Комментари хушас

27 Раштав, 2018

«Хама хÿтĕлеме пĕлетĕп»

Ольга КОНДРАТЬЕВА юрăçра, туршăн та, чăваш хĕрĕн мĕн пур илемĕ пуль. Тин çеç пиçсе çитнĕ çĕмĕрт куçĕ, тăпăл-тăпăл кĕлетки, шăнкăртатса юхакан çăл куç пек илĕртÿллĕ кулли, çут çанталăк панă янкăс та уçă сасси... мана çеç мар, чăваш юрри-кăввине юратса хаклакансене те килĕшеççĕ. Вăл юлашки çулсенче сцена çинче час-часах курăнманни вара чылайăшне пăшăрхантарать.

Ашшĕ-амăшне каламасăр

Ольга, ăçта çухалса çÿретĕн? Профессине улăштармарăн пулĕ те?
— Мĕн эсир, эпĕ сцена çинчен пачах та çухалман. Эпĕ анне пулса тăтăм çеç. Халĕ тĕпренчĕкĕме ура çине тăратас тесе мĕн пур вăй- халăмпа тăрăшатăп. Пĕчĕк хĕрĕме Кристина ят хутăм. Раштав уйăхĕн пуçламăшĕнче вăл 4 çул тултарчĕ. Хам вара май пур таран тĕрлĕ уявсене хутшăнатăп. Эпĕ Çĕнĕ Шупашкар хулинче кун çути курнă, кунта 35 çул тымар ярса пурăнатăп. Ытларах эпĕ юрланине Çĕнĕ Шупашкарта иртекен уявсенче курма пулать. Ачапа иксĕмĕр çеç пурăннăран гастрольсене тухса çÿреме йывăртарах. Пĕчĕкскере хамран чылайлăха уйăрас килмест.
Килес çул — сан çулу. Гороскоппа эсĕ — Сысна. Ун çулĕнче çуралнисем май пур таран çынна пулăшаççĕ, чун илемĕпе пайлашаççĕ имĕш. Анчах пĕр-пĕр кун «сыснана» хăйне пусса çиеççĕ. Çак пулăмран хăрамастăн-и эсĕ?
— Пачах та! Ман пирки çынсем сăпайлă та ачаш чунлă теççĕ пулсан та эпĕ хама вăйлă хĕрарăмсен шутне кĕртетĕп. Черченкĕ мар, хама хÿтĕлеме пĕлетĕп.
Сцена çинче хăвна тытма пĕлни, хитре юрлани чуна выртать. Ачаран хатĕрленни сисĕнет...
— Шкул çулĕсенче 8 çул Çĕнĕ Шупашкарти музыка шкулĕнче юрлас енĕпе ăсталăха туптарăм. ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ăста педагог, эстрада студийĕн ертÿçи Ольга Малеева патĕнче чылай вăрттăнлăха ăса хыврăм. 9-мĕш класс хыççăн вара Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищине çул тытрăм. Малтанласа аттепе аннене пĕлтермерĕм, вĕренме кĕреймесен хурлантарас мар терĕм. Пултарулăх енĕпе экзамен ăнăçлă тытнă хыççăн тин савăнăçлă хыпара вĕсене каларăм. Хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухни мана кайран И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн искусствăсен факультечĕн студентки пулса тăма пулăшрĕ.

