Комментари хушас

25 Раштав, 2018

Янтура хĕрлĕ автан алхаснă

Вăрă хыççăн пÿрт юлать, анчах пушар веçех тĕп тăвать, кĕл кăна хăварать. Шупашкар районĕнчи Янту ялĕнчи Любимовсен çемйине пысăк хуйхă килсе тухнă: вĕсем кил-çуртсăр тăрса юлнă. Инкек раштавăн 23-мĕшĕнче пулса иртнĕ.

Пурăнмалли çурт-йĕрпе пĕрлех хуралтăсем те кĕле çаврăннă. Пиллĕкĕн пурăннă пÿртре сĕтел-пукан та, тумтир те юлман. Инкек тÿснисене кÿршисем пулăшнă, урамра тăрса юлнăскерсене килне кĕртнĕ. Любимовсен выльăх-чĕрлĕхрен ĕнене çеç илсе тухма май пулнă.

Тăванĕсем, ял-йыш çав каçах инкеке лекнĕ çемье валли чылай тумтир кÿрсе панă. Пулăшас текенсен çак номерпе шăнкăравлама май пур: 79033794437.

www.hypar.ru

Елена ЛУКИНА. Мария ДЕНИСОВА архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.