Комментари хушас

21 Чÿк, 2018

Регионсен хушшинчи Компетенцисен центрĕн ĕçĕпе паллашрĕç

«Вăтам професси пĕлĕвĕн тытăмне аталантарассипе çыхăннă тĕллевсене тата федераци приоритечĕсене пурнăçлассине тивĕçтересси». Шăпах çак ятпа паян регионсен хушшинчи Компетенцисен центрĕнче — Шупашкарти электромеханика колледжĕнче «çавра сĕтел» иртрĕ.

Унăн ĕçне ЧР вĕрентÿ министрĕ Сергей Кудряшов, регионсен хушшинчи Компетенцисен центрĕн — Шупашкарти электромеханика колледжĕн директорĕ Алексей Судленков, Кадрсем хатĕрлекен наци фончĕн тата федераци МИХĕсен представителĕсем хутшăнчĕç. Мускав журналисчĕсем регионсен хушшинчи Компетенцисен виçĕ центрĕн ĕçĕпе паллашаççĕ: Тутарстанра, Чăваш Республикинче тата Мускав облаçĕнче вырнаçнисеннипе.

Чăваш Енри регионсен хушшинчи Компетенцисен центрне 2016 çулта Шупашкарти электромеханика колледжĕн никĕсĕ çинче туса хунă. Унăн ĕçĕпе «çавра сĕтел» вăхăтĕнче тĕплĕнрех паллаштарчĕç. Вăл вăтам професси пĕлĕвĕн тытăмĕн аталанăвне мĕнле витĕм кÿнине сÿтсе яврĕç.

www.hypar.ru