Комментари хушас

Чĕлхеҫӗсене халалланă ҫавра сӗтел иртнӗ

Н.П. Петров, А.С. Канюкова тата М.Р. Федотов чĕлхеҫӗсене халалланă ҫавра сӗтел иртнӗ. Кун пирки Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ пĕлтерет

Нарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче «Чăваш чĕлхин тĕпчевçисем тата вĕсен ăслăлăх эткерлĕхĕ» çавра сĕтел иртрӗ. Ăна Н.П. Петров профессорăн 90 çулне, А.С. Канюковăн 100 çулне тата М.Р. Федотовăн 100 çулне халалланă. Ĕçлĕ калаçăва Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕпе Чӑваш Республикин наци библиотеки йӗркеленӗ.

Ҫавра сӗтеле Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ Геннадий Дегтярёв ертсе пычӗ. Асăннă тӗпчевҫӗсен пултарулӑхӗн курăмлă енĕсемпе, сумлă ĕçĕсемпе паллаштарчĕ. Н.П. Петров профессор – пысăк калăпăшлă «Чăвашла-вырăсла словарьпе» (1961) «Вырăсла‑чăвашла словарĕн» (1971) редакторĕсенчен пĕри тата «Чувашский язык в советскую эпоху», «Чувашская терминология», «Техника терминĕсен вырăсла-чăвашла словарĕ», «Нормализация чувашского литературного языка» кĕнекесен авторĕ. А.С. Канюкова доцент чăваш чĕлхе пĕлĕвĕн историне «Чувашская диалектология» тата «Чăвашла тĕрĕс калаçар» монографийĕсемпе кĕрсе юлнă. М.Р. Федотов профессорăн тĕпчевĕсен йышĕнче «Чувашско-марийские языковые взаимосвязи», «Этимологический словарь чувашского языка» (2 томпа), «Словарь чувашских нехристианских имен» тата виçĕ пайлă «Чувашский язык в семье алтайских языков» (1980, 1983, 1986),  «Исследователи чувашского языка» кĕнекесем палăрса тăраççĕ.

Чăваш Республикин наци библиотекин наци литературипе библиографи пайӗн пуçлăхĕ Галина Соловьева Н.П. Петровăн, А.С. Канюковăн тата М.Р. Федотовăн  тĕп ĕçӗсем наци библиотекинче типтерлĕн упраннине, вулакансем вӗсемпе час-часах усӑ курнине палăртрӗ. Наци библиотеки йӗркелесе пыракан Электронлӑ библиотекӑра та çав тӗпчевҫӗсен ӗҫӗсем пур. Уйрăм кӑларӑмсен, статьясен тулли тексчӗсемпе пурте паллашма пултараççӗ. Авторсен çывăх тӑванӗсемпе килӗшӳ туса библиотека ҫак ӗҫе малалла та туса пыма палӑртать.

М.Р. Федотов тата А.С. Канюкова пурнӑҫӗнчи паллӑ самантсемпе Владимир Иванов профессор паллаштарчӗ. Филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Николай Егоров М.Р. Федотов «тӗнче шайӗнчи чи пысӑк тюркологсенчен пӗри» пулнине уçса пачӗ. Вăл çавăн пекех   А.С. Канюкова студентсене пысăк ăсталăхпа вӗрентнине, ҫамрӑк тӗпчевҫӗсене пулӑшнине палӑртрӗ.

Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Атнер Хусанкай М.Р. Федотовăн хăш-пĕр  тӗпчев ӗҫӗсем ҫинчен каласа пачӗ, «Чӑваш чӗлхин этимологи словарӗн» пĕлтерĕшне ăнлантарчӗ.

М.Р. Федотов эткерне халӑх патне ҫитерес ӗҫ-хĕлпе тӗпчевҫӗ тӑванӗ, философи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Владимир Терентьев паллаштарчӗ, профессор ҫыравҫӑсемпе туслӑ пулнине палӑртрӗ.

И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн кафедра пуçлăхĕ Алина Ахвандерова виҫӗ тĕпчевҫӗ те (Н.П. Петров, А.С. Канюкова тата М.Р. Федотов) хăй вăхăтĕнче педуниверситет ӗҫченĕсем пулни пирки каларĕ. Аслă шкулта вӗсен пуян эткерӗпе анлӑн усӑ кураççĕ, ӗҫӗ-хӗлне малалла тӑсма майсем тупма тăрăшаççӗ.

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ертсе пыракан ăслăлăх ĕçтешĕ Алевтина  Долгова  вара Н.И. Егоров тата М.Р. Федотов ĕçĕсен кӑтартмăшӗсене хатӗрлени ҫинчен каласа пачӗ.

Ҫавра сӗтеле хутшӑннӑ вӗрентекенсем, журналистсем, библиотека ӗҫченӗсем, студентсем асӑннӑ тӗпчевҫӗсен нумай енлӗ пултарулăхĕпе кăсăкланса паллашрĕç, вӗсен ӗҫне малалла тӑсмаллине палӑртрӗҫ.

Хыпара çакăнтан илнĕ: Наци библиотеки: Н.П. Петров, А.С. Канюкова тата М.Р. Федотов чĕлхеҫӗсене халалланă ҫавра сӗтел иртрӗ

Сăн ÿкерчĕкĕ Николай Плотниковăн.

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.