Комментари хушас

1 Утă, 2019

Кану лагерĕсенче 2-мĕш смена пуçланнă

Хула тулашĕнчи 18 лагерьте 2-мĕш сменăра 4 742 ача сывлăха çирĕплетет. 1-мĕш сменăра 4,5 пин ытла ача каннă, кăнтăрлахи вăхăтра ĕçлекен 361 лагерьте — 22,7 пин ытла.

«Звездный» ача-пăча лагерĕнче 1-мĕш сменăра «Юнармия», «Арт-лето», Раççей шкул ачисен юхăмĕн «РДШ за ЗОЖ», «РДШ-медиа» профильлĕ сменăсем ĕçленĕ. «Созвездие» тата «Солнышко» лагерьсен хăйнеевĕрлĕхĕ — ачасене чĕлхене аталантарма, ÿнер тата юрă-кĕвĕ ăсталăхне алла илме пулăшни. Пурĕ профильлĕ сменăсенче 480 ытла ача каннă. «Солнышко» лагерьте 2-мĕш сменăра та 90 ытла ача сывлăха çирĕплетĕ.

Хула тулашĕнчи лагерьсенче 1-мĕш сменăра 85 воспитатель, 302 вожатăй, 27 тухтăр тата 58 медицина сестри вăй хунă.

www.hypar.ru

Вера ШУМИЛОВА.