Итальян чĕлхипе те юрлать

— Пурнăçунти чи çутă та ĕлккен самантсене аса илер-и?
— Шкул çулĕсем атте-анне çуначĕ айĕнче иртрĕç. Эстрада студине çÿренĕ чухне тĕрлĕ хулара иртекен конкурссене хутшăнтăм. Мускавра, Аслă Новгородра, Санкт-Петербургра икĕ хутчен пулса куртăм. Виçĕ хĕрачаран тăракан ушкăнччĕ пирĕн. Аслă Новгородра иртнĕ юрă конкурсĕнче 2-мĕш вырăн йышăнса Италие кайма путевка çĕнсе илтĕмĕр. Анчах та кайса кураймарăмăр. Унта çитме билет хамăрăн туянмаллаччĕ. Эпĕ спонсор тупайрăм-ха, икĕ тусăма вара ку енĕпе ăнмарĕ. Аттепе анне мана инçе çула пĕччен кăларса ямарĕç.
Чуну питĕ хурланчĕ пуль?
— Мĕн тăвас тен, пурнăçра веçех эпир ĕмĕтленнĕ пек пулмасть çав. Итали паян маншăн ют мар. Каярах, аслă пĕлÿ илнĕ чух, çак халăхăн чĕлхине тăрăшсах вĕрентĕм. Чылай юрра итали чĕлхипе юрлама хăнăхрăм. Итали – опера юрăçисен çĕршывĕ. Вĕсен культури тĕнчене витĕм кÿрет.
Интернет тĕнчин серепине лекнĕ чылай ача чăн-чăн туслăха хаклама пĕлмест! Тантăшусем-пе пĕр чĕлхе тупма пĕлеттĕн-и?
— Пирĕн ачалăхра интернет пулман. Эпир урамра уçăлса çÿренĕ, пĕр-пĕрин патне хăнана кайнă, ас-фальт çинче пурăпа тăваткалсем ÿкерсе хăрах урапа та, кантрапа та сикнĕ. Пирĕн ачалăх хавас иртнĕ.
Хыçра таврăнми çулсем. Паян чăн туслăха епле хаклатăн?
— Эпĕ чăн-чăн тус пулма пĕлетĕп. Никама та ăмсанмастăп, кĕвĕçсе чунне ыраттармастăп. Тусăн кашни çитĕнĕвĕшĕн савăнма пултаратăп. Кĕвĕçÿ — этемĕн чи япăх енĕ. Шăп та лăп этемĕн чылай чирĕ кĕвĕçÿпе тата ăмсанупа тачă çыхăннă та! Чуна хылчăкпа вараламалла мар. Эп Турра ĕненетĕп, вăл веçех курса, пĕлсе, туйса тăрать. Вăхăт çитсен кашни пулăма хăй вырăнне лартатех. Пĕтĕмлетсе çакна калам: ачалăхри туслăх ÿссе çитнинчен самаях уйрăлса тăрать. Ача чухне тĕнче çине ĕмĕтпе, ĕненÿпе, шанăçпа тинкеретпĕр. Ыттисемпе нимĕн пайламалли те çук пек туйăнать. Пурнăç çулĕ çине хамăр тĕллĕн тăрсан вара ĕç, укçа, влаç, пуçлăх пулас килни пĕрремĕш вырăна тухаççĕ. Ку вара çынсене вăрçăнтарать.

Магнитофон туянма кайсан

Питĕ паллă артистсем те сцена çине тухас умĕн пăлханаççĕ... Чаршав хыçĕнче тăнă чух сана еплерех туйăмсем тыткăнлаççĕ?
— Ача чухнех сцена мана хумхантарнă, халĕ те пăлхану туйăмĕ иртмест. Ку – йĕркеллĕ пулăм. Эпĕ — чĕрĕ çын-çке! Анне паян эпĕ ача чух юрăç пулма ĕмĕтленнине аса илсе култарать. Вăл аттепе магнитофон туянма кайнă. Эпĕ те, 3 çултискер, пĕрле пулнă. Вĕсем тавар суйланă хушăра эпĕ лавккана янраттарса хавассăн юрланă имĕш. «Ку хĕрачаран паллă юрăç пулатех», — витĕр курса тăнăн каланă сутуçă.
Чылай хула ачи çуллахи каникула ялта ирттерет. Эсĕ вара?
— Кукаçи тĕрлĕ ĕçре вăй хунă, çав шутра комбайнерта та. Кукамай шкулта вырăс чĕлхипе лите-ратури вĕрентнĕ. Мăшăрне апат çитерме кайнă чух эпĕ те кукамайпа хире утаттăм. Çула май чечек-сем пуçтараттăм. Чи хитрине микрофон пек тытса юрланă иккен. Тĕлĕнмелле те, куç умĕнче ÿсекен хĕрĕме манăн пачах та артист çулĕпе уттарас килмест...
Ак тата! Мĕншĕн-ши?
— Çемьере пĕр артист çителĕклĕ. Ман ăна пурнăçпа тачă çыхăннă професси суйлаттарас килет. Сăмахран, тухтăр.
Мана эсĕ хăвăн професси пирки çапла калани анратсах ячĕ. Юрăçсем çынна савăнăç парнелеççĕ-çке! Мĕн тери паха та кирлĕ ĕç тăваççĕ вĕсем!
— Юрăсăр пурнăç çуккине питĕ аван ăнланатăп. Çавна пулах çак ĕçе суйларăм та! Анчах та ĕçĕ ытла та канăçсăр-çке! Кукамăшĕ пек медик пуласшăн хĕрĕм. Ку шухăш мана та килĕшет. Анне — аслă медсестра, атте — РФ тава тивĕçлĕ вĕрентÿ ĕçченĕ. Вăл шкулта физкультура вĕрентет, кунсăр пуçне баскетбол енĕпе — тренер. Иккĕшĕ те сывă пурнăç йĕркине пăхăнаççĕ. Ача çуратиччен эпĕ килтен аякра эрнешер, уйăхшар гастрольсенче çÿренĕ. Анне ята тивĕçнĕ хыççăн шухăш-кăмăла улăштартăм. Хĕрарăмăн çемье вучахне упрамалла. Кил ăшшине нимле хăна çурчĕ те улăштараймасть.
Енчен те хĕрÿ, хăв пекех, сана пĕлтермесĕр сценăна суйласан мĕн тăвăн?
— Вăрçăнмăп. Чармăп. Ăна ăнланма тăрăшăп.

