Комментари хушас

20 Юпа, 2020

«Хыпар» 119 (27702) № 20.10.2020

Проектсем те çыраççĕ, хорта та юрлаççĕ

Шăмăршă салинчи шкулта юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Асăннă вĕрентÿ учрежденине виçĕ çулта çĕнетме палăртнă. Çак тĕллевпе 54 миллион тенкĕ уйăрнă.
Пĕлÿ çурчĕн директорĕ Вера Хорькова пĕлтернĕ тăрăх, кăçал 12 миллион тенкĕпе çурт тăррине, чÿречесене улăштарнă. Çапла майпа шкулăн сăн-сăпатне ылмаштарнă. «2021 çулта шалти ĕçсене тăвасшăн. Электричество тытăмне, шыв пăрăхĕсене çĕнетесшĕн. Кăçал столовăя çĕнĕ оборудовани вырнаçтартăмăр. Тепĕр çул унта çĕнĕ сăн кĕртесшĕн. 2022 çулта туалетсене улăштарăпăр. Çитес çул тата стадион хăтлама тытăнасшăн. Искусствăллă курăкпа пулĕ вăл. Гараж тăррине те çĕнетесшĕн. Шкул картишĕнче асфальт, брусчатка сарасшăн, хăйне евĕр йывăç-тĕм, илемлĕ чечексем лартасшăн. Пирĕн шкулта — икĕ спортзал. Пĕри пысăкрах, тепри кăшт пĕчĕкрех. 5 çул каялла ятарлă программăпа вĕсенче юсав ĕçĕсем тунă. Физкультура учителĕсем тăрăшса ĕçлеççĕ, вĕренекенсене сывă пурнăç йĕркине пăхăнма хăнăхтараççĕ. Волейболла, баскетболла выляттараççĕ. Йĕлтĕрпе чупас енĕпе çитĕнÿсем тăваççĕ. Шкулта йĕлтĕрсем пур. Паянхи ачасем чаплă йышшисемпе кăна ярăнасшăн. Сăмах май, пĕр мăшăрĕ 30 пин тенкĕ тăрать. Ашшĕ-амăшĕ те ачисене паха, лайăх йĕлтĕр илсе пама тăрăшать», — каласа кăтартрĕ Вера Васильевна. Шăмăршă шкулĕнче паянхи кун 718 ача вĕренет. 7 ачана килти условисенче пĕлÿ параççĕ. Вĕрентÿ учрежденине ачасем сакăр ялтан çÿреççĕ. Тăватă автобус 136 ачана лартса килет, ăсатать. «Шел те, ача шучĕ чакса пырать. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 30 вĕренекен сахалланчĕ. Апла пулин те кăшт хĕпĕртемелли те пур. Тепĕр çул 1-мĕш класа 80 ача килмелле. Кăçал парта хушшине 63 шăпăрлан ларнă. Шкулта «Паттăрлăх» патриот клубĕ, кадет класĕсем пур. Робототехникăпа технологи, спорт кружокĕсем лайăх ĕçлеççĕ. Икĕ кадет класĕ пирĕн. Пĕлтĕр 7-мĕш класра вĕренекен Антон Петров «Çĕршывăн çамрăк таланчĕсем» конкурсра çĕнтерчĕ. Ытти çулсенче те пирĕн ачасем малти вырăнсене йышăннă. Республика шайĕнчи ăмăртусенчен те çĕнтерÿсĕр килмен. Кадет балĕсенче те яланах палăрнă. Ачасем ППЭне лайăх тытаççĕ. Çавна май аслă шкулсемпе техникумсене те чылаййăн вĕренме кĕреççĕ. Ăс-хакăлпа тавра курăма анлăлатас тĕллевпе олимпиадăсене хастар хутшăнаççĕ. Пĕлтĕр виçĕ ача республика шайĕнче призер пулчĕç. Юлия Васильева виçĕ çул вырăс литературипе малти вырăнсене йышăнчĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче 40 ача шкул пĕтерчĕ. Вĕсенчен нумайăшĕ Шупашкарти, Хусанти, Мускаври вузсене кĕчĕ. Ытларахăшĕ врач пуласшăн. Çавăн пекех техника специальноçĕсене те суйлаççĕ. Çакна та калам: çичĕ ача шкултан ылтăн медальпе вĕренсе
