Комментари хушас

Çак кунсенче Шупашкарти «Çĕнĕ вăхăт» типографире чăн чăваш чунлă çыравçăн, пултаруллă йăхташăмăрăн Андриян Григорьевăн (сăн  ÿкерчĕкре) «Хĕл илемĕ», «Зима настала» сăвă кĕнекисем кун çути курчĕç. Андриян Александрович сăввисем вулакана туйăмсен тасалăхĕпе, çут çанталăк илемне кăтартса панипе, тăванлăхăн чĕрĕ тĕввине çивĕч туйса тăнипе вулакана тыткăнлаççĕ. Хăш чухне вăл иртнĕ кунсене аса илсе тунсăхлать, тăван чĕлхе малашлăхĕ пирки шухăша путать. Ку кăларăм-сем — авторăн тăваттăмĕшпе пиллĕкмĕш кĕнекисем.
Чăваш литературинче икĕ чĕлхепе те çыракан поэтсенчен эпĕ Петĕр Хусанкайпа Николай Евстафьева лайăх пĕлеттĕм. Çапах та чи малтан чăваш совет поэзийĕн сăпки умĕнче тăнă Çеçпĕл Мишшине асăнмалла пулĕ.
Çĕнĕ ăрури поэтсенчен çакнашкал йывăр ĕçе вăхăтсăр çĕре кĕнĕ Анатолий Смолин ăнăçлă пурнăçлатчĕ. Пирĕн Ульяновск облаçĕнче икĕ чĕлхене те ăста пĕлекен поэт-тăлмач Петр Ишутов пурччĕ. Шел, вăл та пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. Кун хыççăн талантлă, икĕ чĕлхепе те лайăх çыракан поэтсем курăнсах каймаççĕ.
Тĕрлĕ вăхăтра врач профессине алла илсе вырăс литературинче тарăн йĕр хăварнă авторсем аса килеççĕ тата. Вĕсенчен чи малтан асăнма тивĕçли, паллах, Антон Павлович Чехов. Хăйĕн кĕске ĕмĕрĕнче вăл гениллĕ писатель тата драматург пулса юлма ĕлкĕрнĕ вĕт-ха. Михаил Афанасьевич Булгаков пирки те çакнах каламалла.
Чăвашсенчен ку енĕпе Петр Николаевич Осипов халăх писательне асăнмалла. Драматург, писатель 1916 çултан пуçласа 20 ытла пьеса çырса сцена çине кăларма пултарнă, медицина ăслăлăхĕн кандидачĕн ятне илнĕ, 50 яхăн наука ĕçĕ çырнă.
Кузьма Ильич Пайраш /Садиков/ та литературăри прозаик тата драматург пулса ĕçленĕ, медицинăра Чăваш АССР тава тивĕçлĕ врачĕн ятне тивĕçнĕ.
Чăваш литературинче çак паха традицие паян Андриян Григорьев тăсать. Андриян Александрович Григорьев 1963 çулхи кăрлачăн 27-мĕшĕнче Тутарстанри Нурлат районне кĕрекен Хуралту ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ашшĕ Александр Дмитриевич колхоз ветеринарĕ, амăшĕ Зинаида Егоровна Хуралту шкулĕнче техничка пулса ĕçленĕ. Çемйинче тата Андриянăн шăллĕ пур.
Чăваш халăхĕн чаплă ывăлĕ Андриян Николаев космос паттăрĕ пулса тăнă хыççăн чăваш çыннисенчен нумайăшĕ тин çеç çуралнă ывăлĕсене çав ята хума пуçланă мар-и? Çавсен шутĕнче Андриян ашшĕ — Александр Дмитриевич — та пулнă ĕнтĕ.
Вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн Андриян икĕ çул çар хĕсметĕнче тăнă. Таврăнсан Хусанти медицина институтне вĕренме кĕнĕ. Унтан вĕренсе тухсан Ульяновск облаçĕнче Çĕнĕ Малăклара врач-неврологра вăй хума тытăннă. 1993-1995 çулсенче Хусанти медицина академинче неврологипе ординатурăра вĕреннĕ. Çав вăхăтра Максим Горький музейĕнче иртекен литература пĕрлешĕвĕн ларăвĕсене час-часах хутшăннă.
2002 çулта çемйипе /мăшăрĕ Юля, икĕ ывăл та пĕр хĕр/ Нурлат хулине таврăнать. Çавăнтанпа Нурлат районĕнчи тĕп больницăра ачасен неврологĕ пулса вăй хурать. Вăл Тутарстанри чăваш наци культурин центрĕн, ЧНКЦ Нурлат районĕнчи уйрăмĕн канашĕсен членĕ.
А.Григорьев — сăвăсен виçĕ пуххин авторĕ. Пĕрремĕшĕ — «Ступени» ятпа 1999 çулта, иккĕмĕшĕ — «Чĕре кĕввисем» — 2007 çулта, виççĕмĕшĕ — «Пĕрремĕш юр» — 2013 çулта Димитровград хулинче пичетленсе тухнă. Пĕрремĕшпе иккĕмĕш кĕнекисенче вырăсла çырнă сăвăсем çеç. Виççĕмĕшне вырăсла тата чăвашла çырнă сăвăсем кĕнĕ /чăвашла кăларăмĕнчи ум сăмахĕ манăн/. Унăн тăван чĕлхепе çырнă сăввисем çаплах чăвашла çыракансен ушкăнĕ кăларнă альманахра, Тутарстанри чăваш çыравçисен «Шурăмпуç» журналĕнче пĕрре мар кун çути курнă. Андриян Григорьев врач-поэт çаплах икĕ чĕлхепе те çырать. Чăвашла çырнисем Нурлат районĕ-нчи «Туслăх», Хусанта тухса тăракан «Сувар», Ульяновскри «Канаш» хаçатсенче пичетленеççĕ.
Пирĕн вăхăтра, вак халăхсен чĕлхисем /шел, çав шутрах чăваш чĕлхи те/ чакса пынă тапхăрта, икĕ чĕлхепе те ирĕклĕн калаçма тата çырма пултаракан çыравçăсем те пуррине палăртма питех те кăмăллă. Андриян Григорьевăн чăвашла çырнă сăввисем калăплас тĕлĕшпе те, шухăш тĕшшипе те, ман шутпа, вырăсла çырнисенчен пĕртте кая мар. Вĕсем ансат та чуна çывăх сăнарсем урлă вулакансен чĕринче çĕнĕ çутă туйăмсем çуратаççĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Анатолий ЮМАН, Раççей писателĕсен тата Чăваш Республикинчи Профессионал писательсен союзĕн пайташĕ,
Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.