Комментари хушас

Кăрлач уйăхĕнчи пенсисене Çĕнĕ çулхи каникулсене шута илсе маларах парĕç.
РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх — кăрлачăн 5-15-мĕшĕсенче памалли пенси тÿлевне Перекет, ытти банка раштавăн 28-мĕшĕнче куçараççĕ. Пенсионерсен счечĕсем çине укçа тепĕр кунран кая юлмасăр çитмелле. Почта уйрăмĕсем кăрлачăн 5-мĕшĕнче памалли пенсие — 4-мĕшĕнче, 6-мĕшпе 7-мĕшĕнчисене — 5-мĕшĕнче, кăрлачăн 8-мĕшĕнчен пуçласа яланхи графикпа халăх патне çитерĕç.
Хальхи вăхăтра Чăваш Енре пурăнакан пенсионерсен 68 проценчĕн пенсийĕ банк карттисем çине куçать. Ыттисем почтальонсем тата Шупашкар районĕнче ĕçлекен альтернативлă служба ĕçченĕсем урлă илеççĕ.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА хатĕрленĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.