Комментари хушас

12 Ноября, 2018 | Кун хыççăн кун | çĕр

«Чăваш Республикинчи нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕпе тивĕçтерес» саккун вăя кĕнĕренпе нумай ачаллă 7013 çемье патшалăх пулăшăвĕпе усă курнă. Çакна палăртмалла: вĕсенчен 22-шĕнче сусăр ачасем пурăнаççĕ. Çĕр лаптăкĕллĕ пулнă 4585 çемье çурт-йĕр лартма, 2396-шĕ хушма хуçалăх, 54-шĕ — дача тытма тĕв тунă. 2018 çулта çĕр лаптăкĕсене тÿлевсĕр тивĕçнĕ çемьесен пысăкрах пайĕ Шупашкарта, Канашра, Канаш, Шупашкар, Пăрачкав, Çĕмĕрле, Вăрмар районĕсенче пурăнни паллă.

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем 430 çемьене çĕр лаптăкĕсем çинче çурт-йĕр лартма ирĕк панă, вĕсенчен 264-шĕ строительство ĕçĕсене тытăннă, 50-шĕ çурт-йĕр хăпартнă та. Нумай ачаллă çемьесене хушма пулăшу кÿреççĕ — çĕр лаптăкĕшĕн 3 çул таран çĕр налукĕ тÿлеттермеççĕ.

Ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтерес ĕç малалла пырать.

www.hypar.ru

Вера ШУМИЛОВА.

Исключить из Яндекс-Новостей: