Комментари хушас

28 Çĕртме, 2014

Электрон çырăнтару: меллĕ те перекетлĕ

«Хаçат тăрăх ырра вĕренесчĕ», - тенĕ «Хыпар» никĕслевçи Николай Никольский. Чăн та, пирĕн хушăра хаçат-журнал вулама кăмăллакан сахал мар. Халăх массăллă информаци хатĕрĕсем урлă республикăри, çĕр-шыври, тĕнчери хыпарсемпе паллашать, пултаруллă та маттур çынсем çинчен вуласа вĕсен ырă опытне ăса хывма ăнтăлать, начаррипе явăçнисене, паллах, сивлет.

2014 çулăн II çурри валли «Хыпара», «Çамрăксен хаçатне»

электрон мелпе çырăнса илме пулать.

Çур çуллăх хак: «Хыпар» - 90 тенкĕ,

«Çамрăксен хаçачĕ» - 50 тенкĕ.

20-25 çул каялла çынсем пичет кăларăмĕсене питĕ юрататчĕç, хăшĕсем 12-15 тĕрлине те çырăнса илетчĕç. Хальхи вăхăтра та, Интернет анлăн сарăлса тата информаци сайчĕсен шучĕ пысăкланса пынă тапхăрта, почтальон хаçат-журнал валеçессе чăтăмсăррăн кĕтекенсем пур. Чăн та, кăларăмсен хакĕ палăрмаллах ÿснĕрен тата ытти сăлтавпа чылайăшĕ 1-2 тĕрлине кăна çырăнать е пачах вуламасть. Çапах редакцисенче вăй хуракансем вулакансен йышне чакарас мар тесе тĕрлĕ меслет шухăшласа кăлараççĕ. Тĕслĕхрен, хаçатăн электрон версине çырăнса илме сĕнеççĕ.

Пирĕн республикăра чи малтисенчен пĕри Çĕмĕрле район хаçачĕн редакцийĕ электрон çырăнтару йĕркелеме пуçланă: 2013 çул вĕçĕнче пуçăннă ку ĕçе. «Малалла» /«Вперед»/ хаçат эрне кунсерен 16 страницăпа чăвашла-вырăсла тухать, унăн çĕнĕ номерне çав кунах PDF-форматпа çынсене электрон почтăпа ярса параççĕ. Урăхла каласан хаçатăн тулли версине хут çинче мар, компьютер е планшет экранĕ çинче вулама май килет. Валентина Хохлова тĕп редактор пĕлтернĕ тăрăх - ку мелпе 109 çын усă курнă. «Вперед» хаçата тĕпрен илсен районта пурăнакансем электрон мелпе çырăнса илеççĕ, вĕсен хушшинче педагог нумай. Шел те, паянхи кун пичет кăларăмĕсене аякри ялсене илсе çитересси почтăшăн тăкаклă имĕш. «Интернетшăн, унпа пĕрлех пирĕн электрон хаçатшăн та, инçе çул хăрушă мар», - терĕ Валентина Михайловна. Электрон версие 2014 çулăн иккĕмĕш çурри валли 60 тенкĕпе çырăнтараççĕ. Хальлĕхе кăтартусене пĕтĕмлетмен-ха.

«Советская Чувашия» хаçатăн электрон версине предприяти-организаци ертÿçисем те, уйрăм çынсем те çырăнса илме пултараççĕ. «Хаçатăн электрон версине эпир пĕр 6 çул каяллах республика тулашĕнчи организацисене ярса пама пуçларăмăр, пĕлтĕр вара ку ĕçе Чăваш Енре те йĕркелерĕмĕр. PDF-формата виçĕ электрон адреспа ярса паратпăр. Çак мел 2013 çул питĕ анлă сарăлчĕ теме çук. Электрон çырăнтарăва малалла тăсакансем те, унпа пĕр вăхăт усă курнă хыççăн каялла хутлă вариант çине куçакансем те пур. Çавăнпа цифрăсем пĕрмай улшăнса тăраççĕ. Электрон çырăнтарăвăн лайăх енĕсенчен пĕри - хаçатшăн паян тÿлесе ыранах илсе тăма май пурри», - каласа кăтартрĕ «Советская Чувашия» хаçата çырăнтаракан уйрăм пуçлăхĕ Марина Иванова. Вăл кăларăм сайтĕнче Интернет-лавкка йĕркелеме пуçланине те палăртрĕ.

