Комментари хушас

18 Авăн, 2020

Çамрăк спортсменсем тренировкăсем ирттерĕç

Коронавируспа çыхăннă лару-тăру республикăра паян йĕркеллĕ. Çапла палăртрĕç авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче ЧР Правительство çуртĕнче иртнĕ коронавирус инфекцийĕ сарăлассине сирес енĕпе йĕркеленĕ оперштабăн черетлĕ ларăвĕнче. Ăна ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ертсе пычĕ.

ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов пĕлтернĕ тăрăх, инфекци сарăлăвĕн коэффициенчĕ 1,0-па танлашать. Пандеми пуçланнăранпа республикăра 8248 çын усал çак чирпе чирленине палăртнă. Вĕсенчен 44 – шĕ — Раççей Федерацийĕн ытти субьекчĕсенчен килнисем. 7025 çын сывалнă. Республикăра гриппа ОРВИ чирĕсенчен сыхланма 206 пин çынна прививка тунă. Чăваш Ене 42 доза коронавирус вакцини килнĕ. Çитес вăхăтрах асăннă вакцинăн 1054 дози килсе çитмелле. Прививкăна чăн малтан медицина ĕçченĕсене тăвĕç.

Çанталăк сивĕтрĕ, çумăрсем пуçланчĕç. Çавна май Чăваш Енре пурăнакансен хушшинче ОРВИ-пе чирлекенсен йышĕ нумайланнă. 7-14 çулти ачасен хушшинче шăнса пăсăласси 1,3 хутчен, 15-17 — çултисен хушшинче 3 хутчен ÿснĕ. ОРВИ Шупашкар хулинче, Çĕмĕрлепе Шупашкар районĕсенче нумайрах сарăлнă. Ÿпке чирне /пневмоние/ килти условисенче чирлесе ирттерекенсен йышĕ 13 процент ÿснĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Алла Салаева пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ эрнере лару-тăрăва шута илсе мобильлĕ бригадăсен йышне чакарнă. Маларахри эрнере вĕсен шучĕ 220-пе танлашнă тăк, иртнĕ эрнере 150 пулнă. Вĕсем яланхиллех обществăлла апатлану вырăнсенче, транспорт çинче тĕрĕслевсем ирттернĕ. Вĕренÿ çулĕ пуçланнăранпа икĕ эрне иртрĕ. Шкулсемпе садиксенче çĕнĕ вирус сарăлман-и? Çак ыйту иртнĕ ларура тĕп вырăн йышăнчĕ теме пулать. Профилактика тăвассине пысăк тимлĕх уйăрнине палăртрĕ Алла Леонидовна. Çапах та коронавирус сарăлнă тĕслĕхсем пур. Калăпăр, авăн уйăхĕн 17 – мĕшĕ тĕлне вĕрентÿ учрежденийĕсенче /9 шкулпа икĕ ача садĕнче/ коронавируспа чирленĕ 21 тĕслĕхе палăртнă. Чир ернисен шутĕнче ачасем те, аслисем те пур. Çавăн пекех И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче пĕр студенткăпа преподаватель коронавируспа чирленĕ. «Республикăна 13200 рециркулятор кÿрсе килнĕ. Ку эрнере вĕсене шкулсене, классене çитерĕç», - пĕлтернĕ вице-премьер. Ларура ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Василий Петров «Росика» тата «Белые камни» физкультурăпа сиплев центрĕсене ĕçлеттерсе яма ыйтрĕ. Вăл çавăн пекех 18 çултан çамрăкрах спортсменсен хушшинче тренировкăсем тата ăмăртусем ирттерме ирĕк ыйтрĕ. ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Олег Николаев хушăвĕпе ятарлă указ хатĕрлĕç.

www.hypar.ru

Рубрика: