Комментари хушас

— Ых, выçса вилетĕп! Атя-ха пĕрех хут çĕрулми ăшалар, — яшт! сиксе тăчĕ Поля кравать çинчен.
— Çур çĕр çитес умĕн-и?! — тĕлĕнмесĕрех ыйтрĕ Лена.
Ара, мĕн тĕлĕнмелли? Общежитири студентсем Морфей ытамне час васкамаççĕ, коридорта ир енне çеç çын утма чарăнать. Пурнăçра пĕрре килекен çамрăклăха ыйхăра сая ямалла мар. Тĕрĕссипе, Ленăн хăйĕн те хырăмĕ выçнăччĕ. Ÿркенĕвне парăнтарса çатма, çĕрулми илсе икĕ пике пÿлĕмрен кухньăналла уттарчĕ. Газ плити çинче вĕреме кĕнĕ чейник хуçине шăхăрать. Лешĕ компьютер умĕнче ларать пулинех, тухма васкамасть. Поля газа сÿнтерчĕ.
Çĕрлехи апатлану вĕçленчĕ те, Поля ноутбукпа кравать çине тăсăлса выртрĕ, Лена смартфонра чакаланчĕ.
— Кичем! — шаплаттарса хупрĕ компьютера Поля. — Çывăрмалла пулĕ...
Çутта сÿнтерсен те ыйхă килмерĕ, телефона алла тытрĕç. Ыран канмалли кун-çке, хăть вуçех куç ан хуп.
…Шăматкун Лена ихĕлтетнĕ сасăпа вăранса кайрĕ. Куçне уçса хирĕçле вырнаçнă кравате тинкерчĕ — Поля курăнмарĕ. Ăçта кулать-ши, çывăрма чăрмантарать. Чÿрече патĕнче-мĕн. Анчах темшĕн вăшт! пĕшкĕнчĕ. Аллинче — çăпала.
— Мĕн мурĕ пулса иртет? Мĕн шухăшласа кăлартăн тата? — кăсăкланчĕ Лена ыйхăллă сасăпа.
— Ч-ш-ш! — пÿрнине тути патне тытса чашлатрĕ Поля. — Çиччас пĕлетĕн. — Çав самантрах холодильник патне ыткăнчĕ, морозильника уçса çăпалапа пăр катăкĕсем илчĕ те чÿрече патне йăпшăнчĕ. Вăл уçăччĕ. Çуллахи вĕри сывлăш кĕрет. Поля Ленăна пÿрнипе кăчăк туртрĕ. Тăваттăмĕш хутран аялалла тинкерчĕç.

*******
Нина Анатольевна Царыгина 1988 çулхи кăрлач /январь/ уйăхĕн 29-мĕшĕнче Тутар Республикинчи Чистай районне кĕрекен Анат Кăтрата ялĕнче кун çути курнă. Вăтам шкулпа сыв пуллашсан И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультетĕнче вĕреннĕ.
Аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн Улатăр районĕн «Алатырские вести» хаçатĕнче вăй хунă. 2013 çултанпа «Хыпар» Издательство çурчĕн «Тантăш» хаçатĕнче корректорта, корреспондентра тăрăшнă. Каярахпа «Самант» журналта ĕçленĕ. 2016 çултанпа — «Хыпар» Издательство çурчĕн «Çамрăксен хаçачĕн» корреспонденчĕ.

Нина ЦАРЫГИНА.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.