Комментари хушас

19 Раштав, 2013

Йывăр вăхăтра пулăшаççĕ, шанчăк парнелеççĕ

Сусăрсене ĕçпе тивĕçтерме тăрăшни - цивилизаци шайĕн тĕп кăтартăвĕсенчен пĕри. Пирĕн республикăра та инвалидсене пулăшасси ЧР Правительствипе ĕçлев службин органĕсен приоритетлă тĕллевĕ пулса тăрать. Ку енĕпе Елчĕк районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр та çине тăрса ĕçлет.

Кашни сусăрпа - уйрăммăн

«Сусăрсене кăткăс лару-тăрура адаптациленме пулăшасси, вĕсене квалификацине ÿстерме е çĕнĕ професси алла илме май туса тата ĕç тупса парасси - пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри», - палăртать центр директорĕ Марина Васильева, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ. Кăçал ку учреждение ĕç шыраса сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшакрах 30 çын килнĕ. Унти специалистсем кашни инвалидпа уйрăммăн ĕçлеççĕ: ĕç шырамалли мелсем пирки каласа кăтартаççĕ, ĕçлев рынокĕнчи лару-тăрупа паллаштараççĕ, хăйсен бизнесне уçма май пуррине ăнлантараççĕ, семинарсем тата ытти мероприяти ирттереççĕ, вăхăтлăх е яланлăх ĕçпе тивĕçтереççĕ. Ку ушкăнри çынсем валли вакансисене реабилитаци уйрăм программипе килĕшÿллĕн суйлаççĕ, хевтесĕрскерсен ĕç калăпăшĕ ыттисенчен пĕчĕкрех пулмаллине шута илеççĕ. Кăçал центр 22 сусăра ĕçе вырнаçтарнă, çав шутран пĕрне - республика тулашне. 1 çынна професси вĕренĕвне янă, теприне вăхăтран маларах пенси пама пуçланă, 11-ĕн профориентаци пулăшăвĕ илнĕ. Раштав уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 6 инвалид ĕçсĕррисен шутĕнче тăнă.

Кăçал инвалидсем валли республикăн тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн Т.В.Николаева, В.Ф.Петров, Л.П.Александрова предпринимательсем патĕнче «учетчик», «хуралçă», «çĕвĕç» профессисемпе ятарлă 3 ĕç вырăнĕ хатĕрленĕ. Вĕсем хăйсем патне пĕрер çынна илнĕ, виççĕшĕ те паян та ĕçлеççĕ. Сусăрсем валли ятарлă хатĕрсемпе пуянлатнă ĕç вырăнĕ йĕркеленĕшĕн предпринимательсене Чăваш Республикин бюджетĕнчен укçа уйăрса панă. Саккунпа килĕшÿллĕн - предприяти-организаци III ушкăн инваличĕ валли пĕр ĕç вырăнĕ хатĕрлемешкĕн 67,1 пин тенкĕрен ытла мар, II тата I ушкăнри валли 75 пин тенкĕрен кая мар пĕтерсен вĕсен тăкакĕсене саплаштараççĕ. Акă Людмила Александрова предприниматель çĕвĕç кирлĕрен центра пынă. Специалистсемпе канашланă хыççăн вăл хăлхи япăхрах илтекен Светлана Анисимовăна ĕçе илме палăртнă, ун валли çĕвĕ машини, ятарлă пукан тата ытти хатĕр туяннă. Юпа уйăхĕн вĕçĕнче вырнаçнă хĕрарăм çĕвĕ ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене хăнăхса пыни савăнтарать Людмила Петровнăна. Кунти условисемпе Светлана Николаевна та кăмăллă. Ĕçе кашни ир хавхалануллă туйăмпа килнине пытармарĕ вăл.

Унсăр пуçне Г.П.Леонтьева предприниматель патĕнче нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕ валли «çĕвĕç» профессийĕпе 2 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Çапла вара республикăн сусăрсене, инвалид ачасемлĕ, йышлă ача çитĕнтерекен ашшĕ-амăшне ĕçпе тивĕçтерес тĕлĕшпе 2013 çул валли йышăннă тĕллевлĕ программăна кăçал туллин пурнăçланă центрта вăй хуракансем: унта хутшăнакансен шучĕпе те, уйăрнă укçа-тенкĕпе усă курни енĕпе те.

2013 çулта центр инвалидсене вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерес тĕллевпе В.Н.Шипцов хресчен /фермер/ хуçалăхĕпе, Г.Н.Никитин предпринимательпе, Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн администрацийĕпе тата ыттисемпе 6 килĕшÿ /30 пин тенкĕлĕх/ тунă, вăхăтлăх 8 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Раштав уйăхĕн 3-мĕшĕнче ку учрежденире асăннă ушкăнри çынсем валли «Çĕнетÿ» ятпа пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Унта районти ĕç рынокĕнчи лару-тăру, паянхи кун кирлĕ профессисем, предприяти-организаци ертÿçисем хăйсем патне вырнаçас текенсенчен мĕн кĕтни, ĕç шырамалли меслетсем пирки каласа кăтартнă. Çак мероприятирех инвалидсене ĕçе вырнаçтармалли программăсемпе паллаштарнă, вĕсене валли квота уйăракан организацисем çинчен сăмах пуçарнă. Информаци кунне 5 сусăр хутшăннă.

 

Квота пирки - тĕплĕнрех

Сусăрсене ĕçе вырнаçтарас тенĕ чухне специалистсем «Чăваш Республикинче инвалидсем валли ĕç вырăнĕсем квотăласси çинчен» саккунне тĕпе хураççĕ. Центр çак саккуна пурнăçламалли пирки ăнлантару ирттерет, ку енĕпе предприяти-организаци ертÿçисемпе, халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен уйрăмпа, кадр службисен специалисчĕсемпе çыхăну тытать. Квота пирки калас тăк - Чăваш Республикинче 100 çынран иртекен коллективлă предприятисенче /вĕсен йĕркелÿпе право тата харпăрлăх формисене пăхмасăр/ ĕçченсен вăтам списокĕн 2 процентне инвалидсем валли уйăрмалла. Çакăн пек йышлă организаци Елчĕк районĕнче хальхи вăхăтра 4: «Прогресс» АХО, «Комбайн» ЯХПК, район тĕп больници, почтамт. Вĕсем пурте сусăрсене ĕçе илмелли квотăна пурнăçлани çинчен центра уйăхсерен информаци параççĕ. Раштав уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне çак организацисенче квотăланă ĕç вырăнĕ 17 пулнă, вĕсенче 16 сусăр вăй хунă.

Кăçал чÿк уйăхĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин «Чăваш Республикин «Чăваш Республикинче инвалидсем валли ĕç вырăнĕсем квотăласси çинчен» саккунĕн 2 тата 4 статйисене улшăнусем кĕртесси çинчен» саккунне алă пуснă. Унта 35 çынран сахал мар тата 100-тен ытлашши мар коллективлă ĕç паракансемшĕн списокри вăтам йышăн 1,5 процентлă виçипе квота йышăнмаллине палăртнă. «Çакнашкал йышлă организаци пирĕн районта пĕтĕмпе 18. Вĕсен ертÿçисемпе эпир çак кунсенче канашлу ирттеретпĕр, ĕç паракансене çĕнĕлĕхсемпе паллаштаратпăр, ытти самант пирки ăнлантаратпăр», - терĕç центр специалисчĕсем. Çапла вара тата ытларах сусăра ĕçпе тивĕçтерме май килĕ. Паллах, яланхи ĕç вырăнĕ пур чухне сывлăхĕ хавшакрах çын та хăйне ыттисемпе танах туять, тивĕçĕсене тăрăшса пурнăçлать.

 

Чĕререн тав тăвакан нумай

Центр специалисчĕсем инвалидсем çеç мар, ĕçсĕр ытти çын та хăйне телейлĕ туйтăр тесе тăрăшаççĕ. Акă 2013 çулхи кăрлач-чÿк уйăхĕсенче учреждение 1072 çын пулăшу ыйтма килнĕ. Раштав уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕçсĕррисен шутĕнче 47-ĕн тăнă. Кăçал 11 уйăхра центр пулăшăвĕпе 975 çын /килнисен 91%/ ĕçе вырнаçнă. Общество ĕçĕсене 258 гражданина явăçтарнă, çав шутран 66,7% - хĕрарăмсем, 3,9% - 16-29 çулсенчи çамрăксем. Çул çитмен 461 çамрăка вĕренÿрен пушă тапхăрта вăхăтлăх ĕç тупса панă. 4 çын хăйĕн ĕçне пуçарса ямашкăн 58800 тенкĕ субсиди илнĕ. 16 гражданина професси вĕренĕвне янă. Ачине 3 çула çитиччен пăхмашкăн отпуск илнĕ 9 хĕрарăма çĕнĕ профессие хăнăхтарнă тата ăсталăхне ÿстерме май туса панă. 20-ĕн социаллă адаптаци, 51-ĕн психологи енĕпе патшалăх пулăшăвĕпе усă курнă. 2013 çулхи 11 уйăхра вакансисен 9 ярмăрккине ирттернĕ, вĕсенче 157 çын ĕç тупма пултарнă.

Елчĕк районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ĕçлевпе çыхăннă ыйтусемпе пурне те пулăшма хатĕр. Ахальтен мар учреждени специалисчĕсене çынсем йывăр вăхăтра хăйсене пăрахманшăн, çĕнĕ шанчăк парнеленĕшĕн чĕререн тав тăваççĕ.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.