Комментари хушас

16 Утă, 2020

«Ялĕпех пуçтарăнса шÿрпе çиесси халĕ те йăлара»

Культура тытăмĕнче вăй хуракансем хăйсен ĕçĕ мĕн тери яваплă та йывăр иккенне питĕ аван пĕлеççĕ. Вĕсем кашни кун халăх çинче, аслисемпе те, вĕтĕр-шакăрпа та пĕр чĕлхе тупма пĕлмелле. Чылай чухне каçсене, канмалли кунсене, уявсене халăхпа пĕрле ирттермелле. Ялан мĕн те пулин çĕннине, кăсăклине шыраса тупмалла. Культура тытăмĕнче тăрăшакан, хăйĕн ĕçне чунран парăннă çынсенчен пĕри — Чантăрти культура çурчĕн ертӳçи, республика шайĕнче иртнĕ чылай конкурс çĕнтерӳçи Вера ИВАНОВА. Унпа чуна уçса калаçма чăнласах та питĕ кăмăллă пулчĕ.

— Вера, тавах вăхăт тупса пирĕн тĕпеле çитнĕшĕн. Паянхи тĕлпулупа усă курса культура çурчĕн ертӳçин ĕç-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллашам-ха.

— Уççăн каласан, пирĕн ĕçĕн вĕçĕ-хĕрри çук. Талăкĕпех ĕçре эпир. Шухăшсемпе те, ĕçсемпе те кунĕн-çĕрĕн халăхпа пĕрле.

— Çапла, çынсемпе ĕçлесси — чи кăткăссисенчен пĕри. Тĕрĕсех, клуб ĕçне пĕччен туса пыма çук. Мероприятисене пушă залра ирттереймĕн. Апла калаçăва чи пысăк ĕçсем пирки тăсар пуль...

— Клуб ĕçне пысăккипе пĕчĕкки çине уйăрма çук çав. Пурте пĕлтерĕшлĕ. Культура мероприятийĕ ирттересси те, юсав тăвасси те – веçех пĕр шайра. Чантăрти культура çуртĕнче вунă çул вăй хуратăп. Ĕçе кĕнĕ çулхине клуба Шупашкарти «Салют» культура керменĕн филиалĕ туса хучĕç. Телейĕм пурах çав. Лайăх коллектива лекрĕм. Кермен ертӳçипе Юрий Бондаревпа пĕр чĕлхе тупрăмăр, çулталăкран мана Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтне вĕренме кĕме сĕнчĕ çеç мар, майсем те туса пачĕ. Дипломлă пултăм. Социаллă культура ĕçĕн менеджерĕн профессине илтĕм. Ĕçе кĕнĕ çулах пĕр депутат пулăшнипе клубра юсав ĕçĕсем турăмăр. Клуб ертӳçи пулма сĕнсенех питĕ савăнтăм, анчах клуб алăкне уçсан алă усăнчĕ. Стенасем кăвакарнă, сцена çумĕнчи урай хăмисем, чĕрече рамисем çĕрнĕ, пӳлĕмсенче ĕçлеме май çукчĕ. Шухăшсем пуçа пăраларĕç: «Йĕрке мĕнле туса çитерес? Ăçтан укçа тупас?»

— Эх, укçа-тенкĕ ыйтăвĕ! Яланах кулянтарать çав вăл.

— Çак çĕр çинче Турă пурах. Ĕçлеме пуçласанах клуба «Пĕртăван Малинасем» концертпа килчĕç. Концерт хыççăн Николай Угаслов мăшăрне тата тăванĕсене машинăпа илме килчĕ. Ирина Угаслова кукăр-макăр бетон картлашкапа аннă чухне такăнса кайса чутах урине хуçатчĕ. «Коля, Верăна карт-лашкасене йĕркене кĕртме пулăшмаллах», — терĕ хайхискер упăшки çине тинкерсе. Темиçе уйăхран клуб умĕнчи картлашкасене тикĕслесе юрламалли-ташламалли сцена туса пачĕç, 12 рет вăрăм саксем лартса тухрĕç. Тепĕр депутат клубăн тулаш енне илемлетме пулăшрĕ.

