Канса килекенсен хушшинче чирлекен нумай
Коронавирус сарăлассипе кĕрешес енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн ларăвĕ иртрĕ. Ăна ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ертсе пычĕ.
Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов пĕлтернĕ тăрăх, республикăра коронавируспа чирленисен 69 проценчĕ сывалнă. «Ку эрнере хăйсен ирĕкĕпе 1689 çын анализ панă, 34-шĕн коронавирус пуррине тупса палăртнă. Çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса Шупашкарти 1-мĕш клиника больницинче, хулан 1-мĕш больницинче, «Чувашия курорт», «Надежда» санаторисенче 99 пациент сипленнĕ. Тĕп больницăсенчи кăнтăрлахи стационарсенче те реабилитаци тухаççĕ», — терĕ вăл. Чăваш Ене ытти регионтан /Мускав, Мускав облаçĕ, Мурманск, Мари Эл, Ханты-Манси тата Ямал-Ненец автономи округĕсем/ ĕçлесе, канса таврăнакансен хушшинче чирлекенсен шучĕ нумайланнă, кунашкал 36 тĕслĕхе тупса палăртнă. «Вĕсем тӳрех больницăна каймаççĕ, малтан килте сипленеççĕ», — терĕ Владимир Геннадьевич.
Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн ертӳçи Надежда Луговская каланă тăрăх, иртнĕ эрнере ОРВИпе чирлекенсен шучĕ 7 процент ӳснĕ, ӳпке чирĕпе аптракансен шучĕ сахалланнă — 195 çын. «Куç микрохирургийĕ» МНТКра ĕçлекен 165 çын тĕрĕслев витĕр тухнă, 13-ĕшĕн тата 2 пациентăн коронавирус пуррине палăртнă. Роспотребнадзор ĕçченĕсем медучрежденире тĕрлĕ çитменлĕх тупнă. Специалистсем çавăн пекех 216 предприяти-организацие тĕрĕсленĕ, 108 протокол çырнă. «Республикăри чылай шкула /50 процент/ тĕрĕсленĕ. Нумайăшĕнче хӳтлĕх хатĕрĕсемпе çителĕксĕр тивĕçтернĕ. Çĕнĕ расписанисемпе графиксем туман», — терĕ Надежда Феофановна. Вĕрентӳ министрĕ Сергей Яковлев пĕлтернĕ тăрăх, çак тĕллевпе бюджетран 152 миллион тенкĕ уйăрнă. «Çĕнĕ расписанисемпе графиксене авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне хатĕрлесе пĕтереççĕ. Кашни класс валли апатланмалли, канмалли уйрăм график пулĕ», — терĕ Сергей Петрович.
ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ Алла Салаева мобильлĕ ушкăнсем рейда тухса 163 протокол çырнă, 112-шне суда ярса панă. Ку енĕпе Вăрмар, Комсомольски районĕсенче, Канашпа Шупашкар хулисенче уйрăмах лайăх ĕçленĕ. Шалти ĕçсен министерствин ĕçченĕсем нумай тĕрĕслев ирттернĕ, 60 протокол çырнă. «Вăрттăн туянакансем» Муркаш, Куславкка, Шăмăршă районĕсенчи тата Шупашкарти 51 лавккара пулнă, вĕсенче маскăсăр çынсенех апат-çимĕçпе тивĕçтернĕ», — терĕ Алла Леонидовна.
ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков суйлав вăхăтĕнче хăрушсăрлăх мерисене пăхăнасси çинче чарăнса тăчĕ. «Карантин тапхăрне пула суйлава виçĕ куна тăсма йышăнтăмăр. Суйлавçăсем авăн уйăхĕн 11-13-мĕшĕсенче сасăлама пултараççĕ. Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче иртнĕ референдум вăхăтĕнчи пекех суйлав комиссийĕнче ĕçлекенсемпе суйлавçăсене хӳтлĕх хатĕрĕсемпе, дезинфекци тумалли япаласемпе тивĕçтерĕпĕр. Çак тĕллевпе 1200 термометр туянтăмăр, кайран вĕсене вĕренӳ учрежденийĕсене салатса парăпăр», — терĕ Александр Иванович. Суйлав комиссийĕн ушкăнĕсем инçетре вырнаçнă ялсене /суйлав участокĕ çук пулсан/ çитсе килĕç, çавăн пекех тухса çӳремен ватă çынсемпе сусăрсем патне киле пырса кайĕç. Кандидатсемпе тĕлпулусем, агитацисем ирттернĕ чухне асăрханулăх йĕркине асра тытмалла.
ПĔЛМЕ
Коронавирус инфекцийĕ пуррипе-çуккине палăртас тĕллевпе республикăри клиника больницинче тата венерологи диспансерĕнче анализ илеççĕ. Тухтăр направлени панă тăк — тӳлевсĕр, хăй тĕллĕн кайсан — тӳлевлĕ.
Организмра антителасем пуррине палăртас тесен республикăри клиника больницине, венерологи диспансерне, Шупашкарти 1-мĕш клиника больницине, хулан тĕп больницине, хулан 1-мĕш тата 2-мĕш больницисене каймалла. Тĕпчев тӳлевлĕ.