Комментари хушас

8 Ака, 2019

«Ун çинчен ыррине нумай калама пулать»: паян Леонид Прокопьева аса илчĕç

«Ун çинчен ыррине çав тери нумай калама пулать. Ырă, лăпкă, сăпайлă çынччĕ вăл. Сăпайлă пулнипе çав тери илемлĕччĕ. Чăн-чăн аристократчĕ», — сăмах калакансенчен кашниех çакăн пек аса илчĕ ăна. Сăмахăм паллă политика тата парти ĕçченĕ, 1975-1989 çулсенче Чăваш АССРĕн Министрсен Совечĕн председателĕ пулнă Леонид Прокопьев çинчен.

Паян Чăваш наци библиотекинче Леонид Прокопьевича ĕçтешĕсемпе юлташĕсем аса илчĕç. Мероприятие политика ĕченĕ çуралнăранпа 85 çул çитнĕ май йĕркеленĕ. Красноармейски районĕнчи Янмурçин ялĕнче çуралса ÿснĕ чăваш ачи тăван халăхшăн, республикăшăн, уйрăмах Шупашкар хулине аталантарассишĕн, çĕклессишĕн нумай тăрăшнă. Ун вăхăтĕнче нумай-нумай обьекта хута янă. Халăха итлеме тата ăнланма пĕлнĕ ертÿçĕ /ĕçтешĕсем шăпах çапла палăртрĕç - Авт./ тăрăшнипе сиплев учрежденийĕсем, шкулсем, йăла çурчĕсем, ача сачĕсем ÿссе ларнă. Леонид Прокопьев пуçарулăхĕпе хастарлăхĕшĕн Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, Халăхсен Туслăхĕ, «Хисеп Палли» орденсемпе медальсене тивĕçнĕ. Пур сферăпа та интересленнĕ-мĕн ун чухне правительство ертÿçисем. Правительство членĕсем пурте театрсене çÿренĕ. Леонид Прокопьев хăй вăхăтĕнче Оперăпа балет театрне тутарнă, вăл çĕршывра чи чапли, чи палли пултăрччĕ тесе ĕмĕтленнĕ. Люстрисене — Арменире, çемçе пуканĕсене Таллинра туяннă, театра шурă мраморпа капăрлатнă…

«Тăван ялĕнче, Янмурçинсем те ăна асрах тытаççĕ, унпа мăнаçланаççĕ. Вăл çуралса ÿснĕ пÿрт вырăнĕче экспонатсем пухса çурт-музей çĕклеме палăртатпăр. Тĕрлĕ йывăç лартса Прокопьев скверне тума ĕмĕтленетпĕр. Пирĕн кун пек опыт пур ĕнтĕ. Хăй вăхăтĕнче эпир Патшалăх Думин 1-мĕш депутатне Абрамова асăнса палăк лартнăччĕ тата сквер уçнăччĕ», - пĕлтерчĕ Леонид Прокопьевичăн тăванĕ, Янмурçинта пурăнакан Вениамин Сидоров. Чăваш халăх поэчĕ Валерий Туркай Леонид Прокопьева аса илсе çырнă сăвва вуласа пачĕ. Ĕçтешĕсемпе юлташĕсене Леонид Прокопьевича, чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлне, улăпне асра тытса аса илÿсем çырма сĕнчĕ. «Хут çине çырса хăварни пичетленетех», - терĕ. «Мана паян та Леонид Прокопьевич шăнкăравлассăн, ну, ĕçсем мĕнле тесе ыйтассăн туйăнать. Эпир ĕçленĕ вăхăтра шăпах строительство бумĕччĕ. Питĕ шанчăклă çынччĕ вăл. Унпа пĕрле ĕçлеме тÿр килнишĕн хĕпĕртетĕп, хама телейлĕ тетĕп», - чунне уçрĕ Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ строителĕ Нуриян Андрбаев.

Пухăннисем правительство çыннин харпăр пурнăçĕ пирки те сăмах хускатрĕç. «Ун пек çынсен харпăр пурнăçĕ пулманпа пĕрех. Шăматкунсенче яланах ĕçленĕ. Вырсаникунсенче тахçанта пĕрре республикăна космонавтсем е паллă çынсем килсен сунара е пулла кайса килнĕ. Эрнере пĕрре мунча кунне йĕркеленĕ. Çемйипе пĕрле пахчара ĕçленĕ. Йăлт хăйсем тунă, пĕр çум та ÿстермен», - каласа пачĕ ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи Ваттисен канашĕн членĕ Петр Митрофанов. Ватлăх çулĕсенче Леонид Прокопьевич иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче халăх хуçалăхĕ саланнишĕн питĕ пăшăрханнă-мĕн. «Чăваш Республикинче çакăн пек ертÿçĕсем ытларах пулччăр», - пĕтĕмлетрĕç юлашкинчен мероприятие пухăннисем.

www.hypar.ru

Роза ВЛАСОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Теги: