Комментари хушас

15 Çу, 2019

Хресчен сасси 17 (2756) № 15.05.2019

* Инçех мар Димитрий Порфирьев агрегатпа анана кăпкалатать. Вăл хуçалăхра ĕçлеме тытăннăранпа виççĕмĕш çул кăна-ха.

— Мана ялта пурăнма, хирте, уçă сывлăшра, çĕр çинче ĕçлеме килĕшет, — терĕ çамрăк.
ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Михаил Атласкин юнашар вăй хуни ăна хавхалантарса пырать. Паллă механизатор 40 çул ытла ял хуçалăхĕнче тăрăшать
(Юлашки лаптăксем çинче. Лариса НИКИТИНА).

* Шавлă туй пăсăлчĕ, хăнасем те саланманма пуçларĕç. Сашăн тăванĕсен те, ашшĕ-амăшĕн те туй халăхне тытса чарма хăват çитеймерĕ.
— Папа, папа, почему ты уехал от нас? — пырса кĕчĕ Марине хăлхине черченкĕ сасă.
Хĕр куçне уçрĕ. Тăванĕсем пурте салхуллă. Амăшĕ йĕрет, ашшĕ те хуçăк кăмăллă.
— Мĕн туса хутăн, ывăлăм? Çак намăса мĕншĕн кăтартрăн? Çынсене мĕнле питпе пăхмалла малашне? Пукане пек кинĕме çапса хуçрăн вĕт, — ĕсĕклерĕ амăшĕ. — Санăн ютра арăмупа ачу пуррине пĕлмен-çке эпир. Паспорту та таса
(Каçар мана).

* Тулли сумка çакнă Елена Соловьева урама кинемейпе тухрĕ. Комсомольски районĕнчи Тукайра килĕрен киле хаçат-журнал валеçет вăл.
Юлашки çулсенче почтальонсен ĕçĕ палăрмаллах хушăннă: ватăсене пенси укçине çитермелле, тавар сутмалла тата ыт.те. Çырăнтару тапхăрĕ пуçланнă май çĕклем йывăрланать. Анчах ÿпкелешмест вăл, юратнă ĕç хавхалантарса, вăй-хал парса тăрать тейĕн ăна. Куллен вунă çухрăм утни
те ывăнтармасть ("Тукайсем чăвашла вулаççĕ").

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.