Комментари хушас

25 Авăн, 2020

Юман патĕнче — флешмоб

Паянхи куна Муркаш районĕнчи Ильинка вăрман хуçалăхĕнчи 369 çулти юман «Раççейри çулталăк йывăçĕ» рейтингра 27 пин ытла сасă пухрĕ. Çĕршывăн тĕп йывăçĕ ята тивĕçессишĕн 12 симĕс конкурсант вăй виçеççĕ. Сасăлава Чăваш юманĕсĕр пуçне Мари Элти, Мордвари, Дагестанри, Липецк, Брянск, Тамбов тата ытти тăрăхри йывăçсем хутшăнаççĕ. Чи ватă йывăçсен хушшинче пирĕн юманăн та чи пĕрремĕш пулма шанăç пур — сасăлавра вăл Дагестанра ÿсекен платан хыççăн.

«Чăваш юманĕ хăйĕн историйĕпе, тураттисен сарлакăшĕпе тĕлĕнтерет. Вăл çĕнтерÿçĕ ята илсе 2021 çулта Раççее Европа шайĕнче кăтартма тивĕç», — палăртнă кăçал çулла Чăваш Енре пулса курнă «Йывăçсем — çут çанталăк палăкĕсем» программăн комиссийĕн председателĕ Сергей Пальчиков.

Эпир сирĕнпе Чăваш юманне тата ытларах сасă пулăшма пултаратпăр. Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен rosdrevo.ru сайтра хăвăр сасăра пама ан манăр. Вăхăт нумаях юлмарĕ, пирĕн мăнаçланмалли пурах. Пĕтĕм тĕнчипех Чăваш юманĕ çинчен пĕлтерер.

Чăваш Енри чи ватă юманăн çÿллĕшĕ — 24, сарлакăшĕ — 1,82 метр. Вăл Муркаш районĕнче Ильинкă вăрман хуçалăхĕнче вырнаçнă. Сăмах май, чăваш юманĕ республика ялавĕ тата гербĕ çинче сăнланнă.

Паян та çак аслă юман патĕнче çамрăксен пуçарăвĕсен центрĕ флешмоб ирттерчĕ. Унта волонтерсем, ЧПУ тата ЧППУ студенчĕсем, Раҫҫейри студентсен пӗрлешӗвӗсем хутшӑнчӗҫ. Вĕсем чăвашри чи ватă юмана ыталаса илчĕç, унпа асăнмалăх сăн ÿкерĕнчĕç. Килнисенчен ытларахăшĕ кунта пĕрремĕш хут, çавăнпа вĕсене ку вырăн тата кăсăклантарчĕ, хăшĕ-пĕри вара çак йывăç патĕнче темиçе пулнине те палăртрĕ. Унтан ҫамрӑксем пурте аслă йывăç йӗри-тавра карталанса ҫаврӑнчӗҫ, юрă шăрантарчĕç. Çамрăксем пирĕн чăваш юманĕ çак конкурсра çĕнтерессе питĕ шанни туйăнчĕ, çавăнпа вĕсем те конкурсра хамăрăн чăваш юманĕшĕн сасăлама ыйтаççĕ.

www.hypar.ru

Татьяна ИШМУРАТОВА.

Видеосем кунта...

Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...

 

Рубрика: