Патăрьелсем велочупăва тухнă

Патăрьел районĕ йĕркеленнĕренпе 93 çул çитнине халалласа авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче велочупу иртнĕ.
Старта пуçлаканĕ — Патăрьел районĕн администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ — финанс уйрăмĕн ертӳçи Светлана Чернова. Велосипедистсем çак маршрутпа чупнă: Патăрьел — Çĕнĕ Ахпӳрт — Туçа — Ксыл-Чышма — Начар Упи — Алманчă — Тутар Сăкăчĕ — Сăкăт — Шăнкăртам — Нăрваш Шăхаль — Çĕньял — Турхан — Шăхач — Аслă Чемен — Пăлапуç Пашьел — Аслă Арапуç — Хирти Пикшик — Еншик — Тăрăн — Патăрьел. Пĕтĕмĕшле — 100 километр.
Йĕркелӳçĕсем çакнашкал мероприяти çулленех иртессе шанаççĕ.
www.hypar.ru Batyr.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