Комментари хушас

29 Ака, 2020

Ырласа йышăнатăп

РФ Конституцине улшăнусем кĕртесси пирки пирĕн вулакансен шухăшĕпе малалла паллаштаратпăр.

Валентина АРСЕНТЬЕВА, Шупашкарти 53-мĕш шкул вĕрентекенĕ:

Улшăнусене ырласа йышăнатăп. Пенсие индексацилесси те, халăхсен хăйне евĕрлĕхĕ тĕлĕшпе пусăм туса чĕлхесене упраса хăварасси пирки калани те килĕшрĕ. Тăван чĕлхе аталанăвне вырăнти влаç тата ытларах витĕм кÿрсен аван пулмалла та… Унсăр пуçне чиновниксен чикĕ леш енче финанс тата ытти çыхăну пулмалла марри шухăша ячĕ. Питĕ аван кÿртĕм. Анчах та чиновниксене хăйсене кăна мар, вĕсен тăванĕсене те пырса тивмелле çак улшăну.

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.