тухрĕ. Владимир Захаров информатикăпа 100 балл пухрĕ. 80 балл ытла пухнисем те чылаййăн», — калаçăва сыпăнтарчĕ Вера Васильевна. Кăçал Шăмăршăсем ЧР Пуçлăхĕн грантне çĕнсе илнĕ, 200 пин тенке тивĕçнĕ. Çак нухратпа вĕсем 15-17 çулсенчи ачасем валли робототехника туянасшăн. «Шкулта 56 учитель вăй хурать. Аслă категориллисем — 22 вĕренекен. Пĕрремĕш категориллисем — 33-ĕн. Юлашки çулсенче пирĕн коллектива виçĕ çамрăк педагог хушăнчĕ. Апла пулин те кадрсем çитмеççĕ. Калăпăр, акăлчан чĕлхине вĕрентекен кирлĕ. Килес çул ăна «Земство учителĕ» программăпа йышăнасшăн. Çамрăк вĕрентекенсене килсенех наставниксем паратпăр. Татьяна Анисимова, Галина Пирогова, Тамара Бабочкина яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа хăйсен ăсталăхĕпе, ĕç опычĕпе хаваспах паллаштараççĕ. Анатолий Петров вĕрентекен, ав, хуларан яла ĕçлеме куçса килчĕ», — ĕç саманчĕсемпе паллаштарчĕ Вера Васильевна. Сăмах май, вăл педагогика ĕçĕнче — 27 çул. Ди
ректорта çиччĕмĕш çул вăй хурать. Ертÿçĕ ĕçне пурнăçланисĕр пуçне ачасене истори вĕрентет. «Урока кайни чуна лăплантарать», — вăрттăнлăхне уçрĕ вăл. Шкулта ачасене пĕлÿ панипе çырлахмаççĕ, воспитани енĕпе те нумай ĕç тăваççĕ. Кашни уйăхрах мероприятисем йĕркелеççĕ. Хăй тытăмлăх кунне, кĕрхи бал, Çĕнĕ çул балĕ, Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне уявлаççĕ. «Пĕтĕм ялав — пирĕн пата хăнана» мероприяти те хăйне евĕр иртет. Шкулта тĕрлĕ наци ачи — чăваш, тутар, вырăс, ирçе — вĕреннине шута илсе хăйне евĕр уявсем те ирттереççĕ. «Пĕр вăхăт шкулта ачасем вырăсла кăна калаçатчĕç. Халĕ вара чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕсем Ирина Степановăпа Людмила Семенова тăрăшнипе чăвашла пуплени те илтĕнет. «Пирĕн чăваш чĕлхипе литературин класĕ питĕ хитре. Хальхи стильпе çĕнĕ стендсем йĕркеленĕ унта. Виçĕм çул вăл республикăри чăваш чĕлхин кабинечĕсен хушшинче 2-мĕш вырăн йышăнчĕ. Шел те, паянхи çамрăксем чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен пуласшăн мар. Ку енĕпе вĕренме каякан çук. Журналист пулас текенсем вара пур.
Кашни çулах пĕрер ача журналистика уйрăмне вĕренме кĕрет. Кăçал Денис Убасев ку çула суйларĕ. Пирĕн учительсем юрлама юратаççĕ. Коллективра учительсен хорне йĕркеленĕ эпир. Çавăн пекех педагогсен ансамблĕ те пур. Çавăнпа хамăрах концерт лартма пултаратпăр. Районта ирттерекен мероприятисене хастар хутшăнатпăр. Çавăн пекех вĕрентекенсем професси конкурсĕсенче те вăй виçеççĕ. Ирина Харитонова «Чи лайăх класс ертÿçи» республика конкурсĕнче çĕнтернĕччĕ. Ирина Ревунова «Чи лайăх социаллă педагог» пулса тăнăччĕ. Людмила Николаева педагог-психологсен конкурсĕнче призерсен йышне кĕнĕччĕ. Елена Убасева класс ертÿçисен тупăшăвĕнче призер пулнăччĕ», — хавхаланăвне пытармарĕ Вера Васильевна. Çапла, Шăмăршăсем аякри районта тесе мероприятисене хутшăнмасăр юлмаççĕ. Юлашки 5 çулта кунтан 2 çĕнтерÿçĕ, 2 призер тухнă.
Роза ВЛАСОВА.


Куллен чир-чĕртен хÿтĕлесшĕн
Патăрьел районĕнчи Кзыл-Чишма ял тăрăхĕнчи ветеринари участокĕн заведующийĕнчен Халимулла Хамматовран ял çыннисем: «Ĕнене вилĕмрен çăлса хăвар!» — тесе час-часах ыйтаççĕ. Вăл хăвăртах ветврач сумкине илсе пулăшма тухса чупать.
Отрасльте хĕрĕх çул ытла ĕçлесе çĕр-çĕр ĕне выльăхпа кайăк-кĕшĕке сиплесе сыватнă. «Вырăна çийĕнчех çитсе, диагноз тĕрĕс лартса, сиплесе темле йывăр чирлисене те вилĕм аллинчен туртса илнĕ, — аса илет Халимулла Нуруллович. — Пырне çĕр улми е кăшман лартнă, кÿпĕннĕ ĕне выльăх хуçисене пысăк тăкак курасран, амак сарăласран ял хуçалăх организацийĕсене нумай пулăшнă». Вăл çуллен уртаракан чире, Çĕпĕр шыççине, Африка мурне, кайăк-кĕшĕк грипне, ыттине профилактикăлама, кил хуçалăхĕсенчен пухакан сĕт пахалăхне тĕрĕслеме, карантин тĕллевĕсене пурнăçлама çуллен хутшăнать. Çапла вара ял тăрăхĕнче выльăхпа кайăк-кĕшĕкрен продукци туса илес ĕçе тÿпе хывать. Çавăншăн ăна ял-йыш, ферма ĕçченĕсем, ветспециалистсем тав тăваççĕ тата хисеплеççĕ, вырăнти влаç органĕсем наградăсем парса лайăхрах ĕçлеме хавхалантараççĕ. Вăл РФ Ял хуçалăх министерствин Хисеп хутне тивĕçнĕ, Патăрьел районĕн «Авангард» хаçачĕн «Çулталăк çынни — 2019» конкурсĕнче çĕнтернĕ. ЧР Пуçлăхĕн 2020 çулхи юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнчи указĕпе килĕшÿллĕн ăна «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ветеринари врачĕ» ят парса чысланă.
Юрий МИХАЙЛОВ хатĕрленĕ.


Çăмăллăхсен «йывăрăшĕ» тата вĕсемпе çыхăннă шанăç çинчен
Налук йĕркелĕвĕ çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртессипе – бизнеса налук енĕпе хушма çăмăллăхсем парассипе — çыхăннă ыйту республикăшăн иртнĕ эрнери тĕп тема пулчĕ тени пĕртте ÿстерсе калани мар-тăр. Вĕсене «хальччен пулман çăмăллăхсем» тесех хаклаççĕ. Мĕнле улшăнусем, влаç бюджетшăн самай хакла ларакан çак утăма туса мĕнле тĕллеве тĕпе хурать — тишкерме хăтланса пăхар. Чи малтанах — организацисен тупăшĕнчен илекен налук. Налук базине кадастр хакне тĕпе хурса палăртакан куçми пурлăх тĕлĕшпе пĕчĕклетнĕ налук виçипе усă курма сĕннĕ. 2021 çулта вăл 1% танлашĕ /саккунăн хальлĕхе вăйра тăракан редакцийĕнче — 1,5%/. 2022 çулта 1,5% тăвасшăн /2% вырăнне/, пĕчĕккĕн пысăклатса 2025 çул тĕлне хайхи 2% шайне тухасшăн. Çав вăхăтрах куçми пурлăх тĕлĕшпе унăн лаптăкне кура /паян 1 пин тăваткал метртан пысăкрах лаптăксенчен налук илеççĕ/ палăртнă çăмăллăха пăрахăçласшăн. Сăмах май, бизнеса шăпах çак самант килĕшмест: лаптăкĕпе пысăк мар кафе-ресторан ахаль те йывăрлăхра, туйсемпе корпоративсем, ытти мероприяти сахал, тупăш чакнă теççĕ. Анчах влаç та пĕтĕмпех курать. Финанс министрĕ Михаил Ноздряков палăртнă тăрăх, хăшĕсем