Комментари хушас

4 Авăн, 2020

Чăвашпотребсоюз 100 çулхи юбилейне анлă паллă турĕ

Паян К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх драма театрĕнче Чăвашпотребсоюз 100 çулхи юбилейне анлă паллă турĕ. Ĕçченсене саламлама ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев, ытти сумлă хăнасем хутшăнчĕç.

100 çул каялла Чăваш автономи облаçĕнчи кооператив организацийĕсем Чăвашсоюза пĕрлешнĕ. Çирĕм çул ытла ĕнтĕ Чăвашпотребсоюз, районти потребитель обществисем Раççейри потребитель кооперацийĕсен хушшинче малтисен йышĕнче.

Чăвашпотребсоюз çулсерен 10 млрд тенкĕлĕх ĕç-хĕл пурнăçлать. Унăн тытăмĕнче 6 пин çын ĕçлет. Юлашки 5 çулта 1,4 млрд тенкĕлĕх инвестици хывнă. Укçа-тенкĕ ял территорийĕсене аталантарма, çынсене çăмăллăхпа тивĕçтерессине лайăхлатма кайнă. Суту-илÿ предприятийĕсен ĕçĕ-хĕлне автоматизацилени те туянакансен ыйтăвне çийĕнчех пурнăçлама май парать. Чăвашпотресбсоюз çулсерен 1 млрд тенкĕлĕх ял хуçалăх продукцине хатĕрлет. Аграрисемпе тачă çыхăнса ĕçлет.

Уява хатĕрленнĕ май кооператорсем театр умĕнче, фойере Чăвашпотребсоюзăн çитĕнĕвĕсемпе, çĕнĕлĕхĕсемпе паллаштаракан курав йĕркеленĕ.

Олег Николаев Чăвашпотребсоюз республика аталанăвĕнче пысăк вырăн йышăннине палăртса ĕçченсене тав турĕ, ăшшăн саламларĕ.

Уявра ĕçре палăрнисене патшалăх наградисене парса чысларĕç. Пĕтĕм Раççейри «Отрасль ĕçĕ-хĕлне тухăçлă аталантарнăшăн» ăмăртура 1-мĕш вырăн йышăннă Чăвашпотребсоюза Тĕп союзăн куçса çÿрекен ялавне пачĕç. Паллă юбилей тĕлне чăннипех курăмлă парне пулчĕ.

Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...

www.hypar.ru

Лариса НИКИТИНА.