Комментари хушас

6 Раштав, 2019

Коррупципе кĕрешес ыйтусемпе — семинар

Паян Чăваш наци музейĕнче ЧР Информполитика министерстви коррупципе кĕрешес сферăра информаци ĕç-хĕлне йĕркелес ыйтусемпе семинар-канашлу ирттерчĕ.

Унăн ĕçне республикăри право хуралĕн органĕсен представителĕсем, массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсем хутшăнчĕç. Семинара ЧР информполитика министрĕн заместителĕ Юлия Стройкова ертсе пычĕ.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.