Комментари хушас

27 Çĕртме, 2014

“Эпĕ ун чухне çăпата сырма та пĕлмен”

Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 115 тата «Çеçпĕл» кинофильма ÿкернĕренпе 44 çул çитнĕ май çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăвашкино çуртĕнче тĕл пулу иртрĕ. Унта поэт сăнарне калăпланă Иосиф Дмитриев, массовкăна хутшăннă артистсем тата фильма ăнсăртран кĕнĕ çынсем хутшăнчĕç. Чи малтанах Владимир Савельев режиссерăн Юрий Збанацкий сценарийĕпе Чăваш Енре ÿкернĕ «Çеçпĕл» фильма куртăмăр. Вăл революционер поэтăн Михаил Кузьминăн кун-çулĕпе паллаштарать. Унта çамрăк чăваш сăвăçи Чăваш Енри контрреволюцие хирĕç кĕрешет. Тĕрмерен тухсан вăл тухтăрсем сĕннипе Украинăна каять. Унта та поэт тăван халăх шăпишĕн хыпса çунать.

Фильма курнă хыççăн Шупашкарти Çеçпĕл Мишши музейĕн директорĕ Антонина Андреева кинокартина авторĕсем тата унта ÿкерĕннĕ çынсем пирки каласа кăтартрĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ çут тĕнчепе сыв пуллашнă ĕнтĕ. Тĕл пулăва килнисем вара 44 çул каяллахине аса илчĕç.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.