Комментари хушас

13 Авăн, 2018

Сергей Шелтукова асăнса ăмăртрĕç

Паян Чăваш Ен спорт министрĕпе Сергей Шелтуковпа сыв пуллашрĕ. Ăна асăнса "Шупашкар Арена" пăр керменĕнче хоккей матчĕ иртрĕ.

Пăр çине ЧР Правительствин командипе ЧР Патшалăх Канашĕн команди тухрĕç. Ăмăрту 6:2 шутпа вĕçленчĕ. Республика ертÿçин команди çĕнтерчĕ.

Михаил Игнатьев, ЧР Пуçлăхĕ:
- Сергей Сильвестрович хоккейла выляма ăстаччĕ. Хоккей команда вăййи, вăл вара командăн уйрăлми пайĕччĕ. Команда çĕнтертĕр тесе пур вăйран тăрăшатчĕ. Вăл правительство командинче те вăл шаннă çынччĕ. Хăйĕн ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлатчĕ, çитĕнÿ тăвас тесе ĕçлетчĕ.

Олег Мешков, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ:
- Сергей Шелтуков чăн-чăн арçынччĕ. Вăл пирĕншĕн ĕçтеш кăна мар, шанчăклă юлташтаччĕ. Хоккейла выляма вăл савăнсах çÿретчĕ. Паян пирĕн хушăра вăл çуккине ĕненес те килмест. Эпир ăна нихăçан та манмăпăр.

Сергей Артамонов, вице-премьер - ял хуçалăх министрĕ:
- Вăл пирĕншĕн питĕ пысăк çухату. Хоккей вылянă чухне вăл яланах хапхана хÿтĕлетчĕ. Пурнăçра та вăл чăн хÿтĕлевçĕччĕ. Каток çине тухнă чухне яланах ăна аса илĕпĕр.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: