«Ырă чăматан»: Чăваш энергосбыт компанийĕ тăлăх ачасене парнесемпе савăнтарчĕ

«РусГидро» Ушкăн ятарласа «Ырă чăматан» акци йĕркелесе парнесем пухнă та — Çĕмĕрлери тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр юлнă ачасен центрĕн воспитанникĕсем Пĕлÿ кунĕнче шкула кайма кирлĕ хатĕрсем, ытти япала илчĕç. «Чăматанра» — çĕнĕ портфельсем, спорт костюмĕсемпе кроссовкăсем, конструкторсемпе тĕрлĕ кĕнеке… Вĕсене ачасене Чăваш энергосбыт компанийĕн ĕçченĕсен ячĕпе компанин ĕç тăвакан директорĕ Александр Гончаров парнелерĕ.
«Ырă Чăматан» акцие «РусГидро» Ушкăна кĕрекен компанисен ĕçченĕсем 2018 çултанпа йĕркелеççĕ. Ачасене шкула каймашкăн хатĕрленме пулăшмалли акцисене вара «РусГидрора» чылай çул ирттереççĕ ĕнтĕ.
— Çак акци «РусГидро» компани ĕçлекен мĕн пур регионта çуллен иртет, — терĕ ЧЭСКăн ĕç тăвакан директорĕ Александр Гончаров. — Унта компанин мĕн пур предприятийĕ хутшăнать, Мускаври офиссен ĕçченĕсем питĕ хастар. Эпир ыр кăмăллăхпа çыхăннă акцие кăçал хутшăнтăмăр. Ĕçтешĕмсем çапла хавхалануллă пуласса эпĕ, тĕрĕссипе, кĕтменччĕ те — хăвăрт кăна укçа пухрĕç. Эпир кашни ачана савăнăç кÿрес терĕмĕр, çавна май шкулта кирлĕ хатĕрсем кăна мар, спорт костюмĕсем, кроссовкăсем, мечĕксем те парнелерĕмĕр. Паян ачасемпе курнăçни чăннипех чуна пырса тиврĕ: пурин те куçĕсем çиçеççĕ, кăмăлĕ çĕкленÿллĕ! Эпир çак ĕçе малалла тăсăпăр — вăл ырă йĕлана çаврăнĕ. Компанин мĕн пур ĕçченне кăнттам чунлă пулманшăн, ачасене пулăшма кăмăл тунăшăн чĕререн тав тăватăп.
Палăртни вырăнлă: парнесене кăçал Çĕмĕрлери тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр юлнă ачасен çурчĕпе сывпуллашакан яшсемпе хĕрсене те парĕç. Вĕсем професси паракан вĕренÿ заведенийĕсен пĕрремĕш курсне вĕренме кĕнĕ ĕнтĕ, хăйсем тĕллĕн пурăнма пуçлаççĕ темелле. Апла пулин те — энергетиксен парнисем пĕртте ытлашши пулмĕç.
— Пирĕн учреждени Чăваш Енĕн тĕп хулинчен инçерех вырнаçнă та — ыр кăмăллăх тени кунта час-часах çитмест. Çавна май Чăваш энергосбыт компанийĕ пек пысăк компани пире асăрханăшăн, кунта çитнĕшĕн питĕ савăнатпăр, пирĕн ачасене чăннипех пысăк уяв туса панăшăн чунтан тав тăватпăр. Чăваш энергосбыт компанийĕ пире валли «Ырă Чăматансем» илсе килчĕ. Унта пĕтĕмпех — ачасене кирли. Энергетиксем пирĕнпе малашне те туслă пуласса питĕ шанатпăр, — савнăçне пытармарĕ Çĕмĕрлери центр директорĕ Татьяна Цапина.
Çав кунах энергетиксен ыр кăмăллăх пулăшăвĕ сывлăх енĕпе хевтесĕр ачасен Кÿкеçри тата Çĕмĕрлери пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул-интерначĕсене те çитнĕ. Кÿкеçре шкула пуçласа каякансене пĕрремĕш классене кирлĕ хатĕрсен пуххисемпе тата портфельсемпе савăнтарнă, Çĕмĕрлери ачасене канцеляри таварĕсем, портфельсем парнеленĕ. Çак акци компани ĕçченĕсене волонтерсен тата ыр кăмăллăх юхăмне явăçтарас тĕллевлĕ анлă ĕç тăсăмĕ пулса тăрать.
Социаллă яваплăха тĕпе хуракан компани пулма ăнтăлнă май «РусГидро» тĕрлĕ енлĕ ыр кăмăллăх программине пурнăçлать. Унăн тĕллевĕ профессионал энергетиксен çĕнĕ ăрăвне çитĕнтерессипе пĕрлех компани предприятийĕсем ĕçлекен мĕн пур регионта ырă социаллă хутлăх йĕркелессине, пурнăç пахалăхне лайăхлатассине тĕпе хурать. «РусГидро» Ушкăнăн ыр кăмăллăх программин энергетиксем çине тăрса ĕçлекен тĕп çул-йĕрĕсен шутĕнче — вĕрентÿ, экологи, сывлăх сыхлавĕ, спорт, культура, социаллă учрежденисемпе организацисене тĕревлесси, ыр кăмăллăх фончĕсене, НКОсене, нушаллă граждансене пулăшасси, регионсен инфратытăмне комплекслă майпа аталантарасси.
Николай КОНОВАЛОВ. Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕсем.
♦ Кунашкал спорт тумĕпе кашниех спортпа туслă пулĕ.
♦ «Ырă Чăматанра» мĕн кăна çук!