Комментари хушас

1 Чÿк, 2018

Шкул ачисем те хутшăнĕç

Çитес шăматкун, чÿк уйăхĕн 3-мĕшĕнче, республикăн тĕп хулинчи Маунтинбайк центрĕнче кире спортне кăмăллакансен «Хыпар» хаçат парнисемшĕн 1984 çултанпа иртекен Пĕтĕм Раççейри турнирĕ уçăлать.
Ăмăртăва 20 яхăн регионĕн спортсменĕсем хутшăнаççĕ. Чăваш Енĕн пăхаттирĕсем йышлă пуласси халех паллă. Çакна республика чемпионатĕнче мала тухассишĕн пыракан турнир çивĕчлĕхĕ те лайăх çирĕплетет. Шкул ачисем те хăйсен вăй-халне тĕрĕслесе пăхма кăмăл тунă. Яланхи пекех шур сухалсем те айккинче юлман.
Кире пуканçăсем норматива пурнăçласан «Раççей спорт мастерĕ» ята çĕнсе илĕç. Кăçал 14 çултан аслăраххисен хушшинче пĕрремĕш хут уйрăм ăмăрту ирттерме палăртнă.

www.hypar.ru

Валентин ВАСИЛЬЕВ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.