Комментари хушас

13 Раштав, 2019

Чуна уçса: «Пурăнас килет» проект

«Саншăн пăшăрхантăмăр, йĕтĕмĕр». Çапла каласа кĕтсе илнĕ Татьянăна ял çыннисем.

Шăмăршă тăрăхĕнче пурăнакан Татьянăна 9 çул каялла Республикăри онкодиспансерта операци тунă, амалăх умĕн вырăсла — шейка матки усал шыççи пулнă унăн, пайăрка терапийĕн 24 курсĕ витĕр тухнă вăл. 50 çултан каçнă Татьяна халĕ кашни кунах ĕçе çÿрет, хăйне аван туять. <...>

е тата

«Эпĕ чирличчен тăватă çул маларах кĕтмен çĕртен упăшка вилчĕ. Сĕре хытă кулянтăм уншăн. Йĕмен кун та пулман. Çу уйăхĕччĕ. Кунĕпех пахчара çĕр улми лартрăмăр: малтан хамăрăнне, кÿршĕсенне, тăвансенне. Ывăннă хыççăн пĕр черкке эрех сыпрĕ упăшка. Арçынна апат çитерес терĕм, аран-аран тăватă кашăк сыпрĕ, тек çиеймерĕ. Васкавлă медпулăшу чĕнме шухăшламарăмăр та. Çывăрма вырттартăм. Пуçĕ, пырĕ ыратнине каларĕ çĕрле. Эрехпе пыл вĕретсе ĕçтертĕм, лăпланса çывăрса кайрĕ. Ирхине вырăн çинчен тăчĕ те çăварĕнчен юн капланса анчĕ, çав самантрах вилсе кайрĕ. Юн тымарĕ татăлнă иккен унăн. Инсульт пулнă. Питĕ хăвăрт пулса иртрĕ ку усал ĕç. 65 çулта çеçчĕ вăл. Эпир унпа лайăх пурăннă, упăшкана çухатма йывăр пулчĕ. Тепĕр çур çултан пăянама пытартăм. Вăл хамăн анне пекехчĕ. Пĕрлех пурăннă унпа. Ачасене çитĕнтерме пулăшрĕ, килти мĕн пур ĕçе туса тăратчĕ. Хыççăн ывăл трактор айне пулса купарча шăммине хуçрĕ. Пĕр уйăх тăраймасăр выртрĕ. Инкек хыççăн инкек. Ăш-чик çунса тухатчĕ. Епле чăтрăм-ши ун чухне? Хам валли вырăн тупаймастăм. Ниепле лăпланаймастăм <...>», - каласа кăтартнă «Хыпар» хаçата Патăрьел тăрăхĕнче пурăнакан, ракпа чирленĕ хыççăн онкологи диспансерĕнче çулталăкра пĕрре тĕрĕсленсе тăракан 62 çулти Зинаида.

Тулли верси...

ЭСИР ПĔЧЧЕН МАР

Усал шыçăпа çыхăннă ыйтусем канăç памаççĕ-и?

Çырăр (адресĕ: Шупашкар, И.Яковлев проспекчĕ, 13, Пичет çурчĕ);

электрон адрес: hypar1@mail.ru ,

шăнкăравлăр (тел. 89674706535).

«Пурăнас килет» проект ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствипе Республикăри клиника онкологи диспансерĕ пулăшнипе пурнăçланать.

Авторĕ Татьяна ВАШУРКИНА, пурнăçлаканĕ Елена АТАМАНОВА.

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.