Комментари хушас

2 Утă, 2019

«Хыпар» 72 (27505) № 02.07.2019

* X-XII ĕмĕрсенчи Тикеш археологи объекчĕсен никĕсĕ çинче Патăрьел районĕнче этнографи туризмĕ йĕркелес ыйту чылайранпах «сывлăшра» çакăнса тăрать. Кăçал ку енĕпе пăр тапраннă темелле ĕнтĕ. Хулашăн кăнтăр енче административлă-хуçалăх пайĕ, музей, мунча, туристсем валли хăна çурчĕсем çĕкленĕç. ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ Юрий Ювенальев хатĕрленĕ проекта ЧР Строительство министерствин канашĕ ырланă. Рудольф Селиванов палăртнă тăрăх, асăннă комплекс Тикеш ялĕпе Патăрьел районĕшĕн çеç мар, республикăшăн та пысăк пĕлтерĕшлĕ туризм маршручĕ пулса тăрĕ
(Тикешре – авалхи хулашра. Людмила САЧКОВА)

* Кам пирки ырă сăмах каласшăн-ши режиссер? Пурин умĕнче те пуç таять, анчах халăх театрĕн нумай çул чысне, сумне тытса пыма витĕм кÿнисене ятран палăртса хăварчĕ. Вĕсенчен пĕри Владимир Архипов, вăл халăх театрне 34 çул çÿренĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан тăван тăрăхне — Элĕк районне — таврăннă, апла пулин те çыхăнăва татмасть. «Татьяна Степанова та çамрăксемшĕн тĕслĕх. Тепĕр чухне хама та вĕрентсе илет, — шÿтлет режиссер. — Пултарулăхĕ пур. Зоя Горковенко 10 çул ытла халăх театрĕнче. Питĕ пулăшать коллектива. Спектакльсем валли кирлĕ хатĕрсене килтен те илсе килет» (Мускава вĕренме каймашкăн пуйăса ĕлкĕреймен)

* Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çурт- йĕре хутса ăшăтассипе, сивĕ тата вĕри шывпа тивĕçтерессипе, хура шыва пурăнмалли вырăнтан юхтарса кăларса ярассипе çыхăннă пулăшу ĕçĕсен тарифĕсен вăтам улшăнăвĕ республикăра пурăнакансемшĕн 2% ытла пулмасть. Ресурссемпе тивĕçтерекен организацисем хăйсен пулăшу ĕçĕсен тарифĕсене мĕнле çирĕплетнине республикăн Конкуренци политикин тата тарифсен патшалăх службин сайтĕнче паллашма пулать (Çак уйăхран тарифсене индексацилеççĕ)

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.