чееленеççĕ, пысăк лаптăксене документсенче пайласа кăтартаççĕ, çапла майпа налук тÿлессинчен пăрăнаççĕ, çавăнпа тĕп финансист лаптăкпа çыхăннă çăмăллăх вырăнсăр тесе шутлать. Сĕнекен улшăнусен тепĕр пункчĕ налук илмелли ансатлатнă тытăма пырса тивет — коронавирус тапхăрĕнче уйрăмах пысăк сиен тÿснĕ пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх суб±екчĕсен тупăшĕнчен илекен налука пĕчĕклетесси. Налука тупăшран илекен тĕслĕхсенче — 4%, тăкаксен виçи чухлĕ чакарнă тупăшран илсен — 10%. 2020 çулта пирвайхи хут регистрациленнĕ организацисемпе предпринимательсен уйрăм çăмăллăхсем пулĕç — пĕрремĕш-иккĕмĕш çулсенче налук виçи самай пĕчĕкленет. Тирпейлекен производствăсене, наука-тĕпчев ĕçĕсене, коммерципе çыхăнман социаллă тĕллевлĕ организацисене те икĕ налук тапхăрĕлĕх çăмăллăх парĕç. Список çакăнпа кăна вĕçленмест – инвестици налук вычечĕпе усă курма пултаракансен йышне анлăлатассинчен тытăнса нумай ачаллă çемьесене транспорт налукĕ енĕпе çăмăллăх парасси таранах шута илнĕ. Апла пулин те иртнĕ эрнере республика ертÿлĕхĕ бизнес-пĕрлĕх представителĕсен пысăк йышне пухса çак çĕнĕлĕхсене сÿтсе явнă май çăмăллăхсен списокне тата анлăлатма сĕнекенсем те пулчĕç. Çакна ытти регионти уйрăм тĕслĕхсемпе сăлтавлама пăхни те илтĕнчĕ. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев, финанс министрĕ ларутăрăва лайăх пĕлни куçкĕрет палăрчĕ. Çав регионсен тĕслĕхĕсене те пăхрĕç. Çапла, Атăлçи округĕнчи ытти субъектра та бизнеса çăмăллăхсем параççĕ. Анчах Чăваш Енре сĕннĕ чухлĕ мар. Калăпăр, организацисен куçми пурлăхĕн уйрăм объекчĕсем тĕлĕшпе Чулхула, Самар облаçĕсенче, Мари Элта кадастр хакне кура 2% налук илессине çирĕплетнĕ — унтан «çăмăлрах» виçене палăртман. 150 тăваткал метртан пысăкрах об±ектсенчен 2% налук илесси — пĕртен-пĕр Ульяновск облаçĕнче. Удмуртире 1 пин тăваткал метртан пысăкраххисемшĕн — 2%, çав лаптăкран пĕчĕкреххисемшĕн — 1,2%. Объект ялта вырнаçнă пулсан кăна — 0,7%. Киров облаçĕнче — ялсенчи 200 метр таран, Пермь крайĕнче 300 тăваткал метртан пысăкрах объектсемшĕн çăмăллăх параççĕ. Çавăн пекех округри уйрăм регионсенче пуçласа регистрациленнисене /Ульяновск, Оренбург облаçĕсенче/, экономикăн уйрăм тĕсĕсемпе ĕçлекенсене /Пермь крайĕнче, Ульяновск, Саратов облаçĕсенче, Тутарстанра/ пĕчĕкрех виçепе налук тÿлеме ирĕк панă. Анчах Чăваш Енре сĕннĕ чухлĕ çăмăллăх чăннипех пĕринче те çук — республика Мускав регионсене ку енĕпе ирĕклĕрех пулма право панипе туллин усă курать.
Николай КОНОВАЛОВ.


«Яппунсене пысăк çухатусăр çапса аркатрăмăр»
«Нихăçан та паянхи кунпа кăна çырлахмалла мар. Яланах çĕнĕ ĕçсем, шухăшсем пулмалла», — тет Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ Харитон Петров.
97 çулти ветеран Вăрнар районĕнчи Туçи Çармăс ялĕнче пурăнать. Çулĕсем чылай пулин те вăй-хăватлăха вăл, хастар, сад-пахчара ĕçлет. Харитон Петрович шухăшĕпе вăрăм ĕмĕрĕн никĕсĕ чылай япаларан çирĕпленет. Çак шутра çемьене, ял-йыша, тăван çĕре, ĕçе юратни те, сывă пурнăç йĕрки те. Хăй вăл, сăмахран, çак тарана çитсе пĕрре те пирус туртса курман. Çуралнă ялта тĕпленсе пурăннă, тăван колхозра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. «Ĕмĕр иртет, ним лайăххи те курман», — тет хаш сывласа ветеран. Ку сăмахсемпе тем тесен те килĕшмесĕр май çуках. Çак ăру çыннисен пурнăçĕ çăмăл килмен. Харсăрлăхпа паттăрлăх кăтартса вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă, çутă малашлăха шанса арканнă çĕршыва ура çине тăратнă, вăй-хала шеллемесĕр ĕçлесе халăх хуçалăхне çирĕплетнĕ… …Ялти шкулта çичĕ класс пĕтерсен Харитон Петров Вăрнар техникумне ветеринари уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Унта вĕреннĕшĕн тÿлемелле пулнă. Анчах укçа çук. «Хамăр ял ачи чукун çул çине ĕçлеме кайма сĕнчĕ, — Харитон Петровичпа калаçнă май сăмах çăмхи майĕпен çамрăклăх çулĕсем патне çаврăнса çитрĕ. — Унăн ашшĕне çавăнта ĕçленĕшĕн Вăрнарта хваттер панă. Чукун çул станцийĕ çывăхĕнчи баракра пурăнатчĕç вĕсем. «Кашни кун юр хыратăн та 5 тенкĕ параççĕ», — тесе ăнлантарчĕ хайхискер. Укçа кирлĕ. Вырсарникун кайрăм. Кунĕпе юр хыртăм. Каçхине, чăнах та, 5-шер тенкĕ валеçсе пачĕç. Савăннипе укçана кĕсьерен кăларатăп, çавăркаласа пăхатăп та каялла чиксе хуратăп. Татах кăларатăп, татах пăхатăп. Хамăн канфет питĕ çиес килет. Лавккана кайса туянтăм, тăраниччен çирĕм вара. Тепĕр кунне татах кайрăм. Тата 5 тенкĕ пачĕç. Те ĕçлекен пулман ĕнтĕ? Çавăн пек çÿресе вара эпĕ шкул çинчен мансах кайнă. Пĕр эрне иртнĕ иккен. Техникума кайрăм. Мана йышăнмарĕç, кăларчĕç те ячĕç. Чукун çул çине юр хырма каймаллах пулчĕ вара».
Çапла кун хыççăн кун иртнĕ. 1942 çулхи пуш уйăхĕнче Харитон Петровăн та салтак ячĕ тухнă. «Пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче килтен тухса кайрăм. Малтан Шăхасанти çар комиссариатне çитрĕм. Ман командăра ялтан эп пĕчченех пултăм. Вăрнар районĕнчен йышлăнччĕ. Тимĕрчкассинчен, Енĕшрен… Канаш районĕнчи Имельтен, Анаткасран, Вăрман Енĕшрен паллакан ачасем пурччĕ. Пире Канашра пĕр талăк тытнă хыççăн вакунсене тиерĕç те тÿрех Инçет Хĕвел тухăçне ăсатрĕç», — аса илчĕ ветеран. Килĕнчен ăна ашшĕпе амăшĕ, виçĕ шăллĕ, икĕ йăмăкĕ ăсатнă. Хыççăнах ашшĕпе шăллĕ те фронта кайнă. «Атте вăрçа кайнине йăмăксем часчасах аса илеççĕ. «Эпĕ унта пурăнăпха. Эсир мĕнле пурăнăр ĕнтĕ?» — тесе каласа хăварнă вăл. Ара, ялта начар пурăннă-çке. Çимелли пулман. Атте çывăх çыннисем выçă вилесрен хăранă. Хăйне патшалăх выçă хăварас çуккине шаннă ĕнтĕ. Анчах ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ унăн, вăрçăран таврăнаймарĕ. Сталинград патĕнчи çапăçусенчен тухайман вăл», — калаçрĕ малалла ветеран. Шăллĕ Çĕнтерÿпе таврăннă. Анчах ветеран темиçе çул каялла пурнăçран уйрăлнă. Харитон Петрович Япони вăрçине хутшăннă. «Амур облаçне çитсен пире, темиçе вакунра ларакансене, антарчĕç. Карантинра виçĕ эрне усрарĕç. Вара Еврей автономи облаçне Бирибиджана илсе кайрĕç. Чикĕре чарăнтăмăр. Часах «Япони вăрçи пуçланать» текен сас-хура сарăлчĕ. Кăнтăрла çыврататчĕç. Каçхине вара ĕçлеттернĕ. Оборона линийĕ хатĕрленĕ. Тул çутăлма пуçласан ĕçлеме пăрахтараççĕ. Кăнтăрла ним тума аптăраса лараттăмăрччĕ вара. Çÿреме юрамасть. Тÿрем вырăнта, леш енчен пăхсасăнаса тăраççĕ, — пирĕн Харитон Петровичпа пуçарнă калаçу хăй еккипе аван сыпăнса пычĕ. — Яппунсем тапăнса кĕрсен эпир, чикĕре тăнăран,
икĕ сехетренех вăрçа кĕнĕ. Пирĕн енчен пысăк çухату тÿсмесĕрех яппунсене çапса аркатрăмăр. Тĕрĕссипе, вăйсăр пулнă вĕсем. Япони хăратса кăна пурăннă». «Вăрçа кайни вăййа тухни мар-çке. Хăрама пĕлнĕ-и хăть эсир?» — ыйтмасăр чăтаймастăп ветеранран. Мучи сăпайлăн кулса илет: «Хăратăн-и унта, хăрамастăн-и… Никам та ыйтман. Вăрçă вĕт. Салтакра мĕнле пулассине кам пĕлет? Ир капла та — каç темле. Шăпа пÿрнĕ тĕк — чĕрĕ юлатăн, çук тăк… Кама мĕн çырса панă. Теприне ак винтовка тасатнă чухнех тем пулать. Хăвăн телейÿ çав. Манпа пĕр çултисем, 1923 çулта çуралнисем, пĕри те вăрçăран килмен. Ялта улттăнччĕ эпир». Харитон Петров минометчик пулнă. Кĕçĕн командирсен шкулне пĕтернĕ. Вăл унтан вĕренсе тухнă тĕлелле миномет полкне йĕркеленĕ. Чăваш каччи те çав полка лекнĕ, ăна командир туса хунă. Çапла вара вăл служба вĕçленичченех, 1947 çулхи ака уйăхĕн 16-мĕшĕччен, командир тивĕçĕсене пурнăçланă. «Малтанах чăвашсем çукчĕ, кайран пычĕç. Мăн Явăшран Макаров пурччĕ. Услапа Нурăсран
— Абрамов. Вăл вăрçă хыççăн халăх судĕнче суд исполнителĕнче ĕçлерĕ. Кивĕ Мĕлĕшрен, Мăнял Хапăсран ачасем пурччĕ. Вĕсем 1926 çулхисемччĕ. Манран кайран вăрçа кайнă», — терĕ Харитон Петрович. Вăрçăра çуралнă туслăх кайран та çирĕплĕхне çухатман. Пĕр-пĕрин патне хăнана çÿрени пирки каласа кăтартрĕ ветеран. «Демобилизаци саккунĕ тухсан киле ячĕç. Тăван яла çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче çитрĕм. Вокзалта кĕтсе лараттăмччĕ. Хамăр ялсем, Вăрнара вăрман калчи туянма пынăскерсем, мана курчĕç те палласа илсе лартса килчĕç. Киле çитрĕм те… Атте вилнĕ. Анне, йăмăксем тăр çĕтĕк лараççĕ. Салтакран пăртак укçа илсе килнĕччĕ. Юлташпа иксĕмĕр Чулхулана кайрăмăр. Унтан 40 метр катан пир илсе килтĕм. Вара çав пиртен аннепе йăмăксем кĕпе çĕлесе тăхăнчĕç. «Мăн пичче вăрçăран килсе кĕпе тăхăнтартрĕ», — йăмăксем час-часах çапла каласа аса илеççĕ», — пĕлтерчĕ Харитон Петрович.

Валентина БАГАДЕРОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.