Комментари хушас

9 Çурла, 2014

Улшăнусем пуласса шанатăп

Эпĕ - пурнăç тути-масине курнă çын, унăн хакне аван чухлатăп. Хыçа юлнă кун-çулăма аса илнĕ, тишкернĕ май пуçра тĕрлĕ шухăш явăнать: пурне те кирлĕ пек пурнăçларăм-ши, çутă тĕллевсенчен хăшĕ-пĕри мĕншĕн ĕмĕтре кăна юлчĕ-ши?

Пирĕнтен кашниех çĕр çине çут çанталăк тивлечĕпе ырă курса пурăнма килет. Пурин те телейлĕ пулас, хăйĕн хыççăн ырă йĕр хăварас, ывăл-хĕре халăха юрăхлă çитĕнтерес ĕмĕтпе малалла ăнтăлас килет.

Çĕр çинче эпир хăнара кăна. Çын ĕмĕрне 100 çулпа виçетпĕр, çут çанталăк саккунĕпе çакă килĕшсе тăрать пулас: ĕмĕр урлă каçнисем питĕ сахал. 100 çула çитиччен пурнăçра тем те пулса иртет. Çапах унăн кашни кунĕ хаклă, ăна ытлашши памаççĕ. Шухăшлатăп та тĕлĕнетĕп: шутлă çав вăхăта хаклама пĕлменни час-часах пулать. Чылайăшĕ çут çанталăк пилленĕ 100 çула та çитеймест. Сăлтавĕ тĕрлĕрен, пирĕнтен килменнисем те сахал мар: хăрушă пулăм, вăрçă инкекĕ тата ытти. Кусем пирки питех калаçмăпăр, урăххи канăçсăрлантарать мана.

Сăмаха çут тĕнчене килекен пепкерен пуçлар-ха. Унăн пурнăçĕ амăшĕн варĕнчех йĕркеленет. Ачаран мĕнле çын пулассине компьютер ĕçне программăланă пекех палăртма май пур теççĕ.

Мĕнле условисенче тĕвĕленни те унăн малашлăхне витĕм кÿрет. Çамрăк пурнăç юратупа шанăçлăхра вăй илмелле. Анчах пур чухне те çапла пулмасть вĕт. Ĕçкĕçсенчен, наркомансенчен тата чирлĕ ытти çынран çуралакан ачасен малашлăхĕ иккĕленÿллĕ. Вăхăтлăх юратура тĕвĕленнисем те сахал мар, ун пеккисен кун-çулĕ те ырă пуласса шанмалли çук.

Тĕрлĕ çăл-куç пĕлтернĕ тăрăх - Раççейре кашни çул вăтамран 10-12 пин хĕрарăм тĕпренчĕкне ача çуратмалли çуртра пăрахса хăварать. Çакă та паллă: çуллен 7-8 пин ачана усрава илеççĕ. Ку ырă пулăм темелле: ашшĕ-амăшне кирлĕ пулман чун çемье ăшшине туйса çитĕнет, тивĕçлĕ воспитани илет.

Анчах кунта та шăйрăксăр мар иккен: хăшĕсем тăлăхсене хăйсен пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе кăна йышăнаççĕ. Раççей Правительствин Пуçлăхĕн çумĕ Ольга Голодец Патшалăх Думинче пĕлтернĕ тăрăх - 2012 çулта 4500 ачана усрава илнĕ çемьесем тĕрлĕ сăлтавпа вĕсене каялла панă. Çапла вара хÿтлĕхсĕрскерсем иккĕмĕш хут тăлăха тăрса юлнă. Хăй никама кирлĕ мар текен шухăш усрав ачан ăс-тăнне кĕрсе вырнаçатех. Çак сăлтавпах çапкаланчăка тухас хăрушлăх пур.

Йĕрке тăрăх - усрава илекен çемьесем ачана хăйсем тăван пулманни çинчен пĕлтермеççĕ, чăн ашшĕ-амăшĕ кам иккенне вăрттăнлăхра тытаççĕ. Çакă паллă: пĕчĕк чухне кăна мар, ÿссен те унăн чĕринче хăйне кун çути кăтартнă хĕрарăм юнĕ чупать, çавна май ача хăйне тем çитмен пек туять. Ăна пăхса çитĕнтерекенсем ашшĕ-амăшĕ маррине ăнсăртран пĕлни психикине хавшатать. Вăрттăнлăха пĕлтерекен "ырă" çын та часах тупăнма пултарать, кун пек чухне тăлăх чунĕнче кÿренÿ, пăлхану çуралать.

Ача çуратасси - яваплă, пĕчĕкскере пăхса ÿстерсе çын тăвасси - тата яваплăрах. Ку енĕпе çемьере те, шкулта та, обществăра та çитменлĕх сахал мар. Амăшĕ тĕпренчĕкне сĕмсĕртерех пулма хистенине темиçе те асăрханă. Пĕчĕкскер: "Пире шкулта урăхла вĕрентеççĕ-çке," - теме пăхсан асли сĕмсĕрсем, ултавçăсем хальхи саманара лайăхрах пурăннине аса илтерет. Чăн та, вăрласа-улталаса пуякан йышлă паян. Саккун та унашкаллисене ячĕшĕн çеç айăпланçи тăвать.

Пĕр тĕслĕх илсе кăтартатăп. Шкул ачисене кĕркунне час-часах çĕр улми ани çине илсе тухаççĕ. Пĕри, амăшĕ хушнипе ĕнтĕ, таврăннă чухне пĕр хутаç паранкă тултарса килет. Кÿрши ăна çакăншăн мухтать, хăйĕн ачине пурăнма пĕлместĕн тесе ятлать. Пĕрлешÿллĕ хуçалăх çимĕçне йăкăртма хăнăхнă шĕвĕркке ÿссе çитсен производствăран мĕн май килнине хĕстерсе тухма тытăнасси иккĕлентермест. Вăл вăрă ĕçĕпе çаклансан пурте тĕлĕнетпĕр: ачи йĕркеллĕччĕ-çке...

Тÿрĕ кăмăлпа ĕçлесе пурăнакана хакламаççĕ мар-ха, çапах та пуянни паян ытларах хисепре. Укçалли депутат та, пуçлăх та пулаять. Вăл мĕнле пуйса кайнине кун пек чухне шута илмеççĕ.

Борис Ельцин влаçа ларсан: "Пултарнă таран пуйăр, эпĕ сире ирĕк панă", - терĕ. Лайăх, тÿрĕ кăмăлпа ĕçлесе пуясси пирки çăвар та уçмарĕ.

Вăрламасăр, улталамасăр пурăнма пулать-и? Саккунсене пăсмасăр, обществăра çирĕпленнĕ йĕркене тытса пыма май килет-и? Хăвăн чи хаклă пуянлăхна - сывлăха - упрама пулать-и? Паллах, пулать тата пĕтĕмпех хăвăнтан килет.

Шухăшлатăп та, çынна пурнăç çулне тĕрĕс тытса пымашкăн ачаран вĕрентсе воспитани пани кăна кирлĕ. Çакна пăхăнса пурăнсан преступлени тăвакан сахалланĕ, никама кирлĕ мар çапкаланчăк ача пулмĕ, право йĕркин хуралçисен ĕçĕ те урăхла йĕркеленĕ, çынсем тĕрме "воспитанийĕ" илмĕччĕç.

Çапли çапла та-ха, анчах укçа-пуянлăх пурнăçпа хуçаланнă саманара шухăшăмсем ĕмĕт шайĕнче çеç юлĕç çав. Анчах воспитани ĕçне малашне чылай вăйлатасса шанас килет.

Ĕмĕр вăрăм тесе калаймăн. Чылайăшĕ 50-60 çул кăна пурăнни хамăра хамăр хисеплеменнине пĕлтерет пек туйăнать. "Паян лайăх пурăнас-ха, малаллахине турă пĕлет", - тесе кунсене сăлтавсăр çухатмалла марах.

Ревокат МОИСЕЕВ.

Комсомольски районĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.