Комментари хушас

22 Юпа, 2018

Ва́рнар районе́нче çĕнĕ вите уçăлчĕ

Ча́ваш Ен Пуçла́хе́ Михаил Игнатьев паян Ва́рнар районе́нче пулче́. Чи малтанах ва́л Ва́рнарти аш-какай комбиначе́н Малтикас Ялта́рари па́ру витине уçма хутша́нче́.

Предприятин генеральна́й директоре́ Николай Аливанов пе́лтерне́ та́ра́х - унта пе́те́мпе 2 пин пуç çамра́к выльа́х вырнаçать. Строительство ĕçĕсене ка́çал ака уйа́хе́нче пуçлана́ та юпа уйа́хе́нче вĕçлене́.  Михаил Игнатьев çака́н пек çĕнĕ те пыса́к ферма́сем кашни районтах уçăлсан аван тесе пала́ртре́. Ку ене́пе Ва́рнарти аш-какай комбиначе́ ыра́ те́сле́х ка́тартнине каларе́: предприяти 2016 çултанпа кашни çулах ферма е вите ха́партса хута ярать. РФ Патшала́х Думин депутаче́ Николай Малов çĕнĕ комплекссем уçни ял çыннисемше́н уйра́мах пе́лтере́шле́ пулнине пала́ртре́. Сумла́ ха́насем хе́рле́ ха́йа́ва касна́ хыççа́н çĕнĕ объекта па́хса çавра́нче́ç.

Паянах Михаил Игнатьев Ва́рнар поселоке́нчи Иванов ураме́нчи 4-ме́ш çуртра капиталла́ юсав ĕçĕсене ме́нле ирттернипе паллашре́. Унта пура́накансене ме́н па́ша́рхантарнине итлере́.

Регион Пуçла́хе́ Ва́рнар район те́п больницинче те пулче́, стационарти хирурги тата терапи уйра́ме́сене, те́прен юсаса çĕнетнĕскерсене, па́хса çавра́нче́. Сиплев учрежденийе́н те́п враче́ Николай Тинюков çак те́ллевпе патшала́х 10 миллион та 800 пин тенке́ уйа́рнине пе́лтерче́. "Медицина ĕçченĕсем те, пациентсем те пите́ ка́ма́лла́", - пе́те́млетре́ ва́л.

www.hypar.ru

Рубрика: