Комментари хушас

19 Çурла, 2020

Регион ертÿçи «пылак» фабрикăпа паллашрĕ

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев юнкун «Акконд» кондитер фабрикинче пулчĕ, предприяти ĕçĕпе паллашрĕ.

Фабрика цехĕсенче шавлă — пылак çимĕçсем туса кăларакан линисем пĕр вĕçĕмсĕр ĕçлеççĕ. Предприяти гендиректорĕ Валерий Иванов регион ертÿçине производствăпа тĕплĕ паллаштарчĕ: чĕр тавара йышăннинчен пуçласа хатĕр продукцие — канфет-печение — курупкасене тултарни таран. Валерий Николаевич палăртнă тăрăх, кăçал 77 çул тултарнă фабрика ватăлмасть — малаллах талпăнать: «Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчен тытăнса пĕр вунă хут ÿсрĕмĕр пуль — коллектив йышĕпе те, туса кăларакан продукци калăпăшĕпе те». Çитĕнĕвĕсем — куç умĕнче: «Акконд» паян кондитер изделийĕсен экспорчĕн калăпăшĕпе Раççейре иккĕмĕш вырăн йышăнать — унăн канфет-печенине чикĕ леш енче те килĕштереççĕ.

Мĕн тунипе çырлахмаççĕ — татах аталанасшăн. Нумаях пулмасть печени туса кăларакан çĕнĕ лини хута кайнă. Продукци ассортименчĕ те анлăлансах пырать. Паян кунта плиткăллă шоколад та туса кăлараççĕ — хальччен вăл пулман. Плансем вара тата пысăк — çĕнĕ корпус тăвас тĕллев пур. Предприяти ертÿçи иккĕленмест: миллиардсемпе виçекен инвестицисем хывма май пур, ку республика экономикишĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Олег Николаев «Аккондăн» пылак çимĕçĕсене пурте пĕлнине тата юратнине палăртнă /«çĕнĕрен те çĕнĕ тутăллă çимĕçсемпе тĕлĕнтеретĕр, савăнтаратăр»/ май фабрикăн, унăн коллективĕн ĕçне пысăка хурса хакларĕ, предприяти ĕçченĕсене тăрăшулăхшăн, фабрика, отрасль тата Чăваш Ен аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн наградăсем парса хавхалантарчĕ.

www.hypar.ru 

Николай КОНОВАЛОВ. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: