Комментари хушас

14 Чÿк, 2018

Ĕçченлĕх ăруран ăрăва тăсăлать

Пултаруллă, маттур çамрăксем яла юлса фермер хуçалăхĕ йĕркеленишĕн чун савăнать. Ара, уй-хирте хыт хура ешермест, вите выльăх-чĕрлĕхпе тулнă. Çавна май ялăн та малашлăхĕ пур. Шăмăршă районĕнчи Карапай Шăмăршăри Татьянăпа Алексей Ивановсем те хăй вăхăтĕнче ытти çамрăк пекех хулара тĕпленме пултарнă, анчах вĕсем тăван тăрăха суйласа илнĕ.

Ивановсем

Мĕнпе илĕртнĕ çамрăксене тăван ял? Çулсем иртнĕçемĕн яла юлнишĕн пăшăрхану туйăмĕ çуралмасть-и? Шăпах çак ыйтусенчен пуçларăмăр хамăр калаçăва кил хуçипе. «Эпĕ вырăнти вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн пĕлĕве Чăваш патшалăх университетĕнчи машиностроени факультетĕнче малалла тăсрăм. Каярахпа Шупашкарти трактор тăвакан заводра кăштах ĕçлерĕм. Шалăва лапшапа паратчĕç ун чухне. Хваттер туянасси пирки ĕмĕтленме те май çукчĕ. Унсăр пуçне тĕпкĕч пулнăран ялаллах туртăнаттăм. Кун-çулăма çĕр ĕçĕпе çыхăнтарнишĕн пĕрре те пăшăрханмастăп. Атте-анне ватăлса пыни çеç чуна ыраттарать. Ĕмĕрĕпе йывăр ĕçре вăй хунă-скерсем халĕ те пире пулăшаççĕ. Вĕсем ĕçсĕр пĕр самант та пурăнма пултараймаççĕ».
Владимир Алексеевичпа Галина Андреевна Ивановсем — ялта чыслă-сумлă çынсем. Кил хуçи ĕмĕрĕпех водительте тăрăшнă, колхоз председателĕн «сылтăм алли» пулнă тесен те юрать ун пирки. Ара, пуçлăха 30 çула яхăн çăмăл машинăпа турттарнă. «Эпир çывăрнă вăхăтра ĕçе тухса каятчĕ те киле сĕм çĕрле килетчĕ. Аттене килте курмастăмăр. Эпир ăна ÿпкелеместпĕр, унăн ĕçĕ çавнашкал пулнă. Вăл ăста купăсçă та. Юрра-кĕвве юратасси пире унран куçнă. Ялти уявсем пĕри те унсăр иртмен. Пире, виçĕ тĕпренчĕкне, анне ачаранах ĕçе хăнăхтарнă: уй-хирте, йĕтем çинче, фермăра тăрăшнă эпир. Кил тĕрĕшре те ĕçлеттĕмĕр. Çавăнпа та фермер хуçалăхне йĕркелесе яма кăткăс пулмарĕ. Çĕр ĕçĕ пирĕншĕн ют мар. Кукка Петр Петьков вырăнти хуçалăха чылай çул ертсе пынă. Ун чухне колхоз- миллионер пулнă. Икĕ сыпăкри тете Михаил Столяров та каярах çак ĕçре вăй хунă. Çапла, çĕр ĕçĕ пирĕн йăхра ăруран ăрăва тăсăлать тесен те йăнăш мар», — чунне уçрĕ Алексей Владимирович.
Мăшăрĕ Татьяна Георгиевна та Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă. Патăрьел районĕнчи Вăрманхĕрри Шăхаль хĕрĕ пĕр вăхăт Карапай Шăмăршăри вăтам шкулта ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Çамрăксем çемье çавăрнă май 2004 çулта фермер хуçалăхĕ йĕркелеме шут тытнă. Унăн тилхепине Алексей мăшăрне тыттарнă. Паллах, пултарулăхне, хастарлăхне кура ĕнтĕ. Вăр-варскер машинăна та, трактора та çÿретет. Самана саккинчен ÿксе юлмасть. Хут ĕçне ытларах вăл пурнăçлать. Унта-кунта тухса çÿренĕ чухне çăмăл машинине тапратать те çил пек вĕçтерет. Алексей Владимирович та аптăрасах тăмасть: ĕне сума та ÿркенмест. Тĕрĕссипе, «ку — сан ĕç, ку — ман ĕç» тесе пайламаççĕ вĕсем. Хăть хăш ĕçе те юратса пурнăçлаççĕ.
«Ырă улмуççин çимĕçĕ те тутлă», — теççĕ халăхра. Ивановсен ывăлĕ Максим та ашшĕ-амăшĕ пекех маттур. Вăл хальхи вăхăтра Хусанти патшалăх энергетика университетĕнче пĕлÿ илет. Аслисем ачаранах ăна ĕçе хăнăхтарнă. «Хам пекех техникăна юратать вăл, — терĕ ывăлĕ пирки Алексей Иванов. — Пире чылай пулăшать. Çураки, вырма вăхăтĕнче яланах пирĕнпе юнашар. Халĕ те, канмалли кунсенче, инçе çула кĕскетсе киле васкать. Нимĕнле ĕçрен те пăрăнмасть».
Лаша пуласси тихаран паллă. Апла пулсан Ивановсен çĕр ĕçне малалла тăсаканĕ пурришĕн савăнмалла. Ашшĕ-амăшĕн, аслашшĕ-асламăшĕн, кукашшĕ-кукамăшĕн шанчăкне тÿрре кăларатех каччă. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Валентина ПЕТРОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.