Комментари хушас

22 Юпа, 2019

Сехет çине пăхмасăр вăй хурсан режиссера театр юратать

Валерий Яковлев, СССР халăх артисчĕ, РФ Патшалăх тата ЧР Патшалăх премийĕсен, Раççейри театрсен «Ылтăн маска» наци премийĕн лауреачĕ, 80 çул тултарчĕ. Вăл К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрне, Раççейри наци театрĕсенчен вăйлисенчен пĕрне, 40 çул ытла ертсе пырать.

Ăçтан эпир? Камсем?
Шăмăршă районĕнчи Виçпÿрт Шăмăршă ялĕнче ÿснĕ Валерий Яковлевăн пурнăçĕ ăнăçлă йĕркеленсе пынă: вăл МХАТра пĕлÿ илнĕ Василий Орлов актер курсне пĕтернĕ, режиссурăна мухтавлă Мария Кнебель патĕнче вĕреннĕ. Асăннă шкул никĕсĕ Яковлевăн спектаклĕсенче яланах сисĕнсе тăрать, çапах çакă ăна пултарулăх ирĕклĕхĕпе, хăюлăхпа, тепĕр чухне чăрсăрлăхпа та, усă курма чăрмантармасть. Классика произведенийĕсен шухăшне тарăн уçса панипе пĕрлех Яковлев наци темипе ĕçлет. Ку енĕпе «Çатан карта çинчи хура хăмла çырли», «Сывпуллашу», «Инçет телей çути», «Ялта» спектакльсене уйрăммăн палăртмасăр иртме çук. Вĕсенче пĕр евĕрлĕ паллăсем — чăваш фольклорĕн символĕсем — куç умне тухса тăраççĕ. Тĕнчере мĕн пур, вĕсем пурте чунлă тесшĕн режиссер. Кун пирки Валерий Николаевичран хăйĕнчен ыйтса пĕлер.
— Эпир çак тĕнчене паян çеç килмен, анчах кашниех паянхи кунпа пурăнать. Ăçтан эпир? Камсем? Мĕнле пурăнатпăр тата мĕншĕн кун кунлатпăр? Çак ыйтусем мана яланах канăçсăрлантарнă, — çапла пуçларĕ калаçăва паллă режиссер. — Унăн тупсăмне пĕлес тени кашни спектакльте шырав ирттерме хистет.
— Çав шырав майĕсемпе мелĕсене эсир авалхи тĕнре, халăхăн тĕнче курăмĕнче тишкернĕн, тĕпченĕн туйăнать. Йăнăшмастăп-и?
— Режиссера вĕреннĕ вăхăтра француз философĕ Жан-Поль Сартр калани чуна кĕрсе вырнаçнăччĕ: «Ÿнерçĕ ачалăхри туйăмсемпе, вĕсемпе кăна, пултарулăха «апатлантарать». Çын, паллах, пĕлÿ илсе, ĕçлесе опыт пухать, ачалăхри кăмăл-туйăм витĕмĕ вара ĕмĕрлĕхех юлать. Çав çăл куç кун-çул тăршшĕпе тапса тăрать. Мана вăл спектакле пуянлатма, кураканпа çыхăну йĕркелеме пулăшать. Несĕлсен чĕнĕвĕ, хушăвĕ тейĕн.
Илемлĕ ачалăх
— Çакна эсир çирĕп пăхăнса пурăнатăр. Юбилейпе çыхăннă пултарулăх каçĕсене кашнинчех ачалăх иртнĕ вырăнтан — тăван ялтан, районтан — пуçлатăр. Кун-çулăрта Виçпÿрт Шăмăршă мĕнле вырăн йышăнать?
— Манăн шăпана кÿренмелли, ÿкĕнмелли çук. Ачалăхăм, чăн та, çăмăл килмерĕ, атте вăрçăран таврăнаймарĕ. Асаттепе анне тĕплĕ, ĕçчен, сумлă çынсем пулнă. Апла пулин те çăмăл тивмен вĕсене, мана та. Анчах иртнĕ ачалăх питĕ илемлĕн курăнать. Юн тăванлăхĕ кăна мар, чун тăванлăхĕ тата ытларах çывăхлатать пулĕ тăван ялăмпа. Манăн асатте Иçти чăваш тĕнĕпе пурăннă. Авалхи йăласене тытса пынă: çĕннине кăлармасăр, мĕн пуррине пăхăнса. Пĕтĕмпех пурнăçран илнĕ. Эпĕ, манăн çемье çапла пурăннă.
— Çав йăласене ирттерме хăвăр та хутшăннă-и?
