Комментари хушас

21 Çурла, 2020

Суту-илÿ центрĕсене ĕçлеме ирĕк пачĕç

Коронавирус сарăлассипе кĕрешес енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн ларăвĕ иртрĕ. Ăна ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ертсе пычĕ.

Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов пĕлтернĕ тăрăх, республикăра коронавируспа чирленисен 83 проценчĕ сывалнă. «Чирленисен хушшинче 34 çын - ытти регионтан килнисем, 19-шĕ ИВЛ аппаратпа сывлать. 45 пациент реабилитаци тухнă, тепĕр 109 çынна санаторисене вырнаçтарăпăр. Ку эрнере хăйсен ирĕкĕпе 1055 çын анализ панă, 13-шĕнне коронавирус тупнă. Антителăсене палăртас текенсен йышĕ ӳснĕ. Вакцинацие хатĕрленетпĕр, çак кунсенче республикăна вакцинăсем илсе килĕç», — терĕ Владимир Геннадьевич.

Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн ертӳçин заместителĕ Вера Головач каланă тăрăх, ӳпке чирĕпе аптракансен шучĕ сахалланса пырать — 165 çын, ОРВИпе 15 çултан аслăраххисем ытларах чирлеççĕ. Роспотребнадзор ĕçченĕсем ку эрнере 218 предприяти-организацие тĕрĕсленĕ, вĕсенче 165 предписани хăварнă. Шупашкарти пĕр кафере тата икĕ лавккара нумай çитменлĕх тупнă. «Пирĕн ĕçченсем суйлав участокĕсене çитсе курчĕç. Вĕсене дезинфекци тумалли, хӳтлĕх хатĕрĕсемпе тивĕçтермен. Вĕренӳ учрежденийĕсенче те хӳтлĕх хатĕрĕсемпе термометрсем çителĕксĕр пулнă. Шкулсенче пĕр сменăра ытла нумай ача вĕренет. Вĕсен ĕçне темиçе сменăпа йĕркелемелле. Калăпăр, Шупашкарти 51 шкулта пĕрремĕш сменăра вĕренĕ. Пĕлӳ çурчĕсенче ĕç графикĕпе расписанисем туса çитереймен», — терĕ Вера Михайловна.

Алла Салаева вице-премьер Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле хулисенче, Канаш, Красноармейски районĕсенче коронавируспа чирлисен йышĕ ӳснине пĕлтерчĕ. «Ку эрнере мобильлĕ ушкăнсем рейд вăхăтĕнче 133 протокол çырнă, 104-шне суда ярса панă. Ку енĕпе Шалти ĕçсен, Экономика, Сывлăх сыхлавĕн тата Транспорт министерствисем, Çĕнĕ Шупашкар, Вăрмар, Комсомольски районĕсенче уйрăмах лайăх ĕçленĕ. Элĕк, Йĕпреç, Етĕрне, Тăвай, Хĕрлĕ Чутай районĕсенче мобильлĕ ушкăнсен хастарлăхĕ чакнă. «Вăрттăн туянакансем» 45 лавккара пулнă, 12-шĕнче маскăсăррисем нумай пулнă», — терĕ Алла Леонидовна.

800 тăваткал метртан пысăкрах суту-илӳ центрĕсене ĕçлеме ирĕк пама йышăнчĕç. Дмитрий Краснов вице-премьер пĕлтернĕ тăрăх, республикăра кунашкал предприятисем — 150, вĕсенчен 80-шĕ — Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта. «Общество апатланăвĕн предприятийĕсем йывăрлăха кĕрсе ӳкнĕ. Тулли графикпе ĕçлеменнипе тухăç чакнă, специалистсем тухса каяççĕ, коммуналлă пулăшушăн тӳлесси кăткăсланса пырать», — терĕ Дмитрий Иванович. ЧР суту-илӳпе промышленноç палатин председателĕ Игорь Кустарин та унăн шухăшĕпе килĕшрĕ. Олег Николаев ку ыйтăва çывăх кунсенче татса пама шантарчĕ. «Асăрханулăх мерисем пирки никамăн та манмалла мар. Йĕркене пăхăнманнисем явап тытĕç», — терĕ вăл. Ларура çавăн пекех вĕренӳ учрежденийĕсенче ĕçлекенсене тест тутарма сĕнчĕç. Ĕç вырăнĕнче вĕсен маскăпа çӳремелле. Ют çĕршывран килекен студентсен 14 кун изоляцире ларма тивĕ, вĕсен те тест тумалла. Сăмах май, институт-техникумсенче вĕренекенсемпе ĕçлекенсен те маска тăхăнмалла.

www.hypar.ru