Комментари хушас

9 Авăн, 2019

Инфратытăм кирлĕ

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен йĕркелекен канашлура нумай ачаллă çемьесене тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтересси мĕнлерех пынине юстици министрĕ Наталья Тимофеева пĕтĕмлетрĕ. Çак правăпа усă курмаллисен шучĕ республикăра 14 пинрен те иртнĕ ĕнтĕ. Хальлĕхе 8 пин ытла çемьене, 57%, лаптăксем панă.

Лаптăксемпе 18 çул тултарман виçĕ е ытларах ачаллă çемьесене тивĕçтермелле. Çĕре е пахча валли, е пурăнмалли çурт тума параççĕ. Пĕтĕм йышăн 64% шăпах çурт тума илнĕ. Шел те, пурăнмалли çурт-йĕр тума панă лаптăксенчен пысăк пайĕ хальлĕхе пушах-ха. Строительство валли 453 çемье ирĕк илнĕ. Вĕсенчен 273-шĕ строительство пуçарнă. Çурт строительствине вĕçленисем вара пĕтĕмпе те 56 кăна. Наталья Юрьевна палăртнă тăрăх, çакă тĕпрен илсен çĕр лаптăксене кирлĕ инфратытăмпа тивĕçтерменнипе сăлтавланнă. Электричество, шыв, газ, çул çук та — çынсем строительство пуçарма васкамаççĕ.

Вырăнсенчи влаçсем çак ыйтăва татса парас енĕпе ĕçлеççĕ-ха, анчах хаклă та — ĕç хăвăрт пымасть. Тĕп хула администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алексей Маклыгин инфратытăмăн кашни çурт пуçне тивекен хакĕ 500-700 пин тенке кайса ларнине çирĕплетрĕ. Çавна май, ун шучĕпе, нумай ачаллисене пулăшассине çĕр лаптăкĕ вырăнне урăх майпа саплаштарассине саккун шайĕнчех татса пани вырăнлă пулмалла.

Шухăшĕ аван, анчах, иккĕленмест Михаил Игнатьев, Раççей саккунне улăштарасси иккĕленÿллĕ, апла тăк лав вырăнтан тапрантăр тесен тĕрлĕ майпа усă курмалла. Çавнашкаллисен шутĕнче вăл ĕçе строительство организацийĕсене явăçтарнинче курать. Калăпăр, строительство фирми пĕр лаптăк çинче икĕ хваттер тăвать, пĕр хваттерĕ - лаптăк хуçи, пысăк çемье, валли, теприне вара строительсем сутса яма пултараççĕ — икĕ еншĕн те меллĕ.

Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта çемьесене лаптăксемпе тивĕçтересси те ансат мар. Республика пулăшать-ха — районсенче тупа-тупа параççĕ. Анчах тепĕр чух ку енĕпе те ыйтусем çуралаççĕ. Шупашкарсене, сăмахран, тата 3 пин ытла лаптăк кирлĕ — пĕтĕмпе 200 гектар. Химиксен хулинчи вун-вун çемьене Йĕпреç районĕнче пахча валли лаптăксем парасшăн. Михаил Игнатьев çынсем Çĕнĕ Шупашкартан унта çÿресси пирки иккĕленет. Хула сити-менеджерĕ Ольга Чепрасова кун пирки çынсен хушшинче ыйтăм ирттернине палăртрĕ, вĕсем хирĕç мар-мĕн. Çапах Михаил Васильевич йышăну тăвиччен ыйтăва тепĕр хут тĕплĕ тишкерме сĕнчĕ — кайран тавлашуллă-калаçуллă ан пултăр.