«Хыпар» Издательство çурчĕ кăларса тăракан «Хыпарпа» «Çамрăксен хаçатне» те электрон майпа çырăнса илме пулать, вĕсемшĕн çур çуллăх 90 тата 50 тенкĕ çеç тÿлемелле. «Çамрăксен хаçатне» 2014 çулхи утă-раштав уйăхĕсенче 23 çын электрон мелпе вулĕ /çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнчи кăтартусем/. Дмитрий Моисеев редактор каланă тăрăх - вĕсен йышĕнче çамрăк ытларах. PDF-формата пит нумайăнах çырăнманни халăх хаçата алла тытса вулама юратнипе те çыхăннă-тăр. Унсăр пуçне хăшĕ-пĕри тин çеç пичетрен тухнă кăларăмăн хăйне евĕрлĕ шăршине кăмăлланине пытармасть. Чылайăшĕ хаçатри килĕшнĕ статьясене касса илсе пуçтарса пынине те палăртмалла.

Чăваш Ен тулашĕнче тухса тăракан чăваш хаçачĕсем те пурнăç таппинчен юлмаççĕ. «Урал сасси» хаçат сайтĕнче çапла çырнине асăрхарăм: «Хисеплĕ вулакансем! Хаçата электрон майпа çырăнса илме май пуррине те манса ан кайăр. Ун пек чухне кашни номерĕн PDF-форматне сирĕн электрон почтин адресĕпе ярса тăрăпăр». Ку кăларăм 1989 çултанпа Пушкăртстанра чăвашла тухса тăрать. Обществăпа политика хаçачĕ пулнă май пушкăрт чăвашĕсен пурнăçне, вĕсен историне, чĕлхипе культурине, йăли-йĕркине сыхласа хăварассин тата аталантарассин ыйтăвĕсене тĕплĕн çутатать. Эрнере пĕрре кун çути кураканскерĕн электрон версине 2014 çулта çырăнтарма пуçланă. «Урал сасси» редакторĕ Юрий Михайлов хальхи вăхăтра хаçата электрон майпа 25 çын вуланине пĕлтерчĕ. «Вĕсенчен ытларахăшĕ - хамăр республикăра пурăнакансем. Унсăр пуçне PDF-формата Шупашкара, Мускава, Эрĕнпура, Тутарстана, Самар облаçне ярса тăратпăр. Электрон версие çынсем хаçат тухиччен 1 кун маларах илеççĕ. Хакĕ те чылай йÿнĕрех: 160 тенкĕ, пичет кăларăмĕн - 310 тенкĕ. Çапах халăхăн ытларах пайĕ хăнăхнă мелех суйлама тăрăшать. «Урал сассин» электрон версине иккĕмĕш çур çул валли хальлĕхе 35 çын çырăннă», - терĕ Юрий Николаевич.

Тутарстанра 1993 çултанпа тухса тăракан «Сувар» хаçата та электрон мелпе çырăнса илме пулать. Çапла вара ăна Тутарстанра пурăнакансем çеç мар, унăн тулашĕнче тĕпленнĕ чăвашсем те эрне кун ир-ирех вулама пултараççĕ. «Унсăр пуçне эпир Интернетри социаллă сетьсенче те хамăр аккаунтсене йĕркелерĕмĕр», - палăртрĕ Константин Малышев редактор.

Электрон çырăнтару мĕншĕн меллĕрех пулнине тепĕр хут аса илер-ха. Хаçатăн электрон версийĕ почта урлă илсе тăнинчен чылай йÿнĕрех. Акă «Хыпар» хаçата кăçал утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа раштав уйăхĕн 31-мĕшĕччен почта урлă илсе тăрас тесен 744 тенкĕ те 12 пус тÿлемелле, электрон версишĕн вара - 90 тенкĕ. Урăхла каласан 8 хут йÿнĕрех. Çак меслете суйласа илсен «Почтальон хăçан килĕ-ши?» - тесе кĕтме тивмест. Пытарма кирлĕ мар: чылай çĕрте почта ĕçченĕсем эрнере хаçатсене 2-3 хут çеç валеçеççĕ. Паллах, пичет кăларăмĕн ĕнерхи е виçĕм кунхи номерне тĕплĕн тишкерес те килмест. Электрон версие суйласан вара çĕнĕ номер сирĕн электрон почтăна ир-ирех çитет. Çитменнине эсир хăвăр почтăна кирек хăш кĕтесре те уçса пăхма пултаратăр: çул çÿреве тухсан та, çичĕ тинĕс леш енне канма кайсан та. Килĕшнĕ статьясене принтерпа кăларма пулать. Çакна та палăртса хăварар: электрон çырăнтару йĕркелесен хаçатсенче пичетленекен статьясене кăларăмсен сайчĕсенче уççăн вулама май килмĕ, урăхла каласан вĕсем PDF-архива хупаççĕ.

Пĕтĕмлетсе акă мĕн калас килет: электрон çырăнтару - меллĕ, шанчăклă, перекетлĕ те оперативлă.

 Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.