Комментари хушас

«Тăван Атăл-90»

Çитес çул «Тăван Атăлăн» сумлă юбилей, журнал тухма пуçланăранпа 90 çул çитет. Çак çавра çула палăртса, журналăн вулаканĕсене паха та илемлĕ хайлавсемпе ытларах тивĕçтерес тата тăван литературăна аталантарма çамрăксене явăçтарас тĕллевпе «Тăван Атăл»-90» ятпа конкурс ирттересси çинчен пĕлтеретпĕр.

Конкурс тăватă номинаципе иртет:

— Профессионал çыравçăсен тата 35 çултан аслăрах авторсен проза хайлавĕ;

— Профессионал çыравçăсен тата 35 çултан аслăрах авторсен поэзи хайлавĕ;

— 35 çула çитмен çамрăк авторсен проза хайлавĕ;

— 35 çула çитмен çамрăк çыравçăсен поэзи хайлавĕ. Конкурса чăвашла çырнă, халиччен ниçта та пичетленмен, литература шайне тивĕçтерекен хайлавсене çеç йышăнатпăр. Мĕн çинчен хайлав, çырас манер тата форми — автор ирĕкĕ.

Проза хайлавĕ А4 форматпа 60 страницăран, поэзи хайлавĕ 700 йĕркерен ытла пулмалла мар. Ĕçсене Arial Cyr Chuv шрифтпа 12-мĕш кегльпа пичетлемелле, çак адреспа ярса памалла: art-holl56@mail.ru /эл.почта/ е 428019, Шупашкар хули, И.Яковлев проспекчĕ, 13 çурт, 3 хут, 301 пÿлĕм, «Тăван Атăл» журнал редакцийĕ, «Тăван Атăл»-90» конкурса.

Авторăн конкурса икĕ номинаципе те хутшăнма ирĕк пур. Çĕнтерÿçĕ кашни номинаципе пĕрре çеç пулать. Хайлавпа пĕрле хăвăрăн çинчен пĕлтерни те кирлĕ: — тулли ят; — тулли адрес; — электрон почта; — телефон; — сăнÿкерчĕкпе кĕске биографи.

Асăрхаттарни: ытти чĕлхерен куçарнă хайлавсене жюри пăхса тухмасть.

Конкурс 2020 çулхи авăнăн сентябрь 1-мĕшĕнчен пуçласа 2021 çулхи чÿк ноябрь уйăхĕн 1-мĕшĕччен тăсăлать. Юпа октябрь уйăхĕн 31-мĕшĕ — ĕçсене йышăнмалли юлашки кун.

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.