Комментари хушас

19 Авăн, 2018

Хура çын

«Сар хĕвел хĕрелсен» повеç сыпăкĕ

«Анне хĕвелтен мала», — тет чăваш. Тăван анне çук пулсан мĕн малта-ха? Тен çавăнпах, ачалăхне аса илнĕ чух Прасковья Тихоновна умне чи малтан сар хĕвел çути тухать: ăшă та ачаш çуркуннене çав тери тĕмсĕлсе кĕтни. Хĕвел нихăçан та улталас çуккине шанса, кайăк чĕппи пек халь-халь вĕçсе каясла çунатланса пĕтĕм шухăш-кăмăлпа хавхаланни… Çурхи хĕвел хăйĕн ăшă куллипе çĕр питне савса пĕтĕм тавралăха ешĕл тĕспе çавăрса илни, çут çанталăк малтан шăнкăр-шăнкăр шыв юххин ытарайми сассипе, кайран тĕрлĕ-тĕрлĕ кайăксен юррипе тулса ларни… Мĕн пулнă ку? Ача чух çăтмаха çĕр çинчех курма-туйма пĕлни-и? Тăлăх çын тăхăр çын нушине тÿсет теççĕ пулин те, хăй тăлăх иккенни ытлашши пăшăрхантарман пĕчĕк Праские. Хĕвел пăхсан — тумла юхать, усал пăхсан — куççуль юхать. Тăлăх хĕр пĕрчи çине усал куçĕ ÿкесрен хытах асăрхаса-пăхса тăратчĕç мар-и вăл ÿсекен кил-йышра.
Тăван амăшне пачах та ас тумастчĕ, тĕлĕкре те тĕлленместчĕ Праски. Ăçтан ас тăвăн? Пепкине çуратнă хыççăн тепĕр икĕ эрнеренех вилнĕ вăл. Хăшĕ-пĕри: «Тĕнчере халăх йышлă, пĕр çын вилни палăрмасть», — тесе калама хăять пулин те, тин çуралнă ачан амăшĕ, Эрхип Акилини, çамрăклах «чăн çĕре кайни» хĕрачан пĕтĕм пурнăçне урăх çул- йĕрпе ярать. Революциччен Ĕпхÿ кĕпĕрнинчи Пелепей уесне кĕрекен Елань-Чишма ялĕнчи нумай ачаллă кил-йышра çуралнă пепкене виличчен амăшĕ каласа хăварнипе мăнаккăшĕн ывăлĕн ачасăр çемйине усрава параççĕ. Çапла вара икĕ эрнери кăкăр ачи хăй çуралнă тăрăхран тăватă çухрăмра вырнаçнă чиркÿллĕ ялта, Ярмулайра, ÿсме тытăнать. Ăна Хăватсем тăвакан таса Николай ячĕпе лартнă чиркÿре Праски ятпа тĕне кĕртеççĕ.
Пепкене Петр Федотович мăшăрĕ Наталия Васильевна хăй çуратнă ача пекех юратса пăхма тăрăшнă. Вăл, Хушăлка ялĕнче çуралса ÿснĕскер, çÿллĕ те патварскер, çирĕп кăмăллă пулнине пурте пĕлсе тăнă, ытлашши сăмах вакламан мăн кăмăллă хĕрарăмран арçынсем те шикленсе тăнă. Усрава илнĕ çурма тăлăха чăваш ялĕнчи ырă йăла-йĕркепе ытти ачасенчен нимпе те уйăрман, ĕçе хăнăхтарса ÿстернĕ. Пĕчĕкскер ытлашши пăшăрханса-шуйханса ÿкесрен-ши, ăна тăван ашшĕпе, Тихон Павловпа, курнăçма ирĕк паман. Лешĕ вара хăйĕн чун тĕпренчĕкне хушăран та пулин кăкăрĕ çумне чăмăртаса вилнĕ мăшăрне аса илесшĕнех пулнă пулас… Ак Ярмулайри Федотовсен çемйи урам енчи аслă пÿлĕме апатланма ларать. Сасартăк кил хуçи арăмĕ чÿречерен пăхать те — Праские аллинчен çавăтса хăвăрттăн пÿртрен ертсе тухать, чуптарса тенĕ пек кил хушши хыçнелле илсе кайса пахчари йăрансем хушшине пытарать: «Шăпăрт лар, ан хускал! Унсăрăн сана хура арçын пĕрле йăтса каять!» — тесе пÿрнипе юнаса хăварать. Хăраса ÿкнĕ Праски пăчăртанса ларать те ура айĕнчи кăпшанкăсене сăнама пикенет: «Эсир те такамран хăратăр пулас, йăпăртата-йăпăртатах таçта чупатăр. Сирĕн хушăра та «хура çын» пур-ши вара?» — шеллемеллипех шеллет вăл мĕскĕн те пĕчĕк, çапах та чĕрĕ чунсене. Амăшĕ пахчана тухса хăйне каялла сĕтел хушшине кĕртсе лартиччен вăхăт çав тери нумай иртнĕн туйăнать Праские. Çапла вара ăна тăван ашшĕ курма килнине, тăван тĕпренчĕкне виç сăмах каласа та пулин чунне йăпатасшăн пулнине хĕр пĕрчи ку хутĕнче те пĕлмесĕрех юлать.
Ÿсерехпе те çак пысăках мар хура арçынран хăрама пăрахмасть Праски: Тихон Павлов ятлă чăваш арçынĕ пÿрте кĕрсенех халĕ ĕнтĕ тăван амăшĕ шутланакан На-талия Васильевна хыçне тарса пытанать…
Праские усрава илнĕ çемье ĕçчен те пуян пулнă, кил-йышра никам та ĕçсĕр ларман. Федотовсен çурчĕ пысăк пулнăран кил хуçисем унăн хыçалти пайне прихут шкулне çÿрекен хĕрачасем валли уйăрса панă. Çапла майпа Праски пĕчĕклех хăйсен килĕнчи хĕрачасен класне çÿреме пуçланă, ăна çамрăк учительница мĕнле вĕрентни çав тери кăмăла кайнă, вăл йăлтах-йăлтах астуса юлма тăрăшнă. Хăш-пĕр чух хăйĕнчен аслăраххисем те ăнкарса илеймен ыйтусем çине хаваспах хуравланă. Кун хыççăн кун, çул хыççăн çул иртнĕ: аслисем сиссе те юлайман — вунă çул тултарнă тĕле Праски ялти виçĕ çул вĕренмелли пĕр класлă шкула питĕ ăнăçлă пĕтернĕ.
Ачи çивĕч ăслă та пултаруллă пулнине кура килтисем ăна малтан Пелепейри гимназие яма шутлаççĕ, анчах та Наталия Васильевна хирĕç пулать. Слакпуçĕнче хăйĕн çывăх тăванĕ, «Нарспи» поэма çырнă Константин Васильевич Иванов амăшĕ, пурăннине шута илсе усрав ачине унти икĕ класлă шкула ярсан лайăхрах пулать тет. Çак пĕлÿ çуртне вырăнти священник Иаким Иванов пуçарнипе 1898 çултах уçнă, тепĕр çичĕ çултан унран ятарласа хĕрачасем валли уесри пĕртен-пĕр икĕ класлă шкул туса хунă. Вăл, хысна çуртĕнче вырнаçнăскер, таврари çынсене хăйĕн хăтлăхĕпе илĕртнĕ, кунта учительсем валли хваттерсем, 80-120 çухрăм аякра вырнаçнă ялсенчен килекен хĕрачасем валли пурăнмалли пÿлĕмсем йĕркеленĕ.
Таврари халăха çак шкулта мĕне тата мĕнле вĕрентни уйрăмах килĕшнĕ: хĕрачасем кашни çĕнĕ куна ирхи кĕлĕпе пуçласа каçхи кĕлĕпе вĕçленĕ, вырсарникунсенче тата чиркÿ уявĕсенче сулахайри клиросра юрланă. Сылтăм клиросра тăракан арçын ачасене юрлама кĕвĕ тĕнчине çав тери лайăх туякан, яппун вăрçине хутшăнса унтер-офицера çитнĕ Василий Григорьевич Григорьев вĕрентнĕ. Çак шкулта Сăваплă историпе, катехизиспа, историпе, географипе, физикăпа, арифметикăпа тарăн пĕлÿ илнисĕр пуçне хĕрачасем кулленхи пурнăçра кирлĕ ĕçсене — тĕрлессине, çыхассине, кĕпе çĕлессине — хăнăхса пынă. Иккĕмĕш классене Ĕпхÿре пĕлÿ илнĕ Евдокия Макаровна Григорьева вĕрентнĕ, кĕçĕнреххисене — Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухса учитель ятне илнĕ çамрăк та çав тери кăмăллă Варвара Сидоровна Сидорова. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.