«Çăлтăрсен фабрики» çул уçнă

Юрăсене епле суйлатăн?
— Эпĕ юрлакан пур юрă та ман кун-çулпа тачă çыхăннă. Юрлама сĕннĕ кĕвĕпе сăвва пăхса тухнă хыççăн сĕтел сунтăхне пытаратăп та... вăхăтлăха алла тытмастăп. Шухăшласа çÿретĕп. Чуна вырнаçтаратăп. Ман чунра та тепĕр чух кĕвĕ çуралать. Хамах сăвă йĕркисене те çыратăп. Сăвăра шухăш пулмалла, унсăрăн юрă çын чунне витереймест. Хĕрĕм кун çути курнă хыççăн «Сăпка юрри» шăрантарма пуçларăм. Владимир Рыбкин сăвăçпа Александр Павлов композитор эпĕ мĕн калас тенине тÿрех ăнланчĕç. Манăн туйăмсене юрра хыврĕç.
Репертуару пуян-и?
— Кĕтмен ыйту патăр. Ятарласа миçе юрă шăрантарнине нихăçан та шутламан. Дуэтсене аса илем- ха: Александр Васильевпа — 6, Стас Владимировпа — 2, Марта Зайцевăпа 2 юрă çыртăмăр. Ыт-тисене пĕччен юрлатăп. Акă 30-а яхăн шутласа кăлартăм. «Сан ятупа», «Чĕреçĕм юрлĕ», «Ахальтен мар чĕре çунмарĕ» сиди тата курма дисксем кăлартăм.
Чăваш эстрада сцени çине епле майпа лекейрĕн?
— Игорь Аркадьев ирттерекен «Çăлтăрсен фабрики» конкурса 2003 çулта хутшăнтăм. Çĕнтерÿçĕсен йышне кĕме тивĕçрĕм. Жюрире Александр Васильев юрăç та пурччĕ. Конкурс хыççăн пырса калаçрĕ, хăйпе пĕрле ĕçлеме чĕнчĕ. Ман валли ятарласа юрăсем суйлама пулăшрĕ. 10 çул унпа çума-çумăн сцена çинче юрларăм. Унтан Вячеслав Христофоров хăй ертсе пыракан «Янра, юрă» ушкăнне чĕнчĕ. Халь ак 8 çул çак чаплă ушкăнпа пĕрле тĕрлĕ юрă шăрантаратăп. Чăвашсем тĕпленнĕ кашни тăрăхрах пире ыталаса та ыр сунса кĕтсе илеççĕ. Маншăн Вячеслав Христофоров — чăн-чăн ертÿçĕ идеалĕ. Ушкăнри Марта Зайцева юрăçпа та çывăхлантăм. Вăл — ман хĕрĕн хĕреснамăшĕ. Эпир çемьесемпе туслă. Пĕр-пĕрин патне хăнана çÿретпĕр.
Чăваш юррине юрлатăн пулсан чăваш чĕлхине те, тăван халăхăн йăли-йĕркине те хисеплени пачах иккĕлентермест.
— Ачаран ик чĕлхепе пуплесе ÿсрĕм. Хулара пурăнсан та чăвашла аванах калаçатăп. Паянхи кунччен ĕмĕрсен хушшинче чăваш халăхĕ культура арчине мĕнле тупра пухнă, çав пуянлăха пуласлăх валли упраса хăварассишĕн ĕçлетĕп. Аттепе анне — Елчĕксем. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Альбина ЮРАТУ калаçнă.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.