çимĕç, тĕш тырă туса илни те мур çулне пÿлме пулăшать.
Сăтăрçă пахчана лекнине мĕнле пĕлмелле? Сарă та пĕчĕкскере микроскоппа пăхсан кăна асăрхама май пур. Анчах çĕр улми туни çинçе тата тĕмми лутра, аври, чечекĕ сахал, çимĕçĕ вĕтĕ пулни пахчаçăна сисчĕвлентермелле. Унпа кĕрешмешкĕн хими препарачĕсем пур-ха, анчах вĕсемпе пĕлмесĕр усă курсан шар кăтартаççĕ. Ĕçе тытăниччен специалистпа канашламаллах. Чире чăтăмлă сортсем лартмалла /«рокко», «удача», «гала», «беллароза», «ред скарлет», «винетта», «романо»…/. Пусă çаврăнăшне пăхăнмалла. «Иккĕмĕш çăкăра» унччен пăрçа йышши культурăсем, куккурус пулнă лаптăксене лартмалла. Çĕр улми лап-тăкне вара люпин аксан аван. Нумай çул ÿсекен курăк та чиртен хăпма пулăшать.
Тепĕр меслет. Пахчана 4 пая уйăрса пĕрне — çĕр улми, теприне — купăста, хăяр, кабачок, патиссон, кавăн, виççĕмĕшне — томат, сухан, ыхра, пăрçа, тăваттăмĕшне кишĕр, хĕрлĕ кăшман, çарăк акмалла-лартмалла. Тепĕр çулне пĕрремĕш лаптăкри çимĕçсене иккĕмĕшĕнче туса илмелле тата ытти те. Çапла майпа пахча çимĕç, çĕр улми лаптăкĕсене çултан-çул ылмаштарса пыни те чир-чĕре, сăтăрçăсене сарăлма памасть. Малалла вулас...

Лариса НИКИТИНА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.