Комментари хушас

24 Раштав, 2018

Чăваш арчинчи «Арçури»

Хĕвел ансан вăрмана хăрăк турат пуçтарма каякан Хĕветĕр çинчен хайланă балладăна кам пĕлмест пуль. Чăваш халăхĕн ăс-хакăлĕн, историйĕн, культурин арчинче типтерлĕн упранать вăл. Ăна хайлаканĕ — педагог, этнограф-фольклорист Михаил Федоров — çуралнăранпа чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕнче 170 çул çитрĕ. «Арçури» авторĕн ятне илтмен çын çуках. Çав вăхăтрах вăл хăйĕн пĕтĕм пурнăçне халăха çутта кăларас ĕçе халалланине сахалăшĕ кăна пĕлет.

«Пĕчĕк ăста»

Михаил Федорович чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хурапха ялĕнче хысна хресченĕн çемйинче çуралнă. Хурапха вăл вăхăтра чухăн та тĕттĕм ял шутланнă. Культура учрежденийĕсем таврара та пулман. Ялти пĕр çын та çырма та, вулама та пĕлмен. Чăваш хресченĕсем çĕр хĕсĕккипе, тырă час-часах пулманнипе выçăллă-тутăллă, çитменнине патша чиновникĕсенчен хăраса, юмăç-тухатмăшран шикленсе аран-аран пурăнкаланă.
Михаля ачалăхĕ хресчен çемйинче çитĕнекен ытти шăпăрланăннинчен нимĕнпе те уйрăлса тăман. Мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхнă. Çав вăхăтрах çивĕч ăс-тăнĕпе, тавçăрулăхĕпе, чĕлхе пуянлăхĕпе палăрнă вăл. Тем тĕрлĕ вăйă шухăшласа тупма ăстаскер юрăсем шухăшласа кăларнă, юмах калама та, итлеме те кăмăлланă. Ахальтен мар «пĕчĕк ăста» тенĕ ăна ялта.

Шăллĕ вырăнне — шкула

1857 çулта Хурапхаран инçех мар вырнаçнă Шĕнерпуçра пуçламăш шкул уçăлнă. 1864 çулта ăнсăртран вун улттăри Михаля та вĕренме лекет унта. Шкула шăллĕн Сантăрăн каймалла пулнă-ха, анчах кĕçĕнни унта лекесрен хăраса улăм уринче пытанса юлнă. Шкула çÿресси вăй питти каччăн кăмăлне малтанах хуçнă-ха, каярах темĕн те пĕлме ăнтăлаканскершĕн савăнăçа çаврăннă ку. Халиччен пĕлмен тĕнче — ăслăлăх — уçăлнă ун умĕнче. Шкулти йĕркесем тем пек йывăр пулин те вĕренÿ тути-масине часах туйса илет вăл. 1867 çулта лайăх паллăсемпе вĕренсе тухать.
Çав çулах Шĕнерпуçĕнче икĕ класлă училище уçаççĕ. Кунтан та ăнăçлă вĕренсе тухать вăл. Хыççăн ăна Самарти учительсен семинарине вĕренме яраççĕ. Вырăс литературине нумай вулать кунта. Учительсен семинаринчен вĕренсе тухсан 1873 çулта Михаил Федорович Шĕнерпуçне таврăнать. Халĕ ĕнтĕ вăл хăй — учитель. Çамрăк вĕрентекен кĕске хушăрах пултарулăхне кăтартма ĕлкĕрет. Часах хисеплеме тытăнаççĕ ăна: шкулта вăл вĕрентÿ ĕçне лайăхлатас, унти йĕркесене ачасемшĕн юрăхлăрах, çăмăлрах тăвас тесе тăрăшать, ял çинче те халăха çутта кăларас тĕлĕшпе пайтах ĕçлет.