— Çук, ĕлкĕреймен, ача пулнă. Анчах сăнама питĕ юрататтăм. Анне ку енĕпе палăрса тăнă. Уявсенче, кĕрекере, вăйăра ăна юрă пуçлаттарнă. Ваттисене, çак тĕнчерен кайнисене, асăнни те куç умĕнчех. Асатте сĕтеле алăк патне куçарса лартатчĕ. Килте тунă çуртасене алăк тăррине, юшка çывăхне, кăмака пуçĕн тăррине, пура шăтăкне, ытти вырăна лартатчĕ, унтан ума ятарласа пĕçернĕ çăкăра, вĕретнĕ сăрана тытса кĕлĕ вулама пуçлатчĕ. Унтан çав çимĕçе урама, хапхан юман юпи пуçне илсе тухатчĕ. Кунта ăна йытта çитернĕ. Çапла майпа апат вилнисем патне çитнине ĕненнĕ. Эпир вара, эпĕ тата икĕ аппа, сăнаса, кĕлĕ вĕçленессе кĕтсе лараттăмăр. Асатте пÿрте кĕрсе сĕтеле вырăнне лартсан апатланма пуçлаттăмăр. Çак ÿкерчĕксене ка-ярахпа Тарковский тата Довженко картинисенче те асăрхарăм. Манăн спектакльсенче те пур.
— Сире вĕрентнĕ педагогсем çак çыхăнусене татма пултарнă-çке.
— Василий Орлов ачалăхри таса чунсене сыхласа хăварма май панă. Этюдсене пурнăçпа çывăххисене тутаратчĕ. Сăмахран, пĕрремĕш этюд «Лаша витинче» ятлăччĕ. Эпĕ мĕн пĕчĕкрен лашапа çывăх пулнă. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра лашапа улăм, тырă турттарнă. Ачалăхри пурнăçпа çывăх этюдсенчен «Ромеопа Джульетта», «Малиновкăри туй»… патне çитрĕмĕр. Мария Кнебель вара тĕрĕслĕхе тĕпе хурса ĕçлеме тата, паллах, тĕнче курăма аталантарма, пурнăçа тарăн туйма вĕрентрĕ. «Сцена çинче вылямалла кăна мар, хăвăн чун ыратăвне куракан патне çитермелле», — тетчĕ Мария Осиповна.
Ахаль ĕç кăна мар
— Шел те, паян культурăпа çывăхланас текен çын телекуравран «таса шыв» вырăнне «пăтранчăккине» илет. Кино та тивĕçтерсех каймасть. Театрăн, уйрăмах наци театрĕн, пĕлтерĕшĕ хальхи саманара нихăçанхинчен те вăйлăрах пек. Килĕшетĕр-и?
— Паллах, театр та пурнăçа тепĕр май çавăрма пултараймасть, çапах çын чунне пырса тивме, ăна шухăшлаттарма, савăнтарма тата ыраттарма май тупатех. Куракансем пирĕнтен тахçанах кайнисене аса илеççĕ те: «Ой, вăл ку спектакльте çапла вылятчĕ, тепринче ун пекчĕ», — теççĕ. Апла этем чунĕнче тем акса хăварнах вăл. Театр ĕçĕ — ахаль ĕç çеç мар. Кунта куллен 12-14 сехет ĕçлесси — хăнăхнă йĕрке. Сехет çине пăхмасăр вăй хурсан çеç артиста, режиссера театр юратма пуçлать.
— Мĕнре палăрать-ха çакă?
— Енчен те театр сансăр пурăнаймасть, унта эсĕ çукки çав тери палăрать, куракансем саншăн питĕ тунсăхлаççĕ пулсан. Икĕ енлĕ юрату кирлĕ театра.
— Халĕ акă Чăваш театрне Яковлев театрĕ теме пултаратпăр. Сирĕн витĕм çав тери пысăк кунта.
— Чăваш академи драма театрне ертсе пыма пуçласан малтанхи йăласене пăрахăçламан, тымарсене татман эпĕ. Театр мĕнле пур — çапла йышăннă. Малашнехи ĕçре хамăн йĕре хывса пырас тенĕ. Маншăн чи пĕлтерĕшли — этемĕн чун тĕнчине тарăн тишкересси, пулăмсене тĕрĕс хаклама, философилле шухăшлама хистесси. Мускав критикĕсенчен пĕри пирĕн актерсем пирки: «Кунта Раççей театр «Оксфордне» пĕтернисем ĕçлеççĕ», — тенĕччĕ. Чăн та, ултă студире — ГИТИСра /Михаил Тарханов вĕренекенĕ те пур пирĕн/, Санкт-Петербургри ЛГИТМиКра тата Щепкин шкулĕнче — пĕлÿ илнисем. Режиссура енчен — Захава, Кнебель, Вивьен… вĕренекенĕсем. Театрта пĕр шухăшлисем ĕçленипе чăннипех савăнатăп, мăнаçланатăп.