— Юсав ĕçĕ нихăçан та пĕтмест. Пĕр енчине юсатăн, тепĕр енчи арканса пырать...

— Тепĕр 12 чӳрече улăштармалла, котельнăй хута ямалла, залри 200 кивĕ пукана çĕнетмелле. Хăвах пĕлетĕн: паян укçасăр пĕр пăта та çапса памаççĕ. Шупашкар хула администрацийĕ кăçал укçа уйăрнă, часах котельнăйне юсама пуçлăпăр.

— Юсав ĕçĕсем туса халăхпа ĕçлеме манмастăн-и?

— Эпĕ пĕччен мар, пулăшакансем пур. Клуб çумĕнче «Пилеш» пултарулăх ушкăнĕ ĕçлет. Ăна Вячеслав Вахтеркин юрăç ертсе пырать. Ушкăна эпĕ 1998 çулта йĕркелесе ятăм. Ун чухне В.И.Чапаев ячĕллĕ заводра калушсем тăваттăм. Ĕç эрнине чакарчĕç, каярахпа хамăр шутран отпуска ячĕç. Юрать ун чухне клуба вăхăтлăха ĕçе илчĕç. Ĕçлемесен укçа памаççĕ. Пурăнас тесех тăрăшатпăр-çке. Пултарулăх ушкăнĕ йĕркелес тесе çынсемпе калаçрăм. Пĕр шухăшлисем тупăнчĕç. Пушă вăхăтра пухăнтăмăр. Вара туслă коллектива чăмăртантăмăр. Паян «Пилеш» ушкăн 15 çынна пĕрлештерет, вĕсенчен тăваттăшĕ — арçынсем.

— Хăть ăçталла пăх: чăваш хĕрарăмĕсем малта. Арçынсене клуба юрламашкăн уттарма çăмăлах мар çав. Халăх умĕнче юрлассине темшĕн арçын ĕçĕ тесе шутламаççĕ.

— Ялта арçын сахал мар. Вĕсене кăсăклантарма пĕлмелле. Вячеслав маттур, Чантăрта тĕпленнĕ çынсене ушкăн арçынсăр тăлăх пулнине ĕнентерчĕ. «Пилешĕн» репертуарĕ пуян. Чăн-чăн артистсем пулса тăтăмăр. Вячеслав Вах¬теркин чылай юрра хăех кĕвĕлет. Концерта халăх пухăнтăр тесе программăна пĕчĕк сценкăсем кĕртетпĕр.

— Концертсене тӳлевсĕрех ирттеретĕр-и?

— Ку таранччен пĕр билет та сутса курманччĕ-ха. Анчах самани пире те хĕстерме пуçларĕ. «Хăвăр укçа ĕçлесе илме вĕренĕр», — теççĕ хуçасем. Çĕнĕ сезонта билетсем сутма тиветех.

— Концертсем интереслĕ иртеççĕ терĕн ав. Сире курма билет туянаççех пуль-ха…

— «Пилеше» çӳрекенсем маттур. Юрлаççĕ çеç мар, халăх ташшисене те ташлама ăста. Клуб çумĕнче «Нон-стоп» ташă ушкăнĕ те пур. Ăна Анжела Вахтеркина ертсе пырать. Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнчен хореографа вĕренсе тухрĕ. Пуçламăш классене çӳрекен ачасе¬не темĕн тĕрлĕ ташă та вĕрентет. Кăçал Инди ташшине питĕ хитре ташларĕç. Тумне ашшĕ-амăшĕ çĕлесе пачĕ. Тăвăллăн алă çупса шăпăрлансене сцена çине темиçе хут та кăларчĕç.

— Кур-ха, Чантăрта хаваслă халăх пурăнать.

— Эпĕ хам та питĕ хаваслă çын. Урампа утнă чухне пурне те сывлăх сунатăп, чарăнса тăрсах калаçатăп, шӳтлетĕп. Тепĕр чухне йытă-кушакпа та калаçма тивет. Çул çинче выртакан йытă çыртасран хăраса ачашшăн: «Эс кунта мĕн туса выртатăн? Атя, килелле чуптар, унта сана тутлă шăмă кĕтет», — тесе илĕртетĕп. Итлет тата! Ăшă сăмах йытта та килĕшет. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.