Комментари хушас

29 Ака, 2019

Чăваш танкисчĕ çинчен ÿкернĕ фильма тÿлевсĕр кăтартĕç

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ канашлу  культура министрĕ Константин Яковлев пурне те кинотеатрсене йыхравланипе вĕçленчĕ.

Çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче «Несокрушимый» фильма тÿлевсĕр пăхма май пулĕ — Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне чăннипех лайăх парне. Михаил Игнатьев çак фильм пирĕншĕн питĕ çывăххине палăртрĕ: вăл — вăрçăра фашистсен нумай танкне тĕп тунă паттăр танкист Семен Коновалов çинчен ÿкернĕскер. Çав çын — чăваш, çакна документсемпе çирĕплетнĕ ĕнтĕ. Культура министрĕ паттăрăн хĕрне Шупашкара чĕнни çинчен хыпарларĕ, çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче кино куракансем унпа курнăçма пултарĕç — вăл паттăр ашшĕ çинчен каласа парĕ.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.