Федоровпа Магницкий

Михаил Федоров Шĕнерпуçĕнче пилĕк çул ĕçлесе пурăнать. Çак вăхăтра вăл Василий Магницкипе паллашать. Чăваш таврашĕнче çуралса ÿснĕскер, Хусанти уни-верситетран вĕренсе тухнăскер, Атăл тăрăхĕнче пурăнакан вырăс мар халăхсен культурипе йăлисене лайăх пĕлекен этнограф пулнă вăл. Вырăс мар халăхсем çинчен, пуринчен ытла чăваш халăхĕ çинчен, çырнă статьясенче Магницкий нимĕнле правасăр пурăнакан халăхсене хÿтĕленĕ.
Михаил Федоров, хастар чун-чĕреллĕ çын, хăйĕн шкулти тата ялти пĕчĕк ĕçĕсемпе çырлахма пултарайман. Вăл тăван халăхĕшĕн усăллă çын пуласси, культурăна ÿстересси çинчен шухăшланă. Анчах ĕмĕтсене пурнăçлас тесен мĕнрен тытăнмаллине чухласах илеймен-ха вăл. Ку тĕлĕшпе ăна Магницкий пулăшнă.
Икĕ тус суйласа илнĕ ĕç — литература. Ун урлă кăна хăйсен çутă ĕмĕчĕсемпе шухăшĕсене халăх хушшине сарма май пулать тесе шухăшланă вĕсем. Василий Кон-стантинович пулăшнипе 1876 çулта Михаил Федорович «Предания чуваш Бичуринского прихода, Чебоксарского уезда, и способы лечения у них болезней» малтанхи статйине çырать. Вăл «Известия по Казанской епархии» журналта Магницкий комментарийĕсемпе пичетленет.
Кун хыççăн Михаля татах та нумай статья çырать. Анчах вĕсенче ун чухнехи асаплă, тертлĕ шăпапа ниепле те килĕшме май çук, халăхăн пĕтĕм пурнăçне лайăхлат-малла тенĕ шухăшсем уççăн палăрса тăнине пула, вĕсем кун çути кураймаççĕ.
1877-78 çулсенче Михаил Федоров халăх юрри- сăввине, такмакне, халап-юмахне пухас тата сăнас- тĕпчес тĕлĕшпе нумай ĕçлет. Çав çулсенчех вăл Чĕмпĕрте тухнă чăвашла кĕнекесене тĕплĕн вуласа пырать, вĕсемпе ачасене вĕрентес ĕçре усă курать.

Вĕрентекен

1878 çулхи кăрлач уйăхĕнче Федоров Хусанти учительсен институчĕ çумĕнчи педагогика курсне вĕренме каять. Ăна унта вольнослушатель пулса вĕренме илеççĕ. Йывăра килет ăна — пурăнмалăх çăкăра тĕрлĕ çĕрте тар юхтарса тупма тивет. Вĕреннĕ хушăрах çĕвĕç патĕнче ĕçлесе пурăнать вăл. Çапах та çулталăкран экзаменсене ăнăçлă парать. Хулари виçĕ класлă училищĕре вăй хума пултаракан учитель ятне тивĕçет.
Кĕркуннеччен, ниçта та вырăн пулман пирки, Федоров Хурапха ялĕнче пурăнать. Хăйĕн паллă произведенине — «Арçури» балладăна — шăпах çак вăхăтра çырнă тесе палăртаççĕ.
1879 çулта кĕркунне Михаил Федоровича Шупашкарти виçĕ класлă училищĕне ĕçе илеççĕ. Çав хушăрах уесри училищĕсен канашĕн членне суйлаççĕ. Çавна май шкул-сене тĕрĕслесе час-часах ялсем тăрăх çÿрет вăл. Федоров ял çыннине çутта кăларас, тĕттĕм халăхăн «куçне уçас» тĕлĕшпе вĕрентекенсем пысăк вăй пулса тăмал-лине лайăх ăнланнă. Анчах унăн «ытлашши демократизмĕ» ертÿçĕсене килĕшмен кăна мар — вĕчĕрхентернĕ те. Улпутсемпе пуянсен çемйисенчен тухнă учительсем, ертÿçĕре тăраканскерсем, хастар чĕреллĕ, кирек ăçта çитсе, кирек кампа калаçакан, халăх интересĕсене хÿтĕлекен Михаляна курайми пулаççĕ. Çавăнпах 1881 çулта уесри училищĕсен канашĕнчен кăлараççĕ.
Михаил Федоровичăн шкул ĕçĕнчи ăсталăхне уесри учительсем лайăх пĕлнĕ, ырланă. Вăл час-часах вĕрентекенсем валли лекцисем вуланă, методика кăтартăвĕсем панă. Михаил Федоров, ун чухнехи нумай учитель пекех, универсаллă педагог пулнă. Шкулти пур дисциплинăна лайăх пĕлсе тăнă, ачасене пысăк ăсталăхпа вĕрентнĕ. Çапах чĕлхепе литературăна ытларах юратнă. Çырас кăмăлĕ çав тери вăйлă пулин те, пурнăçри йывăр лару-тăру пирки, ĕмĕчĕсене пурнăçлайман.
1891 çулхи кĕркунне Федорова Йошкар-Олана /ун чухне Царевококшайск/ икĕ класлă училищĕне куçараççĕ. Çĕнĕ вырăнта та ĕçе вăй-халпа парăнса туса пырать. Об-щество ĕçĕ те çаплах малта тăрать уншăн. Вăл мари ялĕсенчи пуçламăш шкулсем валли учительсем хатĕрлет. Çав çулсенче Хусан университечĕ çумĕнчи археологи, истори тата этнографи обществин член-корреспонденчĕ пулнă вăл.
1893 çулхи çулла Федоров пуçламăш шкулта вĕрентекен учительсен курсне лекци вулама чĕннипе кĕске вăхăта Шупашкара килсе каять. Хăйпе пĕрле вăл «Арçури» балладине илсе килет. Пушă вăхăтсенче ăна çамрăк вĕрентекенсене вуласа парать. Нумайăшĕ хайлава çыра- çыра илнĕ. Шăпах çапла майпа баллада халăх хушшинче анлă сарăлнă та.
1903 çулта Царевококшайскри икĕ класлă училищĕрен виçĕ класли туса хураççĕ. Федорова вĕрентекен- инспектор тивĕçне шанаççĕ. Анчах ку вырăнта нумай ĕçлеймест вăл...

Выçăллă-тутăллă пурнăç

Çакна та палăртмалла: Михаил Федоров чăваш хушшинче паллă учитель пулнă, пысăк вырăнсенче ĕçленĕ пулин те пурнăçĕ унăн çав тери йывăр килнĕ. Çамрăк чухне мĕнле те пулин вĕренесчĕ тесе выçăллă-тутăллă пурăнма тивнĕ. Вĕренсе тухса ĕçлеме пуçласан та пурнăçĕ лайăхланайман унăн. Кун çумне пысăк шухăшсем хут-шăннă, ĕмĕтсене пурнăçлама май çукки чунне кăшланă.
Истори ăслăлăхĕсен докторĕ Василий Димитриев профессор 1956 çулта В.Ленин ячĕллĕ патшалăх библиотекин архивĕнчи ал çырусен пайĕнче Иван Яковлев архивне тĕпченĕ май çакăн пек çыру ÿкерсе илнĕ. Михаил Федорович Иван Яковлевич патне 1901 çулхи чÿкĕн 22-мĕшĕнче янăскерĕн пĕлтерĕшĕ пысăк.
«Сиртен тархасласа ыйтмашкăн хăйнăшăн, чăннипе каласан, Хусан вĕренÿ округĕн управляющийĕ умĕнче маншăн хута кĕрсе сăмах калама тилмĕрнĕшĕн каçарсамăр мана. Эсир пĕлетĕр ĕнтĕ — учитель должноçĕнче эпĕ тахçанах, 1873 çулхи авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнчен тытăнсах, ĕçлетĕп, анчах хĕсметре малалла кайма пултараймарăм. Хамăн именчĕклĕхе пула кунашкал ыйтупа нихçан та, никама та чăрмантарман эпĕ. Халĕ вара, 8 ача хам çинче шутланнă тата шалу сахал илсе тăнă май, çав тери пысăк йывăрлăх тÿсетĕп, кирек мĕн тума та хатĕр. Ачасене пăхса ÿстермешкĕн пулăшу т.ыт.те ыйтса хамăн пуçлăхсем патне пайтах çыртăм, çапах пурте усăсăрах пулчĕ. Халĕ, хисеплĕрен те хисеплĕ Иван Яковлевич, Эсир пулăшнипе мана халăх училищисен инспекторне уйăрса лартмашкăн ыйтма хăюлăх çитертĕм. Паллах, çакна пĕлсе тăратăр Эсир: Хусан кĕпĕрнинче инспекторăн икĕ вырăнĕ хушăнать — пĕри Царевококшайск уесĕнче. «Çыннине кура çĕлĕкĕ» тенешкел, малтанлăха эпĕ çав вырăна йышăнма пултарăттăм, каярах, вăхăт иртнĕçем, Чăваш Ене куçăттăм. Эсир ертсе пынипе, хамăн тăван халăхăма валли усăллă ĕç тăвăттăм, ку вара маншăн çĕр çинчи кирек мĕнле парнерен те хаклăрах пулĕччĕ ‹…›. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Татьяна НАУМОВА хатĕрленĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.