Комментари хушас

2 Юпа, 2020

Парăм пысăкланать

Паян ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — экономика аталанăвĕпе пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Дмитрий Краснов Правительствăн топливăпа энергетика расчечĕсене тишкерекен комиссийĕн ларăвне ирттерчĕ.

Юридици сăпачĕсемпе уйрăм çынсем çут çанталăк газĕ парса тăракан «Газпром межрегионгаз Чебоксары» общество умĕнчи парăмпа татăлассишĕн еплерех ĕçлени çинчен ЧР строительство, архитектура, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Александр Героев пĕлтерчĕ. «Газпром межрегионгаз Чебоксары» гендиректорĕ Кияметдин Мифтахутдинов парăмсен лару-тăрăвĕпе паллаштарчĕ. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен вăл тĕрлĕрен. Парăмсемпе пĕрисем вăхăтра татăлаççĕ, теприсем вĕсене пысăклатсах пыраççĕ. Дмитрий Краснов муниципалитсенчен парăмсемпе татăлмалли графика пăхăнма чĕнсе каларĕ.

www.hypar.ru

Юрий МИХАЙЛОВ.