«Маскарад» илĕртет
— Тĕнчене сирĕн куçăрпа тишкерер-ха…
— Мĕн пур савăнăç, çитĕнÿ, куляну — этемре кăна. Енчен те пĕр-пĕр тапхăрта ыррине вĕрентекенни çиеле тухать тĕк — çав вăхăтра этем лайăх, йĕркеллĕ.
— Пысăк ĕçсем лартнă, сумлă чыса тивĕçнĕ. Çапах хăвăр пирки тиркевлĕн калаçма хăнăхнă. Туса çитермен ĕç сахал пек туйăнать имĕш. Мĕн шухăшлаттарать паян сире?
— Пĕтĕмпех хĕвеллĕ кунсем пулнă тесе калаймăн. Пĕр тапхăр — иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче — спектакльсем пирки мар, театр шăпи çинчен ытларах пуç ватма тивнĕ. Шел те, лартман спектакльсем те пур. Михаил Лермонтовăн «Маскарачĕ» илĕртет. Чăваш классикине илес пулсан «Нарсписĕр» пуçне пурне те кун çути кăтартнă темелле. Нина Григорьева çамрăк чухне ăна Леонид Родионов лартрĕ. Ман шухăшпа, сăнĕ-пичĕпе, хăтланкаларăшĕпе Нарспие çывăх артистка Нина Григорьева çеç пулнă. Пьесăри пĕлтерĕшлĕ тепĕр сăнар — Сетнер. Манăн идеал — Нарспи — Нина Григорьева тата Сетнер — Алексей Ургалкин. Çавнашкал артистсене тĕл пултарас килет те. Чăн сăлтавĕ акă мĕнре: «Нарспи» вăйлă, илемлĕ поэма. Ун тăрăх хатĕрленĕ пьесăсем халăх пурнăçĕпе, аваллăхĕпе, паянлăхĕпе çыхăннă. «Ай-тар» манерлĕ. Эпĕ вара «Нарспие» урăхла куратăп. Шекспир, Гарсиа Лорка шайĕнчи шăпа кирлине туятăп. Хальлĕхе «Нарспин» поэзи драматургийĕ, çак темăна тĕпе хунă пьеси çук.
— Чăваш театрĕн сцени çине чăвашсен кăна мар, вырăс, чикĕ леш енчи классиксен ĕçĕсем тухнă. Юбилей умĕн куракансене хăвăрăн чи юратнă çыравçăсенчен пĕрин Антон Чеховăн «Пилĕк пăтлă юрату» /«Чайка»/ камичĕпе савăнтартăр. Çĕнĕ спектакль пирки калаçар-ха.
— Антон Чеховăн пĕр актлă хайлавĕсем Чăваш театрĕн сцени çинче 100 çул каялла янăранă. Унтанпа пĕр ĕçне те лартман. Сăлтавĕ тĕрлĕрен. Хам пирки каласан, Чехова лартма хăранă, шикленнĕ. Унăн ĕçĕсем ытла та черчен. Тинех вăхăт çитрĕ. Ятне мĕншĕн апла панă-и? «Чайкăна» чăвашлатса «чарлан» теме пулатчĕ, анчах урăхла патăмăр: «Пилĕк пăтлă юрату». Кăна эпир хамăр шухăшласа кăларман. Антон Чехов хăйĕн тусĕ Алексей Суворин писатель, издатель, театр деятелĕ патне янă çырăвĕнче çакăн пек йĕркесем пур: «…Пьеса çыратăп… Камит, унта хĕрарăмăн виçĕ ролĕ, арçыннăн — улттă, тăватă акт, пейзаж /кÿлĕ/; литературăпа çыхăннă калаçу, курăм сахал, пилĕк пăтлă юрату…»
— Валерий Николаевич, эсир республика шайĕнче ирттерекен вун-вун концертпа программăн авторĕ те. Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнче студи вĕрентсе кăлартăр. Общество ĕçĕсене асăнса пĕтереймĕн. Вăй парса тăраканĕ ачалăхсăр пуçне тата мĕн-ши?
— Чăнах та, çак тапхăрта 300-400 çынпа ĕçлемелли 120 ытла мероприяти хатĕрленĕ. Тăхăр Акатуй режиссерĕ пулнă. Çав шутра тăхăр пин çынлă хорпа та ĕçлеме тивнĕ. Малалла вулас...
www.hypar.ru
Надежда СМИРНОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.