Комментари хушас

24 Кăрлач, 2020

Пĕрер çăкăр пачĕç те вăрçа ăсатрĕç

Виç кĕтеслĕ çырусем… Юнпа пĕвеннĕскерсем, тарпа йĕпеннĕскерсем, вăхăта пула сарăхса таткаланнăскерсем… Вĕсене Ревокат Моисеев Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен çывăх тăванĕсем патне çырнă.

Малтанхисенчен пĕри

Ревокат Прохорович чи малтисен йышĕнче çĕршыв хÿтĕлевçисен ретне тăнă. Салтака ăна 1941 çулхи раштав уйăхĕнче илнĕ. Шупашкарта çыхăну полкĕн вĕренÿ батальонĕн курсанчĕ пулса тăнă. Кунта çыхăну службин кĕçĕн командирĕсене хатĕрленĕ.
«Вĕреннĕ вăхăтра апат енчен питĕ япăхчĕ. Çăкăр çитместчĕ, шăннă çĕр улмирен яшка пĕçеретчĕç, — калаçăва пуçларĕ ветеран. — Пĕррехинче йăмăк какайпа купăста кукли илсе килчĕ. Ăшă, сивĕнсе те çитеймен. Кучченеçпе юлташсене те, отделени командирне те сăйларăм. Апат вăхăчĕ çитрĕ, строя тăмалла. Эпĕ тутă, столовăйне каяс килмерĕ. Унччен те пулмарĕ старшина пырса кĕчĕ, строя тухманшăн черетсĕр наряд пачĕ. Питĕ яваплă çынччĕ çав вăл».
…Тăшман çине-çинех тапăнса килнĕ. 1941 çулхи кĕркунне совет халăхĕшĕн питĕ пысăк хăрушлăх тухса тăнă. Çав йывăр вăхăтра ĕнтĕ, авăн-юпа уйăхĕсенче, Чăваш Енре стрелоксен 324-мĕш дивизийĕ чăмăртаннă. Ревокат Моисеев связист- телефонист шăпах унăн йышĕнче нимĕç фашисчĕсемпе çапăçнă. 1942 çулхи нарăс уйăхĕнче экзаменсем тытичченех çыхăну полкĕн вĕренÿ батальонне приказ çитнĕ: фронта! Çапла вара Ревокат Прохорович та ытти çамрăкпа пĕрле вăрçа тухса кайнă.
«Пысăк паттăрлăх кăтартман пулин те служба тивĕçĕсене таса чунпа пурнăçланă», — сăпайлăн калаçать ветеран. Унтан сăмах каллех çăкăр патне таврăнать. «Фронта ăсатнă чухне кашнине пĕрер буханка пачĕç. Анчах та ăна выçăскерсем Чулхулана çитичченех çисе ятăмăр. Мускавра вара тăраничченех çитерчĕç-ха. Анчах салтакăн малалла каймалла-çке. Çул çине нимĕн те парса ямарĕç. Калугăна выçах çитрĕмĕр. Унта та апатлантармарĕç. Сухиничи хулинче шăннă çăкăр валеçсе пачĕç. Пĕр буханка — ултă çынна, ăна кĕреçепе касса пайларăмăр. Чаçе çитсен вĕри апат пулать терĕç. Каятпăр, каятпăр… Хамăр выçă. Пĕр яла чарăнтăмăр. Кунта нимĕçсем пулман. Ял çыннисем пире кăмăллăн кĕтсе илчĕç. Икĕ тĕрлĕ апатпа сăйларĕç», — вăрçă терт-нушине витĕр курнă çынна итленĕ май куçăмсене куççуль тулать…

Ача вăййи мар

Кунта кашни утăмрах вилĕм сыхласа тăрать. Связист пурнăçĕ пушшех те пысăк хăрушлăхра: унăн мина хунă хир урлă та, тăшман тăкакан пуля çумăрĕ витĕр те пăралук сĕтĕрсе чупмалла, çыхăнупа тивĕçтермелле. Ревокат Моисеев связист- телефонистăн та темĕн те курма тивнĕ. «Калуга облаçĕнчи Песочное ялĕ çывăхĕнче çĕр пÿртре çыхăну пунктне вырнаçтартăмăр, — аса илчĕ ветеран. — Унта малтан нимĕç салтакĕсем пурăннă. Алăк патĕнче сÿнсе пĕтеймен кăвайт тĕлкĕшкелет. Вут хунă хыççăн хыпса кăна илнĕччĕ вăл… Пеме пуçларĕ. Аран урама тухса ĕлкĕртĕмĕр. Нимĕçсем сивĕннĕ кăвайт айне совет салтакĕсем валли «парне» хăварнă иккен. Пĕр пуля аппарата лекрĕ. Çыхăнăва хăвăртах йĕркене кĕртрĕмĕр пулин те çапах та «çÿлтисенчен» чылай вăхăт шăпăрт тăнăшăн самаях лекрĕ».
…1942 çулхи çуркунне. Тăшман линине татса тухмалла пулнă. Совет салтакĕсем темиçе хутчен те атакăна çĕкленнĕ. Анчах кăлăхах. Ăнăçсăр çав çапăçусенче ротăри 80 ытла çынран 23-ĕн кăна тăрса юлнă. «Ун чухне тата эпĕ шурлăха анса кайрăм. Кăçатă, шинель йĕп-йĕпе, çĕрле шăнсах ларчĕç. Кăвайт патĕнче типĕтме хăтлантăм, усси çук. Сивĕ, юр çинче выртатпăр. Йывăç тураттисем пăрахкаланă та… Питĕ çывăрас килет. Тĕлĕрсе кăна каятăн — вăратаççĕ, юр çинче шăнса хытасран хăраççĕ. Унтан та кунтан тăшман пульли вĕçет. Хăрушă», — вăрçăн тискер кунĕсене куç умне кăларать Ревокат Прохорович. Çулла вара хĕллехи çапăçу вырăнĕсемпе иртнĕ чухне сахал мар салтак виллине курнă. Вĕсем, тирпейлесе пытарманскерсем, ахăртнех, хыпарсăр çухалнисен йышĕнче пулнăскерсем.
Фронтра Р.Моисеев телефонист çеç мар, конюх та пулнă, апат та хатĕрленĕ. Пĕррехинче тата «Максим» пулемет расчетне лекнĕ. Тепрехинче алă пулемечĕн 2-мĕш номерĕ пулма тивнĕ. Çавăн чухне Ревокат Прохоровича чутах тăшман пульли лекмен. «Ун чухне эпир, малта пыраканскерсем, хамăрăн ушкăнран уйрăлса кайрăмăр, — аса илчĕ çав саманта та ветеран. — Каç пуласса çырмара кĕтсе ларма тиврĕ. Таçтан палламан лейтенант пырса тухрĕ. Пирĕн патран аякрах та мар, блиндажран персе тăракан нимĕç пулеметне аркатма хушу пачĕ. Приказ вырăнсăррине пурте ăнланатпăр, анчах хирĕçлеме çук. Командир персе пăрахма та пултарать».
Приказа пурнăçлама вĕсем иккĕн тухса кайнă. Тĕмсен хыçне пытана-пытана тăшман блиндажĕ патне çывăхах пынă. Аллă метр пек юлсан пĕрремĕш номер малалла чупас тĕллевпе кăшт çеç çĕкленнĕ — çавăнтах персе аннă. Пуля ăна кăкăртан лекнĕ. «Сăмах та хушса ĕлкĕреймерĕ. Эпĕ вара унăн пулеметне, патронĕсене, кĕсйинчи до-куменчĕсене илтĕм те каялла шуса тухрăм. Урăх вара унта хăваламарĕç», — терĕ Ревокат Прохорович.
Тепĕр хутĕнче вара ăна часовой та персе пăрахма пултарнă. Çĕрле телефон линине çыхăнтарса килекенскере хайхискер тăшман салтакĕ вырăнне йышăннă. Пароль пĕлтерсен тин часовойăн кăмăлĕ çемĕçнĕ. Бомба çумăрĕ айне те пĕрре кăна мар лекнĕ. «Са-молет бомба пăрахнине куратăн-ха. Анчах вăл ăçта ÿкессине пĕлместĕн. Унăн ÿхлетекен сассине илтсен кирек кам та чĕтреме пуçлать ахăртнех. Бомба снарядран та, вилĕмрен те хăрушăрах», — тет халĕ ветеран.

Юлашки çапăçу

Вилĕмпе куçа-куçăн тăнине Ревокат Прохорович пăлханмасăр аса илеймест. Ун чухне Курск çывăхĕнче хĕрÿ çапăçусем пынă. Стрелоксен 1095-мĕш полкĕн 2-мĕш ротине, йышра пирĕн ентеш те пулнă, совет салтакĕсене пулăшма янă. «Фашистсем шурлăх леш енче пытанса ларнă. Йĕри-тавра йĕплĕ пăралук карса тухнă, минăсем хурса пĕтернĕ. Саперсем вĕсене тасатса çитерейместчĕç. Пирĕннисем минăсене пăхмасăр малаллах каятчĕç. Çухатусем пысăкчĕ. Апла пулин те чарăнса тăмастчĕç. Тăшман совет салтакĕсем тапăнса пынине хирĕç тăраймасăр чаксах пыратчĕ, — каласа кăтартать ветеран. — Нимĕçсен позицийĕсем патне çитсен манăн катушкăра кабель пĕтрĕ. Рота командирĕ пăралук тупма, çыхăнăва йĕркене кĕртме хушу пачĕ. Мĕн тумалла?»
Тĕрĕссипе, ветеран каланă тăрăх, кабель яланах сахал пулнă. Çавна май çыхăнăва татас мар тесе темĕн те шухăшласа тупма тивнĕ. Оборонăра тăнă чухне, сăмах-ран, ахаль пăралукпа усă курнă. Çав лаптăкран кайнă чухне кабель пуçтарса вăхăт ирттермелле ан пултăр тенĕ. Йĕплĕ пăралуксем те усă кÿнĕ. Тепĕр чухне юпасем çинчен телефон линийĕсене вĕçерте-вĕçерте илнĕ.
«Тăшман блиндажĕ патне чуп. Тен, кабельсене пуçтарса кайса ĕлкĕреймен», — терĕ командир. Чупрăм часрах, — малалла калаçрĕ ветеран. — Чăнах та, вăл каланă пекех пулчĕ. Хамăрăн хура кабеле нимĕçсен хĕрлĕ кабелĕпе çыхăнтартăм. Лини ĕçне тĕрĕслесшĕн те — ĕлкĕреймерĕм. Пуç вĕриленсе кайрĕ. «Пĕтрĕм!» — тесе шухăшласа илме кăна ĕлкĕртĕм. Урăх нимĕн те астумастăп». Ку вăл ирхи сакăр сехетсенче пулнă. Пуçран аманса тăнне çухатнă салтака хамăрăннисем кăнтăрла иртни икĕ сехетсенче тин тупнă. Ревокат Прохорович çĕр пÿртре тăна кĕнĕ. Пуçне, аллине бинтланă. «Эпĕ хам алăран лекнине туйман та. Çыхса хунине асăрхасан тин аманнине ăнлантăм», — тет вăл.
Йывăр аманнăскер чылайччен тĕрлĕ госпитальте сипленнĕ. Пĕр вăхăтра тата алăсăр юлас хăрушлăх та сиксе тухнă: гангрена пуçланнă. Телее, ăста тухтăрсем вăхăтра пулăшу парса çăлса хăварма пултарнă. 1944 çул пуçламăшĕнче Ревокат Моисеев ефрейтор Новосибирск госпиталĕнчен тăван ялне, Шупашкар районĕнчи Ойкассине, таврăннă.
«Çапла маншăн Курск çывăхĕнчи çапăçусем хыççăн салтак пурнăçĕ вĕçленчĕ, — ассăн сывласа пĕлтерет ветеран. — Пур йывăрлăх, хăрушлăх пирки каласа пĕтереймĕн. Çав çулсенче никама та çăмăл пулман». Малалла вулас...

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.