Комментари хушас

20 Пуш, 2019

Тетте № 3 (295), 2019 çул

ÇĔНĔ НОМЕРТЕ:

МАНĂН ТĂВАН ÇĔРШЫВ. Улатăр районĕн гербĕнчи ухă йĕппиллĕ колчансем мĕне пĕлтереççĕ?
ХАВАСЛĂ УРОКРА "л" сас паллине илемлĕ çырма хăнăхатпăр.
СĂВĂЛЛĂ АЗБУКА вара "ÿ" (ÿхĕ), "ф" (футбол), "х" (хăмла), "ц" (циркуль) сас паллисене сăвăласа вĕренме пулăшать.
"ТЕТТЕ" КĔНЕКИНЧЕ - грузин тата вырăс халăх юмахĕсем.
"ТЕТТЕ" ВĔРЕНТЕТ. Хурт-кăпшанкă ячĕсем чăвашла, вырăсла тата акăлчанла.
ЧĂВАШ ЕНĔН ХĔРЛĔ КĔНЕКИ. Сăвăр (сурок) икĕ йăвапа мĕн тăвать? Мĕнлерех чечек-ши антăс (девясил)?
АСРА ТЫТĂР! Электричество пурнăçшăн хăрушă.
ĂСТА АЛĂ. Чăваш арçын ачине тумлантаратпăр. Енота касса кăларса çилĕмпе çыпăçтаратпăр.
ŸКЕРЧĔКЛĔ ЮМАХ. Чĕрĕп тата пăру.
"ПИРĔН ТУСЛĂ КЛАСС" + "ПИРĔН ТУСЛĂ УШКĂН": Шупашкар районĕнчи Кÿкеçри ача сачĕ, Шупашкарти 24-мĕш шкул, Канашри 9-мĕш ача сачĕ, Шупашкарти 41-мĕш шкул, Елчĕк районĕнчи Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕ, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шĕнерпуç.
"ЯЛАНАХ "ТЕТТЕПЕ" ПĔРЛЕ": Шупашкарти 19-мĕш шкул, Надя Прокопьева (Элĕк районĕ, Йăлкăш), Костя Семеновпа Костя Егоров (Элĕк районĕ, Юнтапа), Таня Физер (Вăрнар районĕнчи Вăрнарти 2-мĕш шкул), Олеся Смирновăпа Ярослава Козлова (Елчĕк районĕ, Çирĕклĕ Шăхаль), Никита Герасимовпа Вика Краснова (Шупашкарти 6-мĕш шкул), Саша Тимофеев (Шупашкарти 41-мĕш шкул).
ХАВАСЛĂ КĂРАНТАШ рубрикăра яланхи пекех тĕрлĕ шкулти ачасен ÿкерчĕкĕсем вырăн тупрĕç.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.