Комментари хушас

26 Çĕртме, 2019

Илтимĕр Ефремов Мускавра ӗҫлӗ тӗлпулусем ирттерет

Чăваш кинематографисчĕсен пĕрлешĕвĕн ертÿçин çумĕ Илтимĕр Ефремов Мускавра ӗҫлӗ тӗлпулусем ирттерет. Кун пирки вăл Фейсбукра 11 сехет каялла пĕлтернĕ.

"Мускавра ӗҫлӗ тӗлпулусем ирттеретӗп... Чӑваш киноӳнерне аталантарас тӗлӗшпе ĕнер Раҫҫей кинематографи пӗрлӗхӗнче пултӑм. Паян вара, Елена Рябцева кинорежиссёрпа Пӗтӗм чӑвашсен пӗрремӗш "Асам" киносценарисен питчингне хутшӑнакнсене валли ятарлӑ мастер-классем йӗркелесси пирки тӗлпулса калаҫрӑмӑр. Утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче (кунне каярах пӗлтеретӗп) унӑн мастер-классӗ иртӗ", - тесе çырнă вăл.

 

www.hypar